Комментари хушас

4 Нарăс, 2019

Паллашăр: çĕнĕ радио

«Мир» радиона халĕ Шупашкарта та итлеме пулать. Ĕнер юратнă радиостанци 96.5 FM хум çинче янăраса кайрĕ.

Ĕнер ЧР Правительство çуртĕнче «Мир» радио ĕçлесе кайнипе çыхăннă савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, патшалăхсен хушшинчи «Мир» радиокомпани председателĕ Радик Батыршин, ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов, вырăнти журналистсем хутшăнчĕç.

Сăмах май, «Мир» радиона тăватă патшалăхра — Раççейре, Арменире, Беларуçра тата Кăркăсстанра — итлеççĕ. Вăл çемьери кашни çыннăн кăмăлнех тивĕçтерме пултарĕ. Раççейре ăна 34 миллион çын итлет, кăмăллать. «Мир» радио кăларăмĕнче 71 проценчĕ — юрă-кĕвĕ, 5 проценчĕ — çĕнĕ хыпарсем. 24 процентне ăс-хакăлпа вăйă-конкурс программисем йышăнаççĕ.

«Паянхи кун Чăваш Ен историне çырăнать. «Мир» радио пирĕн патăмăрта Шупашкар 550 çул тултарас, Чăваш Автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май ĕçлесе кайни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Эпир уявсене федераци шайĕнче ирттерĕпĕр, «Мир» радио кун пирки итлекенсене пĕлтерсех тăрĕ. Информаци илме тĕрлĕ çăлкуç пурри яланах лайăх вăл. Ахальтен мар: «Кам йăлтах пĕлет, вăл тĕнчене тытса тăрать», - теççĕ», - шухăшне палăртрĕ Михаил Васильевич.

«Мир» телерадиокомпанин председателĕ Радик Батыршин пĕлтернĕ тăрăх, асăннă радиона 19 çĕршывра 45 миллиона яхăн çын итлесе киленет. «Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта та ăна кăмăлласа итлекенсен йышĕ пысăк пуласса шанатăп. Çакă Шупашкар хăйĕн çуралнă кунне 550-мĕш хут уявлама хатĕрленнĕ чухне пулни уйрăмах савăнтарать. Радио кăларăмсен тематики çав тери пуян», - палăртрĕ Радик Ирикович.

Радик Батыршин пĕлтернĕ тăрăх, «Мир» радиона Шупашкарсемпе Çĕнĕ Шупашкарсем кăна мар Çĕрпÿсем те, çак виçĕ хула хушшинчи ялсенче пурăнакансем те тытма пултарĕç. Çапла вара ăна 700 пине яхăн çын итлĕ. «Радиора чăвашла кăларăмсем пулĕç-и, чăваш юррисем янăрĕç-ши? Пирĕн халăх вĕсене итлеме шутсăр юратать», - интересленчĕç журналистсем. «Юратаççĕ тĕк апла пулатех!» — пулчĕ хурав.

 

Рубрика: 
Теги: