Анна аппа
Анна Федотовна Черновăн кун-çулĕ çăмăл пулман. Çичĕ ачаллă çемьере çуралнă вăл. Шел те, виçĕ пĕртăванĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ.
Ашшĕпе амăшĕ, Федот Яковлевичпа Марфа Никитична Черновсем, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, ачисене чунтанах юратнă. Анна 13 çулта чухне тăнăç пурнăç пĕр кĕтмен çĕртен арканнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă.
— Арçынсем нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапăçмашкăн тухса кайма пуçларĕç. Кашни кун тенĕ пекех ялта салтак юрри илтĕнетчĕ. Лашасене вăрăм урапа кÿлсе, салтак юрри юрласа, ал шăлли вĕçтерсе хире тырă вырнă çĕре тухатчĕç вăрçа ăсанакансем. Эпир те, ачасем, аслисемпе пĕрле тырă выраттăмăр, кĕлте çыхаттăмăр.
Аттен те фронта кайма ят тухрĕ. Йĕре-йĕре, чунтан хурланса ăсатрăмăр эпир ăна вăрçă хирне. Хăйĕн те куççулĕ шăпăртатать. Çапах та чунне хытарса аннене пире, ачисене, тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерме хушса хăварчĕ. Атте пилĕпех пурте йывăрлăха çĕнтерсе çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсрĕмĕр. Куçма пичче Чернигов хулинче — офицерта, Ванькка шăллăм ялти колхозра комбайнерта, тимĕрçĕре, трактористра ĕçлерĕ. Марье йăмăкăм фермăра ырми-канми тăрăшрĕ, — аса илÿ çăмхине сÿтрĕ Анна аппа.
Чăн та, пĕрре те çăмăл пулман вăрçă ачисене. Мăян, крахмал, шĕшкĕ кăчки те çиме тивнĕ вĕсен. Çăка çулçă сарсан нимĕр пĕçернĕ.
Ытти çамрăкпа пĕрле Анна Шăмăрша вăрман касма кайнă. 20 çухрăм шала кĕрсе йывăç каснă, туратсене иртсе турттарнă. Икĕ уйăх тертленнĕ çак ĕçре çамрăк хĕрсем: А.Чернова, М.Сорокина, М.Никитина.
Ашшĕ вăрçă хирĕнчен çырусем çырсах тăнă. Пĕр çапăçура йывăр аманса госпитале лекнĕ. Ун хыççăн ăна вăхăтлăха килне янă. Çакă çемьешĕн мĕн тери пысăк савăнăç пулнă. Малалла вулас...
Мария ПЕТРОВА.
Тăвай районĕ, Çĕнĕ Ишпуç ялĕ.