Комментари хушас

11 Кăрлач, 2019

Çĕнĕрен çамрăклатать, чуна уçать...

Раççейре, çавăн пекех Чăваш Енре те, Театр çулталăкĕ пуçланчĕ. Республикăри профессионал театрсем пирки «Хыпарта» хальччен сахал мар çырнă. Кăçал вара халăх театрĕсем çинчен вулакансене ытларах каласа кăтартма ятарлă рубрика пуçартăмăр.

Тĕрĕссипе, шăпах унта ĕçлекенсем, вылякансем халăха çывăх-çке. Шăпах вĕсем вырăнти культура пурнăçне йĕркелесе, çĕклесе, аталантарса пыраççĕ. Республикăра халăх театрĕн ятне хальхи вăхăтра 43 коллектив тивĕçнĕ. Паян вулакансене вĕсенчен пĕрин — Вăрмар районĕн культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи халăх театрĕн — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарăпăр.
Халăх театрне юлашки вунă çул Светлана Павлова ертсе пырать.
— Халăх театрĕн паянхи пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк, — калаçăва пуçларĕ Светлана Николаевна. — Ял çыннисен, уйрăмах çамрăксен, ĕçрен пушă вăхăтне, пурнăçне эстетика, илем тĕлĕшĕнчен йĕр-келесси питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен шалти тĕнчине пуянлатасси, пултарулăха аталантарасси пирĕн тĕп тĕллев пулса тăрать. Çакна пирĕн тăрăхри культура ĕçченĕсем лайăх ăнланнă, çавна май çур ĕмĕр каяллах районти культура çурчĕ çумĕнче хăй тĕллĕн ĕçлекен театр йĕркеленĕ. Ăна Альбина Беднякова ертсе пынă. 1967 çулта Тиххăн Петĕрккин «Çĕрлехи çиçĕм» пьеси тăрăх лартнă спектакльпе Вăрмарсем «халăх» ята тивĕçнĕ. Альбина Алексеевна коллективпа ултă çул ĕçленĕ, çак тапхăрта Владимир Ухлин «Юрату сукмакĕ», Николай Терентьевăн «Мăнастир», Александр Кăлканăн «Алим» пьесисене тата ытти ĕçе сцена çине кăларнă. Çак спектакльсенче Галина Петрова, Юрий Максимов, Алевтина Ефимова, Галина Александрова, Петр Соловьев, Станислав Ильин, Владимир Павлов, Ираида Шашкова, Лев Арисов, Николай Салмин, Иван Алексеев тата ыттисем вылянă.
1972 çулта Альбина Алексее в н ă н т и в ĕ ç н е Л е в А р и с о в пурнăçлама пуçланă, унтан тил-хепе Валерий Питеркин, Владислав Ендеров, Валентина Краснова, Ирина Егорова, Анна Баранова, Людмила Павлова, Альбина Дорофеева, Анисса Белова, ыттисен аллинче пулнă. Çак тапхăрта театр искусстви самай вăй илнĕ. Халăх театрĕ чăваш авторĕн ĕçĕсене кăна мар, Антон Чеховăн пьесине те халăх патне çитерме мехел тупнă.
Светлана Павлова умĕн коллектива Анисса Белова ертсе пынă. Анисса Егоровна пирки çакна ка-ламалла: Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕн Ефим Никитинăн ентешĕ 1958 çулта Чăваш академи драма театрĕнче ĕçлеме пуçланă. Вăл «Мăшăр çулхи туйра», «Мĕн-ши вăл телей?» спектакльсенче тĕп рольсене калăпланă. Унăн партнерĕсем Виктор Родионов, Ефим Никитин, Николай Степанов, ыттисем пулнă. Çапла икĕ çул ним сисĕнмесĕр иртнĕ. Пĕррехинче, гастрольтен таврăнсан, ăна театрта амăшĕ кĕтсе илнĕ. «Çитет тĕнче касса çÿресе», — тесе тăван ялне илсе таврăннă. Театр ертÿлĕхĕ Ефим Никитина Арапуçа, ентешне театра каялла таврăнма чĕнсе, темиçе те янă, анчах пикен амăшĕн хĕрне хăйĕнчен уйăрас килмен. Анисса çемье çавăрнă, малалла вĕреннĕ, район хаçатĕнче 30 çул ĕçленĕ, вырăнти радио ĕçне йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах мĕн ачаран амаланнă ĕмĕтне халăх театрĕнче пурнăçа кĕртсе пынă.
Вăрмарта Анисса Беловăпа хăйĕнпе те тĕл пултăмăр. «Ман хыççăн халăх театрĕн режиссерĕнче Светлана Павлова ĕçлеме пуçларĕ, — калаçăва пуçăнчĕ вăл. — Вăл питĕ пултаруллă. Культура тытăмĕнче 20 çул ытла вăй хурать. 2017 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче — Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче — халăх театрĕн 50 çулхи юбилейне Светлана Николаевнăн диплом ĕçĕпе — Нина Семеновăн «Çичĕ чашăк, çичĕ кашăк» спектакль премьерипе — паллă турăмăр. Ачасемпе те ĕçлет вăл. Республикăри фестиваль-конкурссене хутшăнса наградăсене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ. Светлана Николаевна репетицисенче канăçне вуçех çухатать. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Надежда СМИРНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.