Комментари хушас

11 Çĕртме, 2014

ЮМАН - ХĂВАТЛĂ ЙЫВĂÇ

Пирĕн мăн асаттесем юманпа сиплевре анлă усă курнă. Тĕслĕхрен, чирлĕ ачасене вăрмана илсе кайнă та çурмалла çурăлнă çамрăк юман урлă виçĕ хут каçарнă, унтан ăна çиппе çыхнă. Чиртен хăтăлма аптранă çын питне çунă шыва юман айне тăкнă.

Юман чир хыççăн вăйсăрланнă, стресс тÿссе ирттернĕ çынсене аван пулăшать. Юман вăрманĕнче çур сехет уçăлса çÿрени вăй хушать, пуç, чĕре ыратнине ирттерет, юн пусăмне йĕркене кĕртет.

Халăх медицининче хăватлă çак йывăçăн хуппипе, çулçипе, йĕкелĕпе усă кураççĕ. Вĕсенчен хатĕрленĕ препаратсем хытаракан, шыççа хирĕçле, шĕвĕрĕлчене пĕтерекен, лăплантаракан, юн кайнине чаракан витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Дизентерирен. 1 чей кашăкĕ юман хуппине вĕресе сивĕннĕ 2 стакан шыва ямалла, 8 сехетрен сăрăхтармалла, чĕр тавара пăчăртаса шĕвекне юхтармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе пĕр кунра ĕçсе ямалла. Сиплев курсĕ - сываличченех.

Пиçсе кайсан, экзема аптратсан. 1 апат кашăкĕ юман хуппине 1 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 30 минут тытмалла. Илсен 2 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Çĕрлене хирĕç сиенленнĕ ÿт çине çак шĕвекре йĕпетнĕ пир пусма хумалла. Ÿт сываличченех сипленмелле.

Вар-хырăм пăсăлсан. 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ юман йĕкелне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, сивĕниччен лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 1 уйăх.

Асăрханăр: ача кĕтекен хĕрарăмсене, аллергипе, вар хытнипе, геморройпа аптратсан юрамасть.

Вырăнпа выртакан чирлĕ çынсен ÿт шăтсан. 3 пай вĕтетнĕ юман хуппине 7 пай услам çупа хутăштармалла. Ăшă духовкăна 12 сехете лартмалла, унтан сăрăхтармалла, тĕпĕнчине пăчăртаса юхтармалла. Пулнă маçа сиенленнĕ ÿте асăрханса сĕрмелле. Нимĕнпе те витмелле, хупламалла мар! Сиплев курсĕ - лару-тăру лайăхланичченех.

Асăрханăр: уйрăм çынсен аллергии реакцийĕ пулма пултарать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.