Комментари хушас

10 Çĕртме, 2014

Çыравçăпа тĕл пулнă

Питĕрти наци литературисен библиотекинче тĕлĕнмелле тĕл пулу каçĕ иртрĕ. Чăваш çыравçи Дина Гаврилова /Надежда Григоренко/ хăйĕн кĕнекисемпе тата пултарулăхри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Дина чăн пурнăç çинче никĕсленнĕ калавсемпе халапсем çырать. Ăçтан тапса тухать-ха çак пултарулăх çăл куçĕ? Дина Пушкăртстанри чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çырма пуçланă. Хайлавĕсене малтанхи вăхăтра тус-юлташне, тăванĕ-пĕлĕшне çеç вуласа панă. Çулсем иртнĕ май калав йышланнă, кĕнеке кăлармалăх пухăннă. Д.Гаврилова халĕ темиçе кĕнеке авторĕ ĕнтĕ.

Пултарулăх каçне "Парне" ансамбль вĕçлерĕ. Унăн юрри-ташши тĕл пулăва килнисен кăмăлне çĕклерĕ, пĕрле савăнма хистерĕ. Çыравçă пурне те асăнмалăх ыр сунса хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.