Комментари хушас

24 Кăрлач, 2019

Джеймс Максвелл ячĕллĕ олимпиадăна хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 21, 23-мĕшĕсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче физикăпа Джеймс Максвелл ячĕллĕ олимпиада иртнĕ. Унта республикăри 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем тата 9-11-мĕшсем хутшăннă. Маларах вĕсем районти олимпиадăра çĕнтерÿçĕсем пулнă.

Тупăшури 1-мĕш тапхăрта теорие тĕрĕсленĕ, 2-мĕшне экспериментсене халалланă. Çав кунсенче олимпиада Чăваш Енре çеç мар, çĕршыври пур регионта та çак йĕркепех иртнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: 7-8-мĕш классен хушшинче çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçнĕ Василий Юманов. Вăл Патăрьел районĕнчи 1-мĕш шкулта 7-мĕш класра ăс пухать. Математикăпа, физикăпа пысăк çитĕнÿсем тăвать.

www.hypar.ru

Валентина ФЕДОРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: