101 çулти кинемей
Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи Мамка ялĕнче пурăнакан Зоя Даниловна Морозова 101 çул тултарчĕ.
Пурнăçĕ çăмăл килмен унăн. Çамрăклăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче иртнĕ. Ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ вăл. Кирпĕч заводĕнче, пекарьнăра, совхозра вăй хунă, тракторпа çĕр сухаланă. Пур çĕрте те тăрăшса, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Вăрçăран аманса килнĕ мăшăрĕ нумай пурăнайман. Унтан ывăлĕ те пурнăçран уйрăлнă. Тем те чăтма, тÿсме тивнĕ ăна. Çапах хуçăлман, малаллах талпăннă.
Хальхи вăхăтра ĕç ветеранĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Ăна савăнмалăх 14 мăнук, вĕсен 7 ачи пур. Уявсенче йышлă çемье час-часах кĕрекене пуçтарăнать.
Çулсем иртнине пăхмасăр Зоя Даниловна тăванĕсене кил-тĕрĕшре пулăшма тăрăшать. Куллен сукмака юртан тасатать. «Ырă кăмăллă, ĕçчен, яланах ырă сĕнÿпе пулăшать», — теççĕ ун пирки тăванĕсем.