Комментари хушас

31 Кăрлач, 2019

«Уншăн эпĕ япăх çын пулса юлтăм»

Хĕрсем пурте лайăх, анчах япăх арăмсем ăçтан тупăнни Муркаш районĕнчи Юнкăпуçри Владимир Селюшкина та шухăшлаттарать, мĕншĕн тесен вăл хăй те çавăн пек лару-тăрăва лексе курнă. Çырăнмасăр пурăннă арăмĕ халĕ тĕрмере ларать, 33-ри Владимир ывăлне пĕчченех ÿстерет.

Ача йăтса — ĕçе

2010 çулсенче Владимир Шупашкарта ĕçленĕ, общежитире пÿлĕм тара тытнă. Кунта вăл пĕчĕк ачаллă хĕрарăмпа паллашнă. Надя хăй ун патне килкелесе çÿреме тытăннă. Япшар чĕлхеллĕскере каччă часах килĕштернĕ. Хĕрхеннĕ те пулĕ. Надя упăшки кÿрентерни, унтан уйрăлни çинчен чунне уçса каласа панă. Пирус туртнишĕн хĕрарăма Вова тиркемен. Ун пеккисемпе унччен те çÿрекеленĕ те. Надя çав общежитире çуралса ÿснĕ. Амăшĕпе, кайран ачин ашшĕпе пурăннă. Вова çамрăк хĕрарăма çур çулти пепкипе пĕрле хăйĕн патне пурăнма куçарнă. Ун чухне веçех лайăх пулнă вĕсен. Арçын ĕçе кайнă, Надя пепкипе килте ларнă. Упăшки таврăннă çĕре пÿлĕмре тасатнă, апат пĕçернĕ...
Кĕçех унăн çие юлнă. Владимир каланă тăрăх, шухăшламасăр тунă ĕç мар ку, арçынна хăйĕн тĕпренчĕкĕ кирлĕ пулнă. «Хырăмпа чухне арăм ĕçкелеме пуçларĕ. «Общагăра» пĕрле ÿснĕ юлташ сахал марччĕ унăн. Ÿсĕрскере пĕрре мар калаттăм: «Ача катăк çуралчĕ тĕк сана çапса пăрахатăп, хама хупасса пăхса тăмăп». Вăрçăнмасăр пурăнман. Çуратма патне çитрĕ — вăл çаплах ĕçрĕ. Телее, ывăлăм тĕрĕс-тĕкел çуралчĕ, — аса илчĕ Владимир Селюшкин. — Кайран пĕчĕк ачапа чухне те ĕçме чарăнмарĕ. Эпĕ хуралçăра тăрăшаттăм. Ывăлăма ĕçе пĕрле илсе каяттăм. Ÿсĕр çынпа епле пăрахса хăварас? Амăшне шанма çукчĕ».
Надя юлташĕсенчен хăпсан йĕркеленсе кайĕ-и тесе Вова çемйине — Надьăна икĕ ачипе — яла, Юнкăпуçне, пурăнма илсе кайнă. «Анне вилнĕ хыççăн атте вăйлăрах ĕçме тытăнчĕ. Тăван килте тата аппа Оксана, иккĕмĕш ушкăн инваличĕ, пурăнатчĕ. Анчах пăтăрмахсем пуçланчĕç кăна. Надя ачана пăрахса хăваратчĕ те хăй кая-кая çухалатчĕ. Эпĕ хулара ĕçлерĕм, «общагăрах» пурăнтăм. Канмалли кунсенче яла васкаттăм. Тăватă кун ĕçленĕ, иккĕ каннă. Ир-ирех пĕрремĕш рейспа тухаттăм. Арăма çавах килĕшместчĕ. «Эсĕ хулара савăнса пурăнатăн, мана яла персе чикрĕн!» — тетчĕ. Часах хулана вĕçтерсе çитетчĕ. Хампа пĕрле яла каялла илсе килеттĕм кăна, пĕр смена йĕркеллĕ ĕçлесе пĕтерейместĕм, ман хыççăнах ачана çĕклесе пыратчĕ. Пÿлĕме хуçисене тавăрса патăм. Ку хĕрарăмпа йĕркеллĕ пурăнса пĕтерес çуккине ăнлантăм. Мана шыраса ан туптăр тесе хам ăçта выртса тăнине каламарăм. Тăвансем Мускава ĕçлеме кайнăччĕ те вĕсен хваттерĕнче пурăнкаларăм пĕр вăхăт. Ывăл пирки шухăшласа чун вырăнта марччĕ. Кашни çур сехетре Надя патне шăнкăравласа йăпăлтататтăм. Анчах ăçтан тĕрĕслесе çитерес? Килтех тет, çав вăхăтра ют алăк чĕриклетнĕ сасă илтĕнет. Суйма пуçлать те таçта та çитет», — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи.

Пăтăрмахсăр мар

Вовăн аппăшĕ психика енчен хавшак. Вăл хăйшĕн хăй явап тытаймасть. Ашшĕ ăна пăхса пурăннă. «Эрех ĕçсен вăл хăйĕн тивĕçĕ пирки манатчĕ. Аппана хамăн хÿтте илтĕм. Пĕр çĕрлĕ пуçтарăнса тĕпленсе пурăнма шухăшларăм. Ывăлăма та хамăнах пăхмаллине ăнлантăм. Надя та ялтахчĕ, анчах кая-кая çухалатчĕ, кайран тупăнатчĕ. Куç хупса чăтрăм. 2015 çулта тухса кайрĕ те çулталăк ытла килмерĕ. Шăнкăравлатчĕ. Хăй ăçти пирки тĕрлĕрен калатчĕ. Мускавра имĕш. Укçа ярса пама ыйтсан: «Кĕçех килетĕп», — тетчĕ. Кайран вара укçа çукки, унта-кунта салатни пирки калатчĕ. Пĕрремĕш ачине вăл хăйĕнпе пĕрле илсе кайнăччĕ. Хулара пĕрре çапла пепкене пĕччен пăрахса хăварнă. Кÿршисем амăшĕ çуккине сиснĕ те опека органне пĕлтернĕ. Унтан килсе ачана илсе кайнă. Кайран Надьăна суд турĕç, 80 пин тенкĕ вăрланăшăн 2 çул условлă пачĕç. Кунта килсе пу-рăнкаларĕ. Унăн ытлашши тухса çÿреме юраман. Ун чухне ман пата пуç çапса хăех пырса кĕчĕ: «Тархасшăн, пулăш!» — тет. Ачине интернатран кăлармалла. Муркашра судсем пулчĕç, Аслă суда та çитрĕмĕр. Надьăн хутне кĕтĕм. «Хам пăхатăп, пулăшатăп. Ачасен амăшĕ халь ĕçмест, чиперех пурăнатпăр», — тесе шантартăм, уншăн яваплăха хам çине илтĕм. Ăна амăшĕн правинчен хăтарас патнех çитнĕччĕ. Опека органĕ Надьăн пурăнмалли условисем тивĕçтерменнине палăртрĕ. Ача аталанас енĕпе юлса пыни те курăнчĕ. Эп мар тăк ăна ним мар амăшĕн правинчен хăтаратчĕç. Хама мухтассишĕн каламастăп. Хăйне те çаплах каларăм: ачу хаклă пулсан санăн мана ĕмĕр тав туса пурăнмалла. Анчах вăл тÿрĕ çул çине тăмарĕ», — чунне уçрĕ Владимир.
Ачана интернатран илсе тухнă хыççăн çемье ялта пурăннă. Надя райпо лавккине сутуçа вырнаçнă. Судпа айăпланнăскере пуçлăхсем шанман пулин те юлташĕсем хута кĕнĕрен ĕçлеме ирĕк панă. «Çур çул ытларах тăрăшрĕ. Ĕçрен пăтăрмахсăр тухса каймарĕ. Пĕлтĕр çуркунне пулчĕ ку. Кассăра 6 пин тенкĕ тухман. Вĕсем укçана хăйсем илсе çÿретчĕç. Надя смена хыççăн тепĕр сутуçа укçана алăран панă. Лешĕ укçине шутласа илмен. Килсе кĕчĕ, ÿсĕртерехчĕ. Заведующипе пĕрле сăра ĕçнине пĕлтерчĕ. Кайран вăл шăнкăравларĕ: 6 пин тенкĕ çитмест. Хут çине пĕр тĕрлĕ çырнă, шутласа пăхсан урăхла тухнă. «Атя, кайса уççи-хуппине туп», — терĕм. Сăмах çине сăмах… Вăл кÿрененçи турĕ те çĕр варринче такси чĕнсе хулана тухса кайрĕ. Аслине пĕрле илсе кайрĕ. Хăйĕн ачипе хуçаланма эпĕ ăна чарман. Ман валли çуратнă-им? Ăна ялти садике те тем чухлех илсе çÿрерĕм, укçине те тÿлесе тăтăм. Ачи мана «атте» тетчĕ, эпĕ нихăшне те уйăрман. Пĕччен пурне те епле «туртса» çитерес? 4 кунран тупăнса килчĕ. Укçине ăнах тÿлеттермелле турĕç. Шалăвĕнчен, отпуск укçинчен тытса юлчĕç. Тепĕр çуррине, 3 пин тенке, эпĕ тÿлерĕм. Надьăна яланах пулăшнă, ăна темле пăтăрмахран та туртса кăларнă, вăл йĕркене кĕрессе, йĕркеллĕ пурăнса каясса шаннă. Ăнăçсăр амăшĕ пек шутра тăнăран районти опека органĕсем тăтăшах килетчĕç. Вĕсем асăрхаттарса каланине те хăлхана чикмерĕ, никамран та, нимрен те хăрамарĕ».

Çемьепе тĕпленсе пурăнас тесе

Пулăç пулăçа аякранах курать теççĕ. Юнкăпуçĕнче Надя хăйĕн валли туссем тупнă. Вова вĕсем патне питех çÿремен. Вăл арăмне тÿрех каланă: ан çыхлан, шыраса тупатăн хăв валли. «Вĕсем ĕçкелеме юрататчĕç, ку та ман çавсем патне сăмсине чикме пуçларĕ. Е ун патне шăнкăравлаççĕ, калаçмалли пур имĕш, е пулăшмалла... Пырса чĕнсех каятчĕç. Эпĕ каланă пекех пулчĕ. Хамăр ялтах пĕрисен хуçалăхне çаратнă. Телевизор, приемник, стабилизатор… илсе тухнă. Пĕлместĕп, Надя те хăй тытнă, те юлташĕсем. Япалисене киле илсе пыман».
Надя айăпне хăйĕн çине илнĕ. Условлă срокĕ пĕтменскере хупма йышăннă. Аслă ачи Надьăн йăмăкĕ патĕнче хулара пурăнать.
Халĕ Вова ывăлĕпе, сусăр аппăшĕпе кукамăшĕ парнелесе хăварнă çуртра тĕпленнĕ. Кукамăшĕ мăнукĕ çураличчен кăшт пурăнса çитеймен, 2012 çулта вилнĕ. Ăна шалкăм çапнăран кÿмепе çÿренĕ. Çут тĕнчепе сыв пуллашиччен çулталăк маларах, хĕрне, Вовăн амăшне, пытарнă. Пÿрт пĕр вăхăт пушă ларнă. Унпа дача евĕр усă курнă, Вова çемйипе çулла килсе пурăнкаланă. Кукамăшĕн килне газ, шыв кĕртнĕ. Оксанăна опекăна илнĕ хыççăн, 2014 çулта, Владимир кунта пуçĕпех тĕпленме шухăшланă. Уйрăм хуçалăх тытса пурăнни лайăх тесе шухăшланă. Ун чухне Надя та пĕрлех пулнă. Ачи-пăчипе, арăмĕпе, аппăшĕпе пурăнас тесе çурта пĕчĕккĕн юсама пуçланă. Тултан кирпĕчпе купаланă, шалтан вагонкăпа çапнă, урай улăштарнă, кăмака сÿтсе пÿлĕмсем тунă. Анчах кил-çурта хĕрарăм ăшшипе тултарма май килмен. Малалла вулас...

 www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.