Комментари хушас

10 Çĕртме, 2014

Çĕр ытларах усă кÿтĕр

Правительствăн патшалăх пурлăхĕпе тухăçлă уса курас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртрĕ.

Федерацин патшалăх регистрацийĕн, кадастр, картографи службин республикăри управленийĕн ертÿçин çумĕ Татьяна Васильева вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕртен лаптăксем, вăл шутра пĕрлехи харпăрлăхри пайсем касса кăларас, вĕсен харпăрлăх правине шута илтерес ĕç еплерех пынипе паллаштарчĕ.

Федерацин «Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн 2012 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 2013 çулхи çурла уйăхĕччен республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ, пĕрлехи харпăрлăхлă çĕртен пайсем уйăрса кăларас ыйтупа çынсене пуçтарса пуху ирттермелле, вĕсене виçмелли проект хатĕрлеттермелле, пуху çирĕплетнĕ проектра пăхнă пайсене уйăрса кăларас тĕллевпе кадастр ĕçĕ пурнăçламалла пулнă. Анчах нумай районта çак тĕллев пурнăçланман.

Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре - пайсен 266284 хуçи, пĕрлехи харпăрлăхлă пайсен мĕн пур лаптăкĕ 547526 гектар шутланнă. Вĕсенчен уйăрса кăларса чикĕленĕ лаптăксен пĕтĕм лаптăкĕ - 219719 гектар /пĕрлехи харпăрлăхра тăракан пайсен 40%/. Уйăрса кăларса чикĕлес тĕлĕшпе Елчĕк /67,9%/, Комсомольски /67%/, Патăрьел /55,9%/, Шăмăршă /52%/, Йĕпреç /45,6%/, Пăрачкав /44,6%/ районĕсенче лайăхрах ĕçлеççĕ. Сĕнтĕрвăрри /19,2%/, Хĕрлĕ Чутай /23%/, Вăрмар /23,3%/, Вăрнар /29,5%/, Етĕрне, Çĕмĕрле /30%/, Муркаш /31%/,Çĕрпÿ /33%/, Канаш /36%/, Элĕк /36,3%/ районĕсен кăтартăвĕ япăхрах.

Хуçисем ыйтман 25505 пая /53603 гектар/ муниципалитет йĕркеленĕвĕсен харпăрлăхне куçарнă. Кун пекки Канаш /6250 гектар/, Комсомольски /2890/, Пăрачкав /2304/, Çĕрпÿ /2247/, Елчĕк /2011/, Тăвай /1932/ районĕсенче ытларах, Куславкка /20/, Сĕнтĕрвăрри /26/, Çĕмĕрле /74/, Шупашкар /84/ Элĕк /103/ тăрăхĕнче сахалрах.

Харпăрлăхçăсем çĕрпе усă курас темен пирки 9209 /19476 гектар/ пая муниципалитетсен харпăрлăхне куçарнă. Çакăн пек тĕслĕх Муркашсен /1435 гектар/, Канашсен /1080/, Элĕксен /1042/, Улатăрсен /943/ нумай, Хĕрлĕ Чутайсен /593/, Сĕнтĕрвăррисен /494/ сахалтарах, Пăрачкав /21/, Куславкка /26/, Комсомольски /38/ районĕсенче йышлах мар.

Муниципалитетсем пĕрлехи харпăрлăхри пайсене хăйсен аллине илсен çĕр çаврăнăшне кĕртмелле. Çур çулта вĕсене никам та туянмасан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем уйăрса кăлараççĕ. Хальлĕхе ку ĕç вăрах пырать. Пĕтĕмпе те 210-шне кăна чикĕленĕ. Çав шутран 149-шне федерацин çĕр çаврăнăшĕ çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн хаклашу йĕркелесе сутнă, 270-шне тĕрлĕ çуллăха тара панă.

ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин нумай ачаллă çемьесене çĕр тÿлевсĕр уйăрас, вĕсем валли пурăнмалли вырăн тума палăртнă лаптăксенче инженери инфратытăмĕ тăвас ĕç еплерех пынипе паллаштарчĕ. Иртнĕ уйăхра çак ыйтăва министерство коллегийĕнче те пăхса тухрĕç. Патшалăх комиссийĕн ларăвĕнче унта илсе кăтартнă цифрăсене тепĕр хут тишкерчĕç.

Çу уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне пÿрт лартма, килти хуçалăха аталантарма е дача хăпартма лаптăк тÿлевсĕр илес текенсен черетĕнче нумай ачаллă 9639 çемье тăнă. Вăл шутран 2429-шне /54%/ çĕр панă. Улатăр, Канаш, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче пурин ыйтăвне те тивĕçтернĕ. Çĕмĕрле, Куславкка, Етĕрне районĕсенче черетре тăнисен 80-92% лаптăклă. Çĕнĕ Шупашкарта /7%/, Канаш хулинче /22%/, Çĕмĕрле хулинче /23%/, Элĕк районĕнче /29%/ çĕр уйăрма васкамаççĕ. Кăçал Çĕмĕрлери 36 çемьерен пĕрне, Канашри 217 çемьерен 5-шне, Çĕнĕ Шупашкарти - 419 тата Элĕк районĕнчи 34 çемьерен 8-шне кăна лаптăк уйăрнă. Министр çурт-йĕр лартма меллех мар çĕрте уйăрнине сивлерĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчен лаптăк уйăрас ĕçе вăйлатма ыйтрĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.