Комментари хушас

10 Раштав, 2013

Василий Пушкин: «Чăваш ятне ярас темен»

Асăннă ярăмăн черетлĕ хăни хальхинче - педагогика наукисен кандидачĕ, ЧР Писательсен союзĕн тата РФ Журналистсен союзĕн членĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш тата вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлÿ памалли 7 учебник тата хрестоматисен, 30 вĕренÿпе меслет пособийĕн авторĕ - Василий Пушкин. Хăй вăхăтĕнче кафедра заведующийĕнче, Вĕрентÿ институчĕн проректорĕнче, Ăслăлăхпа методика центрĕн директорĕнче ĕçленĕ вăл.

- Василий Николаевич, калăр-ха, мĕн вăл арçыншăн 60 çул?

- Çамрăк чухне 60 çулти арçын ватă çын пек туйăнатчĕ. Каярах, аслăрах çултисене: «Утмăла çитрĕм те ултă çулти ача ăсĕ кĕчĕ тесе ир тĕнсе ан çÿре»,-тесе саламланине те ас тăватăп. Йывăр ĕçре хуçăлман тăк, пурнăç йĕркеллĕ тĕк, сывлăх пур тăк - 6 теçетке çул арçыншăн нумай мар. «Этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ нумай пурăнмасть»,- теççĕ пулин те хальхи вăхăтра сакăр вуннăран, тăхăр вуннăран иртнисем те йышлăн. Хăвна йĕркеллĕ пăхайсан, çынна нушалантармасан мĕншĕн пурăнмалла мар? Ватăсем пурăнччăр, сывлăш пурне те çитет. Чи кирли - пурнăç интересĕ пултăр.

- Эсир хăй вăхăтĕнче «çăпаталлă» тракторпа ĕçленине, стройкăра пилĕк-çурăм авнине пĕрре те ĕненес килмест.

- Шкулта вĕреннĕ вăхăтра аттепе пĕрле хирте тракторпа ĕçленĕ. Эпĕ тракторист пулăшуçиччĕ. Тепĕр чухне виçшер смена та йĕркеленĕ. Çĕрлехи вăхăтра тÿпенелле мĕн чухлĕ пăхман-ши? Çĕрле урăх мĕн тумалла? Тепĕр чухне пăхаттăм та - атте çăварне вылятса пыратчĕ. «Хурçă ут» шавĕпе лайăх илтĕнместчĕ. «Мĕн тăватăн, атте?» - ыйтаттăм тĕлĕнсе. «Салтак юрри юрлатăп, ачам»,- тетчĕ вăл. Вара эпĕ те аттепе пĕрле юрра яра параттăм. Тата вăл мана çăлтăрсене кăтартса, вĕрентсе пыратчĕ. «Ав, Алтăр çăлтăр, кĕçех вăл куркине пăрать те шывĕ аври тăрăх тăкăнма пуçлать», - йăл! кулатчĕ аттеçĕм. Çăлтăрсем тăрăх миçе сехет çитнине те палăртатчĕ вăл. Кайран шурăм пуç килнине сăнаттăмăр. Çаксем йăлтах туйăма аталантарма пулăшнă. Манăн тете Александр шкул çулĕсенче комбайнер пулăшуçинче ĕçлерĕ, эпĕ вара 10 класс пĕтеричченех аттепе çÿрерĕм. Эпĕ унпа 1971 çулхи юпан 5-мĕшĕччен ĕçлерĕм те 6-мĕшĕнче Шупашкара килтĕм.

- Ял хуçалăх академине вĕренмешкĕн кĕме-и?

- Çапла çав /кулать!/. Эпĕ ача чухне выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататтăм. Атте: «Атя, зоотехника вĕрен», - терĕ. Тете вара манран агроном тăвасшăнччĕ. Пĕлетĕп ĕнтĕ: ку профессисем манăн мар, апла пулин те аслисем каланипе аслă шкул алăкĕн хăлăпне пырса тытрăм... Унта вĕренме кĕреймесен вара питĕ савăнтăм. Шăпа мана стройкăна илсе çитерчĕ. Социализм Ĕçĕн Геройĕ Михаил Степанов ертсе пынипе И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн машфак çуртне çĕкленĕ эпĕ.

- Эсир мĕн пирки ĕмĕтленнĕ вара?

- Çар çынни те, историк те, литератор та пулас килнĕ. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне Раиса Сарпи ЧПУн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсене шкула ертсе килнĕччĕ. Çавăн хыççăн манăн та унта пĕлÿ илес килчĕ. Çав вăхăталла тата Н.Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕ тухнăччĕ. Ăна саспа вулама пирĕн киле 30-шар хĕрарăм пухăнатчĕ. Черетпе, саспа вулатчĕç. Мана та вулама тÿр килнĕ.

Çапла вара эпĕ те ЧПУн чăваш уйрăмне пĕтертĕм. Каярах куçăмсăр майпа истори факультетĕнче пĕлÿ илтĕм. Унсăр пуçне Мускаври Шолохов ячĕллĕ университетран вĕренсе тухрăм. Пур специальноçĕпе те ĕçленĕ. Учебниксем çырнă, шкулта та, аслă шкулта та вăй хунă, истори, культурологи, социологи вĕрентнĕ. Халĕ - Кÿкеçри професси училищин директорĕн çумĕ. Общество пурнăçне хастар хутшăнатăп. Кооператив çуртĕнче пурăнатăп. 25 çул ĕнтĕ - унăн председателĕ. Хуçалăх ыйтăвĕсене тăтăш татса пама тивет.

- Эсир чылай çул студентсемпе ĕçлетĕр. Мĕнлерех пулмалла преподавателĕн?

- Унăн пĕр пеклĕхрен /штампсенчен/ хăтăлмалла. Аудиторипе пĕр чĕлхе тупса «кĕвĕллĕ» ĕçлеме пĕлмелле. Лекцисен яланах интереслĕ пулмалла, материала çĕнĕлле уçса памалла. Телей тени укçара тата унăн хисепĕнче мар. Вĕрентекенĕн çамрăксене пурнăçа юратма, шухăшлама, танлаштарма, тĕллеве тупма пулăшма хăнăхтармалла.

- Çын ĕçпе кăна пурăнмасть. Çемйĕр пирки те пĕлес килет.

- Мăшăрăм Клара Владимировна ЧПУн медицина факультетĕнче ют чĕлхе кафедрин заведующийĕнче нумай çул ĕçлерĕ. Халĕ - ют çĕр-шыв студенчĕсемпе ĕçлекен факультетăн деканĕн çумĕ. Икĕ ывăл - Александрпа Николай - çитĕнтернĕ эпир. Асли - çар çынни. 7 çул каялла мана асатте турĕç. Вăхăта мăнукăмпа Игорьпе ирттерме кăмăллатăп.

- Калăр-ха, сире ача чухне «купăста пуç» тесе витлемен-и?

- Çамрăк чухне пасарта çухатсан пулас мăшăрăм ялан шурă пуç шыраттăмччĕ тетчĕ. Ача чухне вара урама тухма çукчĕ: «Купăста пуç, купăста пуç!» - тесе шăл йĕретчĕç. Мана ку питĕ тарăхтаратчĕ. «Мĕншĕн çынсем пек пулман-ши?» - тесе кулянаттăм.

- Хушамат историне те пĕлесчĕ...

- Хăй вăхăтĕнче Çĕрпÿрен Пушкин хушаматлă çар пуçлăхĕ пулнă. Манăн мăн асатте ун патĕнче хĕсметре тăнă. Каярах вăл çав хушамата çыртарнă-мĕн. Манăн асатте Максим Пушкин шкулта вĕреннĕ чухне сăвăсем çырнă иккен. Вĕрентекенĕ, вырăс çынни, ăна сĕре мухтанă. «Эсĕ сăвăсене чăн-чăн Пушкин пекех хайлатăн»,- тенĕ. Ялта, Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте, манăн тăванăм Александр Сергеевич Пушкин та пурччĕ. Унăн икĕ хĕрччĕ. Хăй пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, ялта Пушкинсем юлмарĕç. Аттепе анне те пурăнмаççĕ ĕнтĕ. Тĕп кил пушă ларать. Çимĕке кайсан кĕрсе тухатăп. Яланах куç шывланать. «Юлашки пĕрене çĕриччен лартăр, ан сутăр»,- тетĕп йăмăкăма. Темле çав...

Сăмах май, манăн ĕç пÿлĕмĕнче яланах - А.С.Пушкин портречĕ. Килте те пур. Унăн мĕн пур произведенине тирпейлĕ упратăп.

- Чăваш Енре Пушкинсем нумайăн-ши?

- Пур вĕсем. Сĕнтĕрвăрри тăрăхне студентсене халăх сăмахлăхне пухма ертсе кайнăччĕ. Суккăр пĕр арçын юрăсем юрласа пачĕ, юмахсем каларĕ. Хушаматне ыйтрăмăр та: «Пушкин», - терĕ. Университета вĕренме кĕнĕ чухне Гена Пушкин пурри пирки каларĕç. Шел, вилчĕ вăл. Етĕрне районĕнчи Иваньковăра «Хисеп хăминче» Пушкин хушаматлă 6 çынна курнăччĕ. Муркаш районĕнчи Москакассинче те, Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăкра та, Çĕрпÿ тăрăхĕнче те Пушкинсем пуррине пĕлетĕп. Пенсие тухсассăн Чăваш Енри Пушкинсен ассоциацине йĕркелетĕп тесе сĕмленетĕп-ха. Çав шухăша пурнăçлатăпах пулĕ тетĕп.

- Пушкин хушамат пурнăçра пулăшнă-и сире?

- Шкулта вĕреннĕ чухне çĕнĕ вĕрентекен килнĕ тĕк - ялан манран урок ыйтатчĕ. Эпĕ ăна хăнăхса çитнĕччĕ. Икĕ эрнене яхăн кашни кун уроксене хатĕрленсе каймаллаччĕ манăн. Кайран вара, ыттисене палласа çитсен, манран питех ыйтмастчĕ. Ывăлăмсене те: «Сирĕн çав хушамата тивĕçлĕ пулмалла», - тесе вĕрентеттĕм. Пушкин хушаматлă пулнăшăн хĕпĕртетĕп эпĕ.

- Паян мĕн пăшăрхантарать сире?

- Чăвашсем пĕр-пĕрне юратманни кăмăла хуçать. Шел те, халĕ Патăрьелпе Елчĕк районĕсенчи ялсенче те чăваш ачисем вырăсла пакăлтатаççĕ кăна. Ĕмĕрĕпе пуçтарăннă чун хăвачĕ чĕлхерен куçать. Ĕмĕрхи код çухаласран питĕ хăратăп. Турă чĕлхе панă тăк халăха - апла пурăнмалла унăн!

- Василий Николаевич, интереслĕ калаçушăн тав. Сире юбилей ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, пысăк çитĕнÿсем сунатпăр.

Роза ВЛАСОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.