Комментари хушас

5 Нарăс, 2019

Ăслăлăхпа кăсăкланакансен шучĕ ÿсет

«Информаци обществин тытăмĕн аталанăвĕнчи ăслăлăх тата инновацисем» — шăпах çак ятпа Раççей коопераци университечĕн филиалĕнче Шупашкарти коопераци институтĕнче çулсеренех йĕркелекен Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцийĕ иртрĕ. Палăртма кăмăллă: пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие хутшăнакансен йышĕ ÿссех, географийĕ анлăлансах пырать.
Общество аталанăвĕн тĕп çăл куçĕ
Шупашкарти коопераци институтĕнче наукăпа кăсăкланасси çултан-çул вăй илсе пырать. Институтăн вĕрентÿ тата стратеги аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен проректорĕ, юридици ăслăлăхĕсен кандидачĕ Елена Антонова доцент пĕлтернĕ тăрăх — ку конференцие Чăваш Енри çеç мар, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи, Казахстанри, Беларуç, Молдова республикисенчи ученăйсемпе практиксем 350 ытла статья тăратнă. Вĕсем тĕрлĕ темăпа çыхăннă: экономикăн хальхи аталанăвĕнчи инноваци меслечĕсем, финанс институчĕсен управленийĕ, коммерцин теори аспекчĕсем, информаци обществин IT-инфратытăмĕ тата хальхи технологийĕсем, право хуралĕпе тата хÿтлĕхĕпе çыхăннă ĕç-хĕл тата ытти те.
«Ăслăлăх-практика конференцийĕн теми питĕ актуаллă, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра информаци кирек мĕнле общество аталанăвĕн тĕп çăл куçĕ пулса тăрать. Информаци технологийĕсем вăй илсе пыни çĕршыва та аталанма май парать. Вĕрентĕвĕн çак тытăм валли специалистсем хатĕрлес ĕçре пĕрремĕш тата пĕлтерĕшлĕ сыпăк пулмалла, унсăр пуçне унăн ку сферăра çуралакан ăслăлăх ыйтăвĕсене татса пама пултармалла», — терĕ Елена Антонова мероприятие килнисене тухăçлă ĕçлеме ăнăçу суннă май.
Проректор ăслăлăхпа вĕрентÿ конференцийĕсене ирттерни пултаруллă çамрăксене тупса палăртма тата вĕсене хавхалантарма май панине каларĕ. Вăл çамрăк ученăйсен, студентсемпе шкул ачисен ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕсен регионсен хушшинчи «Фемида-2018» V конкурсĕн çĕнтерÿçисене, çавăн пекех ăслăлăх ертÿçисене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Конференцие хутшăнакансене ЧР Патшалăх Канашĕн Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Сергей Павлов саламларĕ. Вăл саккун пуçарăвĕсене хатĕрлес енĕпе комплекслăн ĕçлеме хатĕррине палăртрĕ. Çак пуçарусем экономикăн пĕтĕм секторне малалла аталантарма, импорта хамăрăн таварсемпе улăштарассипе çыхăннă ĕç тата апат-çимĕçпе экологи хăрушсăрлăхĕ валли условисем йĕркелеме, производствăна инноваци технологийĕсене кĕртме тата Чăваш Республикин инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме пулăшассине пĕлтерчĕ.
Пухăннисен умĕнче çавăн пекех Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Андрей Данилов, регионсенчи социаллă программăсен «Пирĕн пуласлăх» фончĕн ĕç тăвакан директорĕн çумĕ Евгений Рахновский салам сăмахĕсем каларĕç. Вĕсем пурне те усăллă калаçусемпе ăнăçлă практикăсем сунчĕç.
Мероприятире Молдова коопераципе суту-илÿ университечĕн /вăл тата Беларуçри, Карагандари, Атăлçири 3 аслă шкул Шупашкарти коопераци институчĕпе пĕрле Пĕтĕм тĕнчери ăслăлăх-практика конференцине йĕркелес ĕçе хутшăннă/ ректорĕн, экономика ăслăлăхĕсен докторĕн Лариса Шавган видео­саламне кăтартрĕç. Унта ректор конференци теми питĕ тĕрлĕ енлĕ те актуаллă пулнине палăртнă: информаци обществи аталансах пынăран информаци технологийĕсемпе пурнăçăн пĕтĕм сферинче усă кураççĕ, уйрăмах — экономикăра. «Паянхи кун пирĕн çĕршывсене инноваци технологийĕсем — экономика аталанăвĕн пахалăхлă çĕнĕ шайĕ патне илсе çитерме пултараканнисем — кирлĕ. Экономикăн ăнăçлă аталанăвĕ интеллектпа çыхăннă тата çÿллĕ шайра йĕркеленĕ процессемсĕр пулмасть», — тенĕ Лариса Шавга.
Пленарлă ларăва Шупашкарти коопераци институчĕн проректорĕ — ăслăлăх ĕçĕн управленийĕн ертÿçи, юридици ăслăлăхĕсен докторĕ Михаил Кириллов профессор ертсе пычĕ. Вăл аслă шкулăн коллективĕн ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕн 2018 çулти кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.
«Симĕс экономика»
Конференцире питĕ кăсăклă докладсем пулчĕç. Çав шутрах — «симĕс экономика» тытăмĕнчи специалистсен те. Çакнашкал экономика халăхăн пурнăç тăрăмне лайăхлатма, социаллă танмарлăха чакарма, экологи хăрушлăхне пĕчĕклетме пулăшать, ресурссем чухăнланса юлассине чарать. «Симĕс экономика» тĕнче шайĕнчи йывăрлăхсене татса памалли майсенчен пĕри пулма пултарать. Пĕтĕм тĕнчери пĕрлĕхĕн шухăшĕпе, çав йывăрлăхсенчен тĕп вырăнта — экологи ыйтăвĕ. Экологи тăрăмĕпе çыхăннă ыйту пĕтĕм çĕршыва пырса тивет. Çавăнпа хальхи вăхăтра нумайăшĕ «симĕс экономика» çине куçса пырать.
Пĕтĕм тĕнчери стратеги проекчĕсен БРИКС альянсĕн симĕс экономика департаменчĕн директорĕ, Раççей Президенчĕ çумĕнчи РАНХиГСăн центрĕн ăслăлăх-тĕпчев лабораторийĕн ăслăлăхăн ертсе пыракан аслă сотрудникĕ, экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Татьяна Сметанина «Патшалăх туянăвĕсем /закупки/ — «симĕс стандартсен» варианчĕсем» темăпа доклад турĕ. Вăл аталаннă çĕршывсем вунă ытла çул ĕнтĕ туянакан продукцин экологи критерийĕсем тĕлĕшпе ĕçленине пĕлтерчĕ. «Çак критерисем экономикăри çĕнĕ мода пулса тăраççĕ, çапла майпа вĕсем производствăна çĕнетес ĕçе витĕм кÿреççĕ, каяшсен калăпăшне чакараççĕ, тавар хăрушсăрлăхне тата этем пурнăçĕн сыхлăхне тивĕçтереççĕ. Раççейĕн тĕллевĕ — çакнашкал критерисене ĕçе кĕртесси, паллах, пĕтĕм тĕнчери опытпа усă курса», — терĕ Татьяна Сметанина. Вăл Евросоюзăн «симĕс критерийĕсен» тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Çак критерисем пĕрмаях çĕнелсе пынине каларĕ.
Арктика аталанăвĕн проект офисĕн /ПОРА/ центрĕн эксперчĕ, Раççей Президенчĕ çумĕнчи РАНХиГСăн Общество наукисен институчĕн экономикăна патшалăх енчен йĕркелесе тăрассин кафедрин доценчĕ, хими ăслăлăхĕсен кандидачĕ Александр Воротников «Симĕс экономика — Раççейĕн тăнăçлă аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ факторĕ. Симĕс экономика проекчĕсене пурнăçа кĕртнин финанс аспекчĕсем» темăпа калаçрĕ. Вăл «симĕс экономика» çине куçасси кăткăс та нумай енлĕ процесс пулнине, çавăнпа ку тĕлĕшпе пĕтĕм обществăн — влаçăн, бизнесăн тата уйрăм çынсен — пĕрле ĕçлемеллине палăртрĕ. «Раççейĕн «симĕс экономикине» йĕркелеме тата аталантарма нумай направление илмелле: «симĕс финанссем», экологи вĕрентĕвĕ, патшалăхăн «симĕс туянăвĕсем», тавралăха упрасси тата унăн тăрăмне лайăхлатасси, каяшсемпе усă курассин тытăмне улăштарасси, усă курма май пур технологисене ĕçе кĕртесси», — терĕ эксперт. Вăл çаксене пурнăçа кĕртмешкĕн Раççейри «Экологи» наци проекчĕ пулăшасса шанать.
Пленарлă лару хыççăн конференцие килнисем секцисен ларăвĕсене хутшăнчĕç. «Симĕс экономика — ăнăçу факторĕсем» ятпа йĕркеленĕ «çавра сĕтелĕн» модераторĕ Александр Воротников пулчĕ. Çак «çавра сĕтелте» хальхи çынсен апатланăвĕнчи теветкеллĕхпе хăрушлăхсем, апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслесси, йăлари хытă каяшсене тирпейлессипе утилизацилесси, логистикăн экологи тĕлĕшĕнчен хăрушсăр технологийĕсемпе усă курасси тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.