Юхрĕ юрă таврана
Муркаш районĕнче пултарулăх ушкăнĕсен «Чечеклен, Муркаш ен!» фестиваль-конкурсĕ вăй илсех пырать. Çак кунсенче Сыпайкассинчи культура çурчĕн сцени çине Ярапайкасси, Шурча, Сыпайкасси ял тăрăхĕсенчи ташă-юрă ушкăнĕсем тухрĕç.
Фойере вара алă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Пухăннисем тĕрлесе илемлетнĕ, çыхнă япаласене, ăсталанă ытти хатĕр-хĕтĕре тĕлĕнсе сăнарĕç.
Фестивале Сыпайкассинчи «Акуча» юрă-ташă ансамблĕ «Савнă Муркашăмăр» юрăпа уçрĕ /авторĕ — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Романов/. Ун хыççăн ташă-юрă ăстисем пĕрин хыççăн тепри сцене çине тухма тытăнчĕç. Ярапайкассисен «Екрем» фольклор ансамблĕ тури чăвашсен йăли-йĕркине кăтартса пачĕ. Шурчасем вара Ф. Павловăн «Судра» камичĕпе савăнтарчĕç. Мероприятие ачасене те явăçтарнă. Вĕсем те илемлĕ ташласа-юрласа тĕлĕнтерчĕç. Куракансем кашни номере тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Районта фестиваль малалла пырать.
www.hypar.ru Cap.ru căн ÿкерчĕкĕсем.
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/hd_4_1.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/hd_21.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/hd_28.jpg)
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/prev.jpg)