Комментари хушас

Чăваш кĕнеке издательстви "Золотая сумка" чăваш халăх юмахĕсен пуххине пичетленĕ. Унта халăх пултарулăхĕн чи паллă хайлавĕсене кĕртнĕ.

Вулакансем Чемен паттăрпа, çил ачисемпе тата ытти юмах сăнарĕпе тĕл пулаççĕ. Чăваш хайлавĕсене С.Шуртаковпа С.Григорьев куçарнă. Кĕнеке редакторĕ — А.Майорова.

Кĕçĕн çулти вулакансем чĕр чун пурнăçĕ пирки чылай кăсăклине пĕлĕç. Кĕнекере йăла юмахĕсем те пур — Пĕрремĕш Петĕр патша чăвашпа кумланни, карчăкпа старик уйăх тытни. 2 пин экземплярпа пичетленнĕскере Виктор Бритвин ÿкерчĕкĕсем пуянлатнă.

Ольга КАЛИТОВА. cap.ru порталти сăн ÿкерчĕк.

Исключить из Яндекс-Новостей: