Комментари хушас

11 Çĕртме, 2014

ЭФИР ÇĂВĔСЕМПЕ ПУЯН

Кориандр - пурте пĕлекен кинза ÿсен-тăранăн çимĕçĕ. Унăн сиплĕхĕ çинчен пин çул каяллах пĕлнĕ, сывалма, организма çирĕплетме усă курнă.

Кинзăн эфир çăвĕсемпе пуян çак вăрри антисептик, сурана ÿт илме пулăшакан, ыратнине ирттерекен, ват шĕвекĕ кăларакан, апат ирĕлессине лайăхлатакан витĕмпе палăрса тăрать.

Çуршар чей кашăкĕ кориандра, анис, энĕç, фенхель вăррисене тин вĕренĕ 250 миллилитр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10-15 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут 2-шер апат кашăкĕ икĕ эрне ĕçмелле. Шĕвек вар хытсан, хырăмлăхпа пыршăлăхра чикен аптратсан пулăшать, апат ирĕлтерессине, пĕверпе ват хăмпин ĕçне лайăхлатать.

Ревматизм чухне ыратсан кориандр маçĕ витĕмлĕ. Вĕтетнĕ кориандра пĕр виçепе ăшă сысна ăш çăвĕпе хутăштармалла, ăна ыратакан вырăнсене кунне пĕрре сĕрмелле. 1 эрне сипленмелле. Маçа сивĕтмĕшре упрамалла.

Ват шĕвекне кăларма, ыратнине ирттерме çакăн пек шĕвек хатĕрлеме пулать. 1 чей кашăкĕ кориандра 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчинче 15 минут пиçĕхтермелле, илсен 1 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат хăçан çинине пăхмасăр 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Сăмах май, АПШ ăсчахĕсем нумай пулмасть кориандр юнри холестерин шайне чакарма пулăшнине тĕпчесе пĕлнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.