Халăх пичет кăларăмĕсене шанать
Кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Раççей пичечĕн, виççĕмĕш вырсарникунĕнче Чăваш пичечĕн кунĕсене паллă тăватпăр. Çак сăлтавсене халалланă уяв журналистсене, полиграфистсене, издательство ĕçченĕсене иртнĕ шăматкун Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕнче пухрĕ.
Мероприятие «Олимп пичет кунĕ» тесе те хакларĕç. Ахальтен мар. Журналистика та спорт пекех: «Хăвăртрах. Çÿллĕрех. Вăйлăрах» чĕнĕве пăхăннине палăртрĕç уявра. Чăн та, тĕрлĕ хыпара вулакан, телекуракан, радиоитлекен патне ыттисенчен хăвăртрах илсе çитерме, вăйлăрах тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ вĕт журналистсем. Çÿллĕрех-и? Ара, квадрокоптерсене çÿлтен-çÿле вĕçтерме ăнтăлаççĕ операторсем. МИХсем спортпа туслине те асăнмасăр иртеймĕн. Çакна уявра та çирĕплетрĕç вĕсем. Ахальтен мар ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, акă, хаваспах кире пуканĕ çĕклеме вĕрентрĕç.
Сывă пурнăç йĕркине пăхăнни «модăна» кĕрсех пырать паян. Хаçатра та спортпа туслă пулни сывлăха çирĕплетме, шухăш-кăмăла уçма пулăшнине ăнлантарсах тăратпăр. Вулакана ырă сунни кунта кăна мар, ытти ыйтура та палăрать паллах. Массăллă информаци хатĕрĕсем халăхăн çывăх тусĕсен йышĕнче-çке. Ахальтен мар вĕсене шанаççĕ, пулăшу та ыйтаççĕ. Шăпах çак шухăша палăртрĕ те салам сăмахĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
— Ырă вăй çеç çĕнтерме пултарать. Шăпах вăл чăн-чăн хаклăхсене упрама пулăшать, — терĕ Михаил Васильевич республикăри МИХсем çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн тăрăшнине палăртса.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар: паян электрон информаци хатĕрĕсем вăй илеççĕ. Çапах пичет кăларăмĕсем те юлмаççĕ вĕсенчен, хăйсен сайчĕсене аталантарсах пыраççĕ. Социаллă сетьсенче те хастар. Çакăн пирки сăмах пуçарчĕ те ЧР информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов.
— Республикăри МИХсем Яндекс тытăмĕпе тачă ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. Халăха Чăваш Енри çĕнĕ хыпарсемпе вăхăтлă паллаштарма май парать çакă. Çав вăхăтрах халăх пичет кăларăмĕсене ытларах шаннине палăртмалла — çакна çырăнтару кампанийĕн кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Паллах, интернет аталаннă чухне хаçат-журналăн та саманапа пĕр тан утма тивет. Хăйсен сайчĕсенче хыпарсемпе вăхăтра паллаштараççĕ вĕсем. Хаçатăн çĕнĕ номерĕнче вара анлă та ăнлантаруллă материалсем пичетленеççĕ, — терĕ Михаил Владимирович.
Республикăра хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен журналистсем тăрăшнине те каларĕ министр. Раççей шайĕнчи тĕрлĕ конкурсра çĕнтерни профессионализма çирĕплетет.
— Пичет кăларăмĕсем ачалăхпа та çыхăннă. Почтальон килсе хаçат парасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Уйрăмах ача-пăча кăларăмĕн çĕнĕ номерĕ çитсен хĕпĕртеттĕмĕр. Атте-анне çырăнса илекен мĕн пур кăларăмпа кăсăклансах паллашаттăмăр, — аса илчĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов. Республикăри пичет историне çырма пуçланă ветерансене чунран тав турĕ вăл.
Журналистсен ячĕпе ăшă сăмах нумай янăрарĕ уявра. Хăйсен ĕçĕнче палăрнисене черетлĕ наградăсемпе те чысларĕç. Хисепе тивĕçнисен йышĕнче пирĕн ĕçтешсем те пур. «Хыпар» Издательство çурчĕн директор-тĕп редакторĕпе Татьяна Вашуркинăпа Федор Чернов кăларăмсемшĕн яваплă редактор ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе сехетне тивĕçрĕç. «Хыпар» хаçатăн ятарлă корреспондентне Валентина Багадеровăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç. Андрей Михайлов корреспондентпа Ирина Миловидова дизайнер ЧР Цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хутне илме тивĕç пулчĕç.
Республикăри Журналистсен союзĕ çуллен калем ăстисен хушшинче пултаруллисене палăртса тĕрлĕ премипе чыслать. Вĕсене кăçал тивĕçнисен хушшинче те пур «Хыпарçăсем». Юрий Михайлов тишкерÿçĕ Çемен Элкер ячĕллĕ премие, Ирина Клементьева тишкерÿçĕ Леонид Ильин ячĕллĕ премие тивĕçрĕç.
Уява ЧР Прокурорĕ Василий Пословский те Тав çырăвĕсемпе çитрĕ. Раççейре журналистсемпе прокурорсене çынсен прависене, çынсен тата патшалăх интересĕсене хÿтĕлесси, тĕрĕслĕхе çиеле кăларасси пĕрлештерсе тăнине палăртрĕ Василий Митрофанович, «Хыпар» Издательство çуртне Тав хучĕпе чысларĕ.
Татьяна НАУМОВА