Комментари хушас

14 Кăрлач, 2019

Шкул ачисен умĕнче — курсант

Елчĕк районĕнчи Кушкăри вăтам шкулта аслă класра вĕренекенсем паян çак шкултан пĕлтĕр вĕренсе тухнă Петр Шавкинпа тĕл пулнă.

Санкт-Петербургри физкультурăн Çар институтĕнче вĕренекенскерĕн кĕçĕн тусĕсене каласа кăтартмалли пурах. Ачасем те курсант пурнăçĕпе кăсăкланнă, тĕрлĕ ыйту панă. Уйрăмах института вĕренме кĕресси, унти йĕрке интереслентернĕ шкул сакки çинчисене. Курсант пулас профессине тĕплĕ шухăшласа суйланине пытарман. Çар çыннин тивĕçĕ уйрăм професси тесе палăртать вăл. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кашнинех шанмаççĕ вĕт, çак шанăçа тÿрре кăлармалла.

Петр кĕçĕн юлташĕсене лайăх вĕренме, тăван çĕршыва юратма, çирĕп те вăйлă пулма суннă. Каччăсене салтак ретне тăни сумлине аса илтернĕ. Çакă пурнăçра хăйсене тупма пулăшасса каланă. Çав вăхăтрах çар пурнăçĕн йывăрлăхĕсен умĕнче çирĕп пулма кĕлеткене те, шухăш-кăмăла та халех çирĕплетмеллине аса илтернĕ.

www.hypar.ru 

Теги: