«Тĕрĕ тĕнчи» курава йыхравлаççĕ
Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Тĕрĕ тĕнчи» курав уçăлĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — чăваш халăх культурипе тата историйĕпе, этника хаклăхĕпе, пултарулăх ăстисемпе, чăваш тĕррин техникипе тата хăйне евĕрлĕхĕпе паллаштарасси.
Куравра паллă чăваш ăстисен — Зинаида Воронова, Евгения Жачева, Екатерина Ефремова, Валентина Минеева, Нина Ермолаева — коллекцийĕсенчи тĕслĕхсемпе паллашма май пулĕ. Этнографи коллекцийĕн пысăк пайĕпе, чăваш наци тĕррин фрагменчĕсемпе, республикăра пурăнакансем те, хăнасем те паллашма пултарĕç. Курава килекенсем кисетсем, панно, карас телефонне валли футлярсем, куçлăх, минтер, салфетка, кавир, наци орнаменчĕллĕ тата символикăлла галстуксем туянма пултарĕç.