Комментари хушас

Коррупципе çыхăннă уголовлă ĕçсен шучĕ пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 58% чухлех хушăннă пĕтĕмпе 200 ытла пулин те чылай районта çакнашкал ĕçсен йышĕ палăрмаллах чакнă. Калăпăр, Шупашкарти Мускав районĕнче 2018 çулта коррупци тĕслĕхĕсемпе 69 уголовлă ĕç пуçарнă, Калинин районĕнче вара — пĕтĕмпе те 4 кăна. Хăшĕсем ĕçлесе çитерейменни куçкĕрет. Çакăн пирки Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвĕнче ведомство ертÿçи Александр Полтинин каларĕ.

Ларура управленин иртнĕ çулхи ĕçне тишкерчĕç. Александр Полтинин преступлени тăвассипе кĕрешес ĕçĕн чылай енне тиркевлĕ хакларĕ. Генерал палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче республикăн тĕрĕслевпе надзор органĕсен пуçарăвĕпе коррупци тĕслĕхĕсемпе пĕр уголовлă ĕç те пуçарман. Хайхи 200 ытла ĕç — федерацие пăхăнакан тытăмсен /прокуратура, ШĔМ, ФХС, налук служби/ тÿпи.

Асăннă сферăра вара пурин валли те ĕç пур. Шел те, уйрăм право статусĕллĕ çынсем те саккунпа туслă мар вĕт. Александр Владимирович пĕлтĕр муниципалитетсен 4 пуçлăхĕ, 15 депутат, суйлав комиссийĕсен 3 членĕ тĕлĕшпе 52 уголовлă ĕç пуçарнине çирĕплетрĕ. Çав тĕслĕхсенчен ытларахăшĕ бюджет укçине вăрланипе е унпа патшалăх тата регион программисене пурнăçланă чух тĕллевсĕр усă курнипе çыхăннă.

— Патшалăхăн чакать тĕк – тÿрĕ кăмăллă мар чиновниксен кĕсйи хулăнланать, кун пирки хăй вăхăтĕнче Михаил Ломоносовах каланă, — терĕ управлени ертÿçи. — Республикăн тĕрлĕ министерстви /Строймин, Ял хуçалăх министерстви, Трансмин/ енчен субсидисем уйăрнă чух йăнăшсем пулнă. Çакна пурин те ăнланмалла: саккуна пĕлменнипе никам та тÿрре тухма пултараймасть. Ытларах чухне бюджет укçипе ăнăçсăр усă курни çăмăлттайлăхпа мар, ятарласа тата каварлашса çапла хăтланнипе сăлтавланать.

Çавнашкал преступленисемпе ăнăçлă кĕрешмешкĕн Александр Полтинин оперативлă шырав органĕсемпе, Росфинмониторингпа, Монополипе кĕрешекен службăпа тачă çыхăну тытса ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Çийĕнчен обязательнăй йĕркепе представленисем çырмалла.

Ытти йышши преступленисем пирки сăмах пуçарнă май пĕлтĕр çын вĕлернĕ тĕслĕхсем икĕ хут сахалланнине палăртмалла. Вĕсене уçса парассин кăтартăвĕсем те аван. Çав шутра унчченхи çулсенче пулнă çавнашкал преступленисемшĕн айăплисене тупса палăртас тĕлĕшпе те ăнăçлă тĕслĕхсем пур. Генерал 27 çул каялла çухалнă Шупашкар çыннин шăпине уçăмлатма пултарни çинчен каласа пачĕ. Шел те, хурлăхлă шăпа. Арçынна хĕрĕ вĕлернĕ иккен, виллине пытарнă. Е тата — 2009-2012 çулсенче Чăваш Енри кÿлĕсенче пĕр арçыннăн касса вакланă кĕлеткин пайĕсене тупни. Çапла майпа преступлени йĕрĕсене пытарма тăнă хĕрарăм вăрттăнлăхне те пĕлтĕр тăрă шыв çине кăларнă.

Иртнĕ çул тăватă уголовлă ĕçпе айăпланакансене суд тÿрре кăларнине Александр Полтинин следстви ĕçĕнчи брак тесех хакларĕ. Паллах, ĕç-пуç çапла çаврăнса тухнăшăн ШĔМ оперативникĕсем те айăплă. Тата — айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетнĕ прокурорсем. Çак темăна хускатнă май республика прокурорĕ Василий Пословский çапла «йăнăшнă» прокурорсен хăйсен должноçĕсенчен кайма тивнине палăртрĕ, следовательсем тĕлĕшпе те çавнашкал мерăпа усă курма сĕнчĕ.

Парламент председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова СК управленийĕн ертÿçин докладĕнчи ÿпкевлĕ самантсене илтмĕш тумарĕ: ЧР Пуçлăхĕ хăйĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш Енре коррупципе кĕрешмелли мерăсем палăртни çинчен каланине аса илтерчĕ, ку енĕпе республика саккунĕсене çĕнетме-лайăхлатма шантарчĕ. Александр Николаев вице-премьер та — коррупципе пĕр шелсĕр кĕрешессишĕн: «Ĕç тăвакан влаç паян нихçанхинчен те уçăрах, — терĕ. Вăл е ку информацие пытарас е саккуна пăснă чиновнике хÿтĕлес йăла çук. Тупса палăртнă фактсем тĕлĕшпе тĕрĕслевсем иртеççĕ, тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр — ĕçрен хăтарасси таранах».

Николай КОНОВАЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.