Мультфильм сăнарĕсене тĕрме çыннисем ăсталаççĕ
Килен-каяна Çĕрпÿре мĕн интереслентерет?
Чăваш Енре курмалли, хăнасене кăтартмалли сахал мар. Хăйне евĕрлĕ сăн-сăпатне упраса хăварнă авалхи хуласем, илĕртÿллĕ вырăнсемпе лапамсем, пуян музейсемпе çут çанталăк палăкĕсем пур. Вулакансене пирĕн республикăри паллă вырăнсемпе, вăрăм кун-çуллă хула-ялпа паллаштарас, вĕсен вăрттăнлăхĕсене уçас тĕллевпе çĕнĕ рубрика пуçарас терĕмĕр. Пирĕн çул çÿрев Çĕрпÿ хулинчен пуçланчĕ.
Толмачев çурчĕ
Хулари чи илемлĕ çуртсенче пĕри. 18-мĕш ĕмĕрĕн варринче тунăскер хăйĕн ĕлĕкхи сăн-сăпатне çухатман. Толмачев купса пурăннă çуртра паянхи кун районти историпе тавра пĕлÿ музейĕ хÿтлĕх тупнă. Унăн ертÿçи Елена Федорова пĕлтернĕ тăрăх — 1967 çулта уçăлнă музейре 1747 экспонат упранать.
Аваллăх управçи икĕ хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă. Шел те, вырăн çуккипе хăш-пĕр экспоната фойери картлашка çинех лартма тивнĕ. Иккĕмĕш хута юсаса çĕнетсен пур экспонат валли те вырăн тупăнĕ ахăртнех. Елена Станиславовна каланă тăрăх — музее çÿрекен çын нумаях мар. «Шкул ачисем килкелеççĕ. Хам тухса çÿреме тăрăшатăп, шкулсемпе садиксене çитсе килетĕп. Вĕсене авалхи япаласемпе паллаштаратăп, хула кун-çулĕ çинчен каласа кăтартатăп», — терĕ хĕрарăм.
Елена Федорова музейре 2008 çултанпа ĕçлет. Вăл — Çĕрпÿре экскурси йĕркелекен пĕртен-пĕр çын. «Экскурси яланах пĕр маршрутпа иртет. Хулапа паллаштарма çул кукринче 30 çул каялла лартнă стела патĕнчен /ăна Çĕрпÿ йĕркеленнĕренпе 400 çул çитнине халалланă/ пуçлатпăр. Туристсемпе пĕрле Александр паркĕ витĕр тухатпăр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи эвакогоспиталь /халĕ — поликлиника/, тĕрме /ун картишĕнче те авалхи çурт пур/, Курбатов купса çурчĕ, авалхи колокольня патне çитсе куратпăр», — терĕ Елена Станиславовна. Эпĕ те çак маршрутпа утса тухрăм.
Çĕрпÿсем Шупашкарти турфирмăсемпе çыхăну тытаççĕ. Вĕсемех унта туристсене илсе килеççĕ. Хăнасем çавăн пекех Виççĕмĕш Вăрманкас çывăхĕнчи сăваплă çăл куç патне /халăхра ăна Святой Илларион çăлĕ теççĕ/ кайса кураççĕ. Çавна май унти вырăна хăтлăлатнă: çынсене çÿреме, шыв ăсма майсем туса панă.
Скульптурăсем
Тимĕре шăратса тунă илемлĕ кÿлепесене пур хулара та кураймăн. Вĕсене Çĕрпĕвĕн тĕп урамĕнче вырнаçтарнă. Ăстисем йĕплĕ пралук леш енче ларакансем иккен. Пĕрремĕш скульптурăсене — «Простоквашино» мультфильмри сăнарсене — 2015 çулта, Литература çулталăкĕнче, лартнă. Тепĕр çулах Иккĕмĕш Кĕтерне кÿлепине вырнаçтарнă. Халăх халапĕ тăрăх — хĕрарăм патша Çĕрпÿре пулнă. Ун чухне пăтăрмах та сиксе тухнă иккен: пĕр ача патшана чулпа пенĕ. Хĕрарăм императора сума суса хулара сад лартнă. Каярахпа вăл Александр паркĕ ят илнĕ.
Хулара çавăн пекех «Йăвасем», юмана евĕрлекен тата ытти скульптура пур. Чи юлашки кÿлепене 2017 çулта лартнă. Вăл — картише тирпейлекенĕн кÿлепи. «Кунта пурăнакансене тата хăнасене хулана тасалăхра тытмаллине аса илтерет», — теççĕ çынсем.
Мăнастир
Ăна 1675 çулта никĕсленĕ. Çĕрпÿ хулине тапăннă Степан Разин эшкерĕсенчен хăтăлнине халалласа лартнă мăнастирĕн кун-çулĕ вăрăм та тумхахлă пулнă. Малтан унта манахсем пурăннă, анчах чиркÿ питĕ юхăннипе вĕсене Чикмери мăнастире куçарнă. 1870 çулта синод йышăнăвĕпе Çĕрпÿри мăнастиртен хĕрарăмсен прихучĕ туса хунă. 1886 çулта унта Турă Амăшĕн Тихвинти турăшĕн чиркĕвне лартнă. Совет саманинче ăна хупнă, унта интернат, госпиталь, училище вырнаçнă. Çĕрпÿри сăваплă вырăн тепĕр хут 1998 çулта чĕрĕлсе тăнă.
Çавал хĕрринче вырнаçнăскер хăйĕн илемĕпе вун-вун çынна тыткăнлать. Мăнастирте ĕçлекен Валентина каланă тăрăх — чиркĕве йышлăн çÿреççĕ. «Уйрăмах çулла нумай. Пĕр автобуспа 20-30 çын ларса килет. Вĕсене паянхи кунччен упранса юлнă Турă Амăшĕн Тихвинти турăшĕ ячĕпе лартнă чиркÿ кăсăклантарать. Темиçе çул каялла кăна çĕнĕрен уçăлнăскерĕн кун-çулĕпе интересленеççĕ. Мăнастирти пурнăç пирки ыйтса пĕлеççĕ. Тĕне ĕненекенсене сĕтел хушшине лартатпăр, хамăр хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйлатпăр», — пĕлтерчĕ хĕрарăм. Мăнастирте 18-19-мĕш ĕмĕрсенче лартнă келейнăй корпусĕнче, игуменья пÿртĕнче тата ытти çуртра паянхи кун та аваллăх сĕмĕ упранать.
Тихвин ярмăркки
Ăна Турă Амăшĕн Тихвинти турăшне сума суса ирттерме тытăннă. Ку уява ĕлĕк-авал çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче паллă тунă. Çав кун Çĕрпÿ мăнастирне çĕр-çĕр çын пынă. Ун чухне ирхи кĕлĕ хыççăн чиркÿ çумĕнче суту-илÿ тăвас йăла сарăлнă.
Çавал хĕрринчи ярмăрккăна Хусан, Етĕрне, Сĕве, Шупашкар, Чĕмпĕр, Чулхула, Улатăр, Чикме тăрăхĕсенчен купсасем килнĕ. Вĕсем пир-авăр, ытти ăпăр-тапăр сутнă, хресченсем кил хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ пахча çимĕçе тата хăйсен аллипе ăсталанă япаласем сĕннĕ. Каярахпа унта пукане театрĕсем спектакльсем кăтартма, цирк ăстисем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарма тытăннă, ачасем валли каруççелсем ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра ярмăрккă ĕçпе юрă уявне çаврăннă. Тĕрлĕ регионтан килекен ал ăстисем хăйсен ĕçĕсене сĕнеççĕ, пултарулăх коллективĕсем юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Ăна утă уйăхĕн пуçламăшĕнче йĕркелеççĕ. Ун чухнех районта Акатуй иртет. Малалла вулас...
Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.