Комментари хушас

18 Кăрлач, 2019

«Ялкын» кашни уявра хĕмленсе çунать

«Ялкын» сăмах тутарларан çулăм тесе куçать. Çак ята ахальтен суйламан тутар юррисен ансамблĕ. Чăн та, хăйсем те сцена çинче «çунаççĕ», куракансен чунне те хĕмлентереççĕ. Шупашкарта иртекен кашни уявра курма пулать вĕсене. Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче хÿтлĕх тупнă «Ялкын» кĕрекинче пултăм.

Пултарулăх коллективĕ 2008 çулта Чăваш Енри тутарсен культура центрĕн председателĕ Киям Пахалов пуçарнипе йĕркеленнĕ. 2013 çултанпа ăна Гузель Федорова ертсе пырать. Гузель Шакуровна — Хусан çынни. «Эпĕ ахаль çынсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Манăн атте хими учителĕччĕ, анне апатлану предприятийĕнче ĕçлетчĕ. Çапах пирĕн килте музыка сасси илтĕнетчĕ. Пушă вăхăтра, уяв кĕрекинче халăх юрри-кĕвви янăратчĕ. Аттепе анне юрлама юрататчĕç. Тен, çавăнпах пулĕ эпĕ музыка енне туртăнтăм, юрă ăсталăхне вĕрентĕм», — терĕ ансамбль ертÿçи.
Çамрăк специалиста Шупашкара ĕçлеме янă, кунтах вăл çемье çавăрнă. Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зинаида Козлова патĕнче вĕреннĕ. Гузель Шакуровна «Ялкын» ансамбле ăнсăртран лекнĕ. «Тутар диаспорин каçĕнче юрлама чĕннĕччĕ. Концерт хыççăн ман пата хĕрарăмсем пычĕç те коллектива ертсе пыма сĕнчĕç. Эпĕ нумай шухăшласа тăмарăм — килĕшрĕм», — иртнине аса илчĕ хĕрарăм.
Йышра чăваш та,
пушкăрт та пур
2014 çулта коллектив халăх ансамблĕн ятне тивĕçнĕ. Малтан йышра 20 ытла çын пулнă. Халĕ — 19. Сцена çине ытларах чухне 13-ĕн тухаççĕ. «Ялкын» — нумай нациллĕ коллектив. Унта тутарсем кăна мар, вырăссемпе чăвашсем те, пушкăртсем те пур. Чылайăшĕ — тивĕçлĕ канăва тухнисем. Çамрăксем те çÿреççĕ. Ансамбльăн илемлĕх ертÿçи каланă тăрăх — вĕсем профессионал музыкантсем мар, хăйсем тĕллĕн вĕреннисем, юрлама юратакансем. Тутар юррисемсĕр пуçне вырăс хайлавĕсене шăрантараççĕ. Эстрада юррисем те пур. Чăваш уявĕсенче час-час пулма тивнĕ май репертуара чăваш юррисене те кĕртес тĕллевлĕ.
Гузель Федорова каланă тăрăх — репертуар авалхи юрăсемпе пуянлансах пырать. «100 çул каялла юрланисене тепĕр хут чĕртсе тăрататпăр. Хусана е ытти региона кайсан «пуçтарса» килетĕп. Крешĕнсен фольклорĕ çывăх пулнă май вĕсене те илемлетсе репертуара кĕртетпĕр», — терĕ ертÿçĕ. Ташшисене те хăйсем лартаççĕ. Юрий Лучин купăсçăсăр вĕсем сцена çине тухмаççĕ. Музыка шкулĕнче ĕçлекен арçын пушă вăхăт тупăнсанах культура керменне васкать.
Чăваш Енри тата Шупашкарти тутарсен наципе культура автономийĕсен ертÿçисем Фарит Гибатдиновпа Хайдар Сафиуллин пулăшнипе артистсем валли костюмсем çĕлеттернĕ. Тумĕсем вара йÿнех мар — вĕсене бархатран хатĕрлеççĕ.
«Ялкын» Мари Элта, Кировра, Чулхулара концерт лартать. Хамăр республикăри кăна мар, тĕрлĕ регионта иртекен фестиваль-конкурсра та курма пулать вĕсене. Кашни çул «Чулпан», «Урмай-Залида» фестивальсенче хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Пĕлтĕр Шупашкарта иртнĕ фе-дераци Сабантуйĕн сумлă хăнисем пулнă. Çулталăкра 18 конкурс-фестивале хутшăнаççĕ артистсем. 2017-2018 çулсенче ансамбль «Халăх çăлкуçĕ» наци культурин фестивалĕнче гран-при çĕнсе илнĕ.
Пылак çимĕçпе хавхалантарать
Ансамбль çумĕнче ача-пăча ушкăнĕ те чăмăртаннă. Хальхи вăхăтра 40 ача çÿрет. Иккĕрисем те килеççĕ иккен. Лайăх юрлама вĕренмешкĕн 4 çул кирлине палăртрĕ хĕрарăм. Юрланисĕр пуçне вĕсем «шавлă» музыка инструменчĕсем калаççĕ. Курай ăстисем те пур — ултă ача. Сăмах май, пĕлтĕр вĕсем Хусанта иртнĕ конкурс-фестивальтен парнепе таврăннă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.