Комментари хушас

22 Кăрлач, 2019

Асамлă кĕпер

2018 çулта «Асамлă кĕпер» ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Кĕнеке çитес вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленĕ.
Пулнă, чăн пулнă. Пĕтĕмпех асра. Курса-туйса ÿсни кăна мар, аслисенчен илтни те. Атте-аннен, тус-юлташăн, кÿршĕ-аршăн сăмах-юмахĕ те чунрах. Çут тĕнчене килнипе сăпкара выртни çеç куç умне тухмасть. Ытти…
Хыçа чылай юлнă туйăмсен тыткăнĕнче эпĕ паян – ачалăх тĕнчинче. Самант хыççăн самант çип çине тирĕне-тирĕне пыракан шăрçан сыпăнать. Нихăçан сÿнмесле йăлтăртатаççĕ çав мерчен пĕрчĕсем: пĕри çывăхрах та çутăрах, тепри инçерех те шупкарах. Хушăран хăш-пĕрин патне кармашсанах çитессĕн туйăнать. Çук çав, аякра вĕсем. Аякра та, çывăх та. Пурне пĕр харăс ыталама тăратăн – хăлаç çитмест. Малтан çутăраххи ытама кĕрет, унтан – тепри, нихăçан шыраса тупаймасла пытаннисем те сахал мар. Тĕлли-паллисĕр сиккелеççĕ вĕсем. Пурне те асамлă кĕпер çутатать: пĕрре çĕкленчĕ те вăл ман çийĕн тек çухалмарĕ…

*   *  *

Кури пичче* çитнине эпĕ сисмен: тĕлĕк курсах çывăрнă. Хăлхана тăрук иккĕн пăшăлтатни пырса кĕчĕ.
– Вăрататпăр вĕт, пÿрте кĕмелле марччĕ, – тет палламан арçын.
– Темех мар, – лăплантарать ăна атте. – Хушăран манран маларах та сиксе тăрать. Питĕ кĕтет сана, темĕн те пĕр ыйтса пĕлесшĕн.
– Мĕн пирки?
– Çеçпĕл пирки, паллах, манран мар, санран, шăллĕнчен, пĕлесшĕн. Сăввисене илсе килсе патăм. Тахăшне пăхмасăр калама та вĕренчĕ пулас.
– Чăнах-и? Вăт маттур. Мана каласа парĕ-ха ĕнтĕ.
– Ÿкерме юратать вăл пирĕн. Çеçпĕл те ăста ÿкернине пĕлсен пушшех хăпартланса кайрĕ. Çăмăл пулмĕ сана: вăл ют çынна хăнăхиччен вăтанать, кайран унран хăпаймăн, ĕнсÿ çинех хăпарса ларĕ. Курăн ак, пулла та пĕрлех çÿрĕ, юлмĕ пирĕнтен.
Кусем пулла кайма хатĕрленнине илтсен тек çывăранçи тума пăрахрăм, сиксе тăтăм.
– Пулла ăçта каясшăн эсир? – ыйтрăм тÿрех.
– Чим, малтан хăнана сывлăх сун. Кил, паллаш, – чĕнчĕ атте. – Кури пиччÿ çитрĕ ак.
Арçынсемпе эпĕ аслисем пекех паллашатăп: хăйсем çапла хăнăхтарнă. Хăна патне пырса ăна алă патăм. Арçын пукан çинчен тăрса манăн алла çирĕп чă-мăртарĕ:
– Ята пĕлетĕн ĕнтĕ. Çывăхрах туслашмалли çеç юлчĕ. Çĕр каçмаллах килтĕм эпĕ, хăваласа ямастăн-и?
Асăрхарăм: Кури пичче аттерен самай аслăрах, çÿллĕрех, мăйăхпа, васкамасăр калаçать.
– Пирĕн пата такам та килсе çÿрет, аслăк çинче вырăн кашнин валлиех пур, – хуравларăм хăна чылайлăха килнишĕн савăнса.
Аттепе Кури пичче ахăлтатса кулса ячĕç.
– Санпа пĕр чĕлхе тупрăмăр та, – пуçран шăлса илчĕ хăна. – Пулла та пĕрле кайăпăр, каçхине иксĕмĕр Мирун куккасем патне çитсе килĕпĕр.
– Кам вăл, Мирун кукка? – ыйтрăм эпĕ.
– Вăл-и? Кронштадт матросĕ. Хăй вилнĕ ĕнтĕ, ывăлĕ пурăнать ун килĕ вырăнĕнче, – ăнлантарма пикенчĕ Кури пичче. – Ман асанне, Лукарие, сирĕн ялтан вĕт. Пирĕн атте, Куçма, ун виççĕмĕш ывăлĕ.
– Çеçпĕл асламăшĕ пирĕн ялтан-и? – пăхса илтĕм атте çине ĕненмесĕр.
– Вăхăт çитсен пĕтĕмпех пĕлĕн. Хальлĕхе пĕчĕкрех-ха, – йăпатма пăхрĕ атте.
– Çу-у-ук, ман халех пĕлес килет, – тивĕçтермерĕ хурав.
Пĕчĕк ача вырăнне хурать мана атте. Шкула та тепĕр çултан çеç, саккăрта, ярасшăн. Çук, пĕчĕк мар эпĕ, шкула та кăçалах каятăп, Çеçпĕл пирки те Кури пиччерен халех пĕтĕмпех ыйтса пĕлетĕп. Малалла вулас...
———————————
* Кури пичче - Гурий Кузьмин, Çеçпĕл Мишши шăллĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.