Комментари хушас

25 Кăрлач, 2019

Ленинград хÿтĕлевçисен паттăрлăхне халалланă курав уçăлчĕ

Кăрлачăн 27-мĕшĕнче Ленинград блокадине сирнĕренпе 75 çул çитет. Нева çинчи хула 900 кун сивве, выçлăха пăхмасăр тăшмана хирĕç тăма вăй-хал çитернĕ. Паян тĕп хулари Çар Мухтавĕн музейĕнче Ленинград хÿтĕлевçисен паттăрлăхне халалланă курав уçăлчĕ.

Блокадăри хула пурнăçĕпе, йывăр шăпаллă çынсен кун-çулĕпе паллаштаракан экспозицие Мускаври 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕп музейĕнчен илсе килнĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн çамрăк хастарĕсем музейре "Блокадăри Ленинград" информаци стенчĕ хатĕрленĕ. Вăл тăшман çавăрса илнĕ хулари хваттер ăш-чиккине сăнлать. Пÿлĕм варринче сĕтел... Сĕтел çинче 250 грамм çăкăр... Çĕр-çĕр çын пурнăçне çăлса хăварнă çав татăк... Чуна пырса тивекен ÿкерчĕк... Блокада нуши-тертне чăтса ирттернĕ çынсен сăмахĕсем çак ÿкерчĕкпе пĕрлешсе чун-чĕрене пушшех те хумхантарчĕç...

СĂМАХ МАЙ

Ленинград 1941 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче блокадăна лекнĕ. 1944 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче хулана ирĕке кăларнă. Пĕрремĕш эвакуаци хыççăн Ленинградра 2 миллион та 500 пин ытла çын, çак шутра 400 пине яхăн ача, тăрса юлнă.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.