Комментари хушас

16 Кăрлач, 2019

Пĕчĕк ялăн та малашлăхĕ пур

Комсомольски районĕнчи «Родина» фермер хуçалăхĕнче вăй хуракансем çулталăка мĕнле кăмăлпа пуçларĕç-ши? Пирĕн тĕпелте — Анатолий Потемкин ертÿçĕ.

Анатолий Егорович, çĕнĕ çула кĕнĕ май кăмăл-туйăм еплерех?
— Çут çанталăкăн япăх кунĕ çук тенĕ. Çулла типĕ тăнине пăхмасăр пÿлме тырăпа тулчĕ. Гектар пуçне 25 центнер ытла тĕш тырă пуçтарса кĕртрĕмĕр. Унăн пĕр килограмĕ 10 тенкĕрен те иртрĕ. Кĕркунне «сарă ылтăна» типĕтсе тăкакланман, çавăнпа хăй хаклăхĕ чакрĕ, лайăх сутăнчĕ. Пĕлтĕр малтанхи хут рапс акса пăхрăмăр. Вăл аван çитĕнчĕ, лайăх тупăш пачĕ. Кăçал горчица та акасшăн. Юлашки вăхăтра ăна ыйтакан нумай.
Сирĕн техника паркĕнче те лару- тăру палăрмаллах улшăннă.
— Хальхи вăхăтра кредитсăр хаклă техника илме йывăр. Эпир те Раççей ял хуçалăх банкне парăма кĕрсе комбайн, сеялка, трактор, ытти техника туянтăмăр. Хуçалăхăн усă куракан çĕр 1 пин гектар ытла. Çавăнпа ака-сухара хăватлă техникăсăр кансĕр. Малашне хамăр укçа-тенкĕпе аталанма тăрăшмалла. Ку енĕпе малтанхи утăма турăмăр ĕнтĕ: кредитсăр дробилка туянтăмăр. Çулталăка тупăшлă, парăмсăр вĕçлени те пысăк шанăç парать.
Эсир выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи ĕç-хĕле те çĕнĕлле йĕркелеме палăртнă.
— Ферма кивĕ, ĕнесене аппаратпа сăватпăр. Тулли савăтсене сивĕтмĕше алă вĕççĕн йăтмалла. Кун пек камăн ĕçлес килтĕр? Çавăнпа фермăна тĕпрен юсаса çĕнетесшĕн, сĕт сумалли зал тăвасшăн. Оборудование Германирен туянасшăн, килĕшĕвĕ хатĕр ĕнтĕ. Унпа харăсах 12 ĕне сума пулать. Палăртнине хамăр е кредит укçипе пурнăçа кĕртĕпĕр — куç курĕ. Ку каллех сĕт хакĕнчен килет. Фермăри ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелесен ĕнесен йышне ÿстерме май пулĕ, çынсем те ытлашши кирлĕ мар. Халĕ сăваканнисем 60 пуç ытларах.
Фермер хуçалăхне ĕçлеме килекенсем пур-и?
— Вăхăтра шалу тÿлесен, йĕркеллĕ условисем туса парсан ĕçлекенсене тупма пулать. Шел, юлашки çулсенчи тÿнтерле туртăм — вăй питтисем аякка ĕçлеме çÿресси — Çĕнĕ Сĕнтĕрте те сисĕнет. Ялта ватăсемпе ача-пăча, хĕрарăмсем ытларах. Тепĕр йывăрлăх — ялта ĕçкĕ-çикĕ сарăлни. Сиенлĕ йăлапа хуçалăхра та кĕрешетпĕр. Ака-суха умĕн хамăр шутран сипленме яратпăр. Ĕçлеме пултаракан çынсемех йĕркерен тухни пăшăрхантарать.
Хуçалăхра маттур çынсем сахал мар: Надежда Петрова, Татьяна Петрова, Елена Шамбулина, Дмитрий Демьянов, Николай Михайлов выльăх пăхакансем, Анатолий Филиппов, Андрей Баранов, Руслан Сафин, Сергей Тимофеев трактористсем, Светлана Тарасова, Мария Баранова, Татьяна Филиппова уй-хирте вăй хуракансем, Артем Силановпа Евгений Потемкин çамрăк специалистсем, Ольга Челакова тĕп бухгалтер. Вĕсене пурне те тав тăвас килет. Пĕрле, пĕр- пĕрне ăнланса вăй хунăран лав та çăмăлрах шăвать.
Хĕлле ялта ĕç сахалрах. Хуçалăхра вăй хуракансем те вăрăм отпускра-тăр?
— Вĕсене хĕлĕпех ĕç тупса пама тăрăшатпăр: фермăра, арманта... Çур енне ака-сухана хатĕрленме пуçлатпăр. Хĕрÿ тапхăра хатĕрпе пĕрех: вăрлăх çителĕклĕ, йăлтах кондицие ларнă, 80 тонна удобрени туянса хутăмăр. Тракторсем те юсавлă. Пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 145 гектар акнă. Шăнтса юр ÿкиччен шăткаларĕç, çуркунне мĕнле вăй илĕç, калама йывăр. Кĕр, хĕл пуçламăшĕ ăшă тăнине шута илсен калча пĕтмелле мар.
Çĕр ĕçченне мĕн пăшăрхантарать? Ял хуçалăх таварĕ йÿнĕпе сутăнни. Ĕлĕкрех, эпĕ астăвасса, 1 кг çĕр улми, бензин, топливо 6 пус пулнă. Çав хушăрах 1 кг сĕт — 30, тырă 13 пуспа сутăннă. Какай вара 2 тенкĕ ытларахчĕ. Хальхи хаксем аграрисене мар, усламçăсене кăна пуйтараççĕ. Пайтаçăсем ял çынни пек ир-ирех ĕçе васкаççĕ-ши? Эпĕ акă куллен ирхине 4 сехетре тăрса фермăна утатăп. Кирек мĕнле ертÿçĕ ĕçе ыттисенчен кая юлса çитнине ăнланмастăп. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.