Комментари хушас

31 Кăрлач, 2019

Туса илнĕ продукцие çăмăллăн сутма пулăшĕ

Республикăра ял хуçалăх таварне туса илекенсене хăйсен продукцине вырнаçтарма пулăшас тĕллевпе «НАШСЕЛЬХОЗ» электронлă площадка йĕркеленĕ.

Фермерсем, ытти йышши хуçалăхсем хăйсем çитĕнтернĕ тыр-пула, пахча çимĕçе, пăхса ÿстернĕ выльăха, унран илекен сĕте, аш-какая тата ыттине «перекупщиксемпе» çыхланмасăрах — çак площадка урлă — вырнаçтарма пултараççĕ. Продукцие ăçта хумалла-ши тесе те, посредниксене пула вăл йÿнĕ хакпа кайрĕ тесе те пăшăрханмалла мар. Туянакансем, çав шутра, паллах, патшалăх учрежденийĕсем те, çак площадка урлă чăваш çĕрĕ çинче туса илнĕ таса та пахалăхлă продукцие илме пултараççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура республикăри апат-çимĕçĕн электронлă площадкин ĕçне вăйлатма сĕнчĕ, вăл вырăнти ял хуçалăх таварне туса илекенсене посредниксемпе, улшуçсемпе çыхланмасăрах рынока тухассине çăмăллатассине палăртрĕ. Çакна шута илсе «НАШСЕЛЬХОЗ» площадкăн операторĕ — Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ — ЧР Ял хуçалăх министерствипе пĕрле паян тирпейлекен промышленноç тата апат-çимĕç предприятийĕсен специалисчĕсем валли вĕренÿ семинарĕ ирттерчĕ. Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Александр Богданов асăннă площадкăра 220 фермер регистрациленнине, вĕсем 257 тĕрлĕ информаци вырнаçтарнине пĕлтерчĕ. Вăл фермерсене унта регистрациленме пулăшакан ятарлă специалистсем кашни район администрацийĕнчех пуррине палăртрĕ. Çак специалистсене ку енĕпе ĕçлеме ятарласа вĕрентнĕ.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: