Комментари хушас

10 Кăрлач, 2019

Хветуç аппана шыраса

Елен НАРПИ [Елена Чекушкина] çыравçăн «Чечексем çеçке тăксан», «Хĕл лариччен», «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» повеçĕсем, чылай калавĕ вулакана ансат чĕлхипе, çав вăхăтрах тарăн шухăша янипе тыткăнлаççĕ. Унăн пултарулăхĕ шкул программинче те çырăнчĕ. Вĕренекенсем «Тивĕç» калавĕпе паллашаççĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ доценчĕ çак калавпа çынлăх туйăмне ачаранах аталантарма хăнăхтарасшăн пулни куçкĕрет. Епле çуралнă-ши ку хайлав çыравçăн шухăшĕнче? Хуравне Елена Петровнăн ачалăхĕнчи хăш-пĕр саманчĕпе паллашсан пĕлĕпĕр.
1. Хветуç аппа. Елчĕк районĕнчи Вырăскассинче учительсен çемйинче çуралса ÿсрĕм. Аттепе аннене аслă пĕлÿ илсен хамăр районти Кармал шкулне направленипе ĕçлеме янă. Атте Петр Александрович — истори, анне Зинаида Петровна биологи вĕрентнĕ. Яла çÿреме инçе пулнăран вĕсене унта пĕр ватă хĕрарăм патне хваттере янă. Ачалăхри хама астума тытăннă вăхăт Хветуç аппапа çырăнса юлчĕ. Питĕ ăшă кăмăллă хĕрарăмччĕ. Унăн юратăвне паянхи кунччен те манаймастăп. Аннепе атте шкулта чухне унпа ларса юлаттăм. Хветуç аппан ачисем çитĕнсе тĕрлĕ хулара çемье çавăрнă. «Лена, кил- ха, юмах ярса паратăп», — тетчĕ те çумне йăпăр-япăр кĕрсе выртаттăм. Ун патĕнче 5-6 çула çитичченех пурăннине ас тăватăп. Аннепе атте тăван ялта пÿрт купаласан, унтах шкула ĕçе вырнаçсан Хветуç аппа патĕнчен куçса кайни куç умĕнче. Хĕллеччĕ. Мана тăлăппа пĕркентерсе лаша çуни çине лартрĕç. Вырăскассинчен Кармала çуна çулĕ тăсăлатчĕ. Ялти пĕр хура йытă пирĕнпе тахçанччен чупса пычĕ, курăнми пуличченех ăсатрĕ. Хветуç аппа та салху юлчĕ. «Лена, эс кайсан сансăр мĕнле пурăнатăп-ши ĕнтĕ эпĕ? Ÿссе çитсен хулана вĕренме кайăн та пирĕн ял çумĕпе иртсе çÿренĕ чухне мана Шупашкар кулачне илсе кĕрсе çитеретĕн пуль-ха?» — тетчĕ.
Пĕррехинче çулла юлташсемпе калаçса татăлса Кармала кайса курма шухăшларăмăр. Иринăн та, Вальăн та çав ялта тăванĕсем пур. Манăн Хветуç аппана питĕ курас килетчĕ. Атте-аннене систермерĕмĕр. Хирпе 6-7 çухрăм утмалла. Икĕ çул кĕçĕнрех йăмăкăм Людмила пыма килĕшмерĕ. Яла кĕтÿ кĕрес умĕн кăшт маларах атте-анне асăрхиччен Кармала тухса утрăмăр. Хветуç аппа ăçта пурăннине лайăх ас тăватăп. Юлташăмсен тăванĕсем хăвăрт кăна ăна кайса чĕнчĕç. Вăл аллисене саркаланă, мана хирĕç утса килчĕ. Ыталаса илчĕ мана, чуп турĕ, макăрсах ячĕ. Çав каç ун патĕнче çывăртăм.
2. Калав. Хветуç аппа каласа кăтартнине ялан тимлĕ итлеттĕм. Вăхăт иртнĕ май ăна «Тивĕç» калавра сăнарларăм. Хайлаври ĕç-пуç Хветуç аппа йĕри-тавра пулса иртнĕ. Вăл каласа кăтартнă тăрăх, юнашар ялти пĕр арçын ачана уроксем хыççăн вĕренмешкĕн тытса хăварнă. Киле кайма тухнă вăхăтра вăйлă çил-тăман пуçланнă. Арçын ачан çĕлĕкне çил пуçран сÿсе вĕçтерсе кайнă. Вăл ун хыççăн чупсан-чупсан çулран аташнă. Утнă май Кармала çитнĕ. Шăп çав вăхăтра Хветуç аппа анкартине выльăх валли улăм илме тухнă. Аякра çын мĕлкине асăрханă та унта пынă. Аташнă ачана хăй патне илсе килнĕ. Ăшăннă хыççăн килне ăсатнă. Вăл каласа кăтартнине ялан çывăха илеттĕм.
3. Урок. Çывăх çыннăмсем вĕрентекенсем пулнă май шкулта чылайччен тытăнса тăратчĕç. Анне каçхи сменăра та вĕрентетчĕ. Уншăн тунсăхласа çитеттĕм те тĕттĕмленнине пăхмасăрах шкул çумĕнчи юпа çинчи хунар çутине тĕллесе анне патне çитсе тăраттăм. «Мĕн тума килтĕн-ха эсĕ?» — тесе вăл мана класа шăппăн кĕртсе лартатчĕ. 1-мĕш класа кайичченех çапла шкула илентĕм.
Парта хушшине пуçласа ларсан вĕренме юратакан ача пулса тăтăм. Ку веçех учительтен килнĕ пулĕ тесе шухăшлатăп. Зоя Аркадьевна класри кашни ачана хăйĕн тĕпренчĕкĕ пек юрататчĕ. 1-мĕш класранах туслă пулма хăнăхтарчĕ. 4-мĕшне куçсан атте класс ертÿçи пулчĕ. Шкулта «анне» тесе чĕннĕшĕн хаклă çыннăм вĕрентекенсен пÿлĕмĕнчех çирĕп асăрхаттарчĕ: «Шкулта анне çук, Зинаида Петровна темелле». Тÿрех ас туса юлтăм.
Те 6, те 7-мĕш класраччĕ эпĕ ун чухне. Урок тумасăрах çывăрма выртнă пулĕ ĕнтĕ. Çакна анне асăрханă. Тепĕр кунхине эпĕ вĕренменнине пĕлсе урокра доска умне юри кăларчĕ. Класс умĕнче вăрçрĕ, намăслантарчĕ. «Аçуна калăп-ха тата, вăл та санран ыйттăр», — терĕ. Çакă маншăн хăйне евĕрлĕ урок пулчĕ. Анне те, атте те пире, виçĕ хĕрне, хĕрхенсе вĕренмесĕрех лайăх паллă лартса паман.
4. Пÿрт. Асаннепе асатте пирĕнпе пурăнатчĕç. Аннепе атте çĕнĕ пÿрт туса тухсанах киввине пăсманччĕ. Тахăш вăхăтра вăл çухалчĕ. Юлташсем мана çав пÿрте юнашар яла сутса янă тесе ĕнентеретчĕç. Тĕлĕнеттĕм. Пÿрте епле сÿтсе тепĕр вырăна кайса лартма пулать-ха теттĕм. Тавлашаттăм. Вара хĕрачасемпе çав пÿрте кайса курса килтĕмĕр. Чăнах та пурччĕ вăл тепĕр ялта.
5. Слет. Пиллĕкмĕш класра пĕрремĕш хут хаçата заметка ятăм. Шкулта мероприяти иртнине хыпарларăм. Ăна çырма атте сĕнчĕ. Мĕншĕн тесен сочиненисене аван çыраттăм. Манăн пĕчĕк статья пичетленсе тухсан епле хĕпĕртерĕм тата! Почтальон уншăн пĕр тенкĕ гонорар пани те асрах. Хав-халану çуралчĕ — «Пионер сассине» те çырма тытăнтăм. «Хатĕр пул» журналпа та туслашрăм. 1984 çултаччĕ пуль, Шупашкарта Пичет çуртĕнче çамрăк корреспондентсен слечĕ пулчĕ. Çавăнта хутшăнма тивĕçрĕм. Ку маншăн пысăк савăнăç пулчĕ.
6. Юмансем. Пирĕн тавралăх вăрманлă марччĕ. Çавăнпа тыр- пул туса илме майлах мар пулнă вырăна йывăç лартма кайрăмăр. Кунĕпе ĕçлерĕмĕр çавăнта. Хырăм выçнăччĕ. Юман хунавĕ лартрăмăр. Вăл питĕ пĕчĕкчĕ. Хăçан вăрман пулать-ши ку теттĕм. Темиçе çултан пирĕн юмансем ÿснĕ-ши тесе кайса пăхрăмăр, питĕ вăрах вăй илет-çке. Вăхăт чылай иртсен, эпир ÿссен, çав вырăнта чăнах та çамрăк юманлăх кашларĕ. Чуна мĕн тери савăнăç кÿрет хамăр лартнă вăрман.
Кĕркуннесерен шкултан колхоза çĕр улми пуçтарма илсе каятчĕç. Йышпа ĕçлеме килĕшетчĕ. Çуллахи каникулсенче анне выльăх кăшманне çум курăкран тасатма пай илсе паратчĕ. Шăрăх пулсан та çынпа пĕрле тăрмашаттăмăр. Ахаль нихăçан та ларман.
Хĕлле тăвайккинчен ярăнни мĕн чухлĕ вăй панипе танах вĕт. Кăçатăсем пăрлансах ларатчĕç. Алсиш çинче шăрçа пек шерепеленсе хытатчĕ юр. Савăк вăхăтсем час-часах аса килеççĕ.
7. Парне. Шкулпа сыв пуллашма вăхăт çитрĕ. Халь туй пек хатĕрленеççĕ çак куна. Пирĕн вăхăтра ун пек марччĕ. Никам та никамран парне ыйтман. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.