Комментари хушас

28 Кăрлач, 2019

«Кĕнекесене юратса парнелĕр» акци иртет

Шупашкарта кăрлачăн 24-мĕшĕнчен тытăнса нарăсăн 14-мĕшĕччен «Кĕнекесене юратса парнелĕр» /«Дарите книги с любовью»/ акци иртет.

Килĕрте çÿлĕк çинче классиксен тата хальхи вăхăтри авторсен кĕнекисем, сирĕн ачăрсем нумай çул каялла вуланă ача-пăча кăларăмĕсем выртаççĕ-и? Вĕсене Шупашкарти библиотекăсене парнелеме пултаратăр. Кĕнекесене йышăнакан вулавăшсен адресĕсемпе тата вĕсемпе çыхăнмалли телефон номерĕсемпе mayak.cheb.ru сайтра паллашма пулать. Библиотека ĕçченĕсем кашни кăларăма хаваспах йышăнĕç.

Нарăсăн 14-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелекенсен кунĕнче, Владимир Маяковский ячĕллĕ хулари тĕп библиотекăра савăнăçлă лару-тăрура кĕнеке юратакансене тата ырă ĕç тума васкакансене чыслĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: