Комментари хушас

Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăра 414 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ комплекс хута кайрĕ.

Çĕнĕ технологипе тунă комплексра сĕт сумалли зал, ĕнене пăрулаттармалли уйрăм, каяш управĕ пур. Ĕçе тытăниччен хуçалăх ертÿçисем Раççейри, ют çĕршыври ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Çавна май Германие, Чехие, Голландие те çитме тивнĕ. Малта пыракан паха опыта тĕпе хурса çĕнĕ витере ĕнесен тăмалли-выртмалли вырăнне анлăлатнă. Мĕн пур ĕçе механизациленĕ. Çавна май кунта вăй хуракансен ĕçĕ палăрмаллах çăмăлланнă. Комплексра çутă, таса, ирĕклĕ.
— Ĕнен талăкра 5 сехет çимелле, 14 сехет выртмалла, канмалла. Ăна валли хăтлă, ирĕклĕ вырăн кирлĕ. Выльăхсен пĕр-пĕрне чăрмантармалла мар, — палăртрĕ «Ольдеевская» агрофирмăн директорĕн заместителĕ Евгения Беликова.
Выльăх пуласси пăруран паллă. Сывă та пысăк тухăçлă ĕнене çитĕнтерме çамрăк выльăх рационне те тĕплĕ хатĕрлеççĕ. Сăвăма ÿстерме тутлăхлă апатсем ытларах пама тăрăшаççĕ. Сăваканнисене сенаж, куккурус силосĕ, кăшман нимĕрĕ, витаминсем параççĕ.
Ĕне сĕчĕ чĕлхи çинче тенĕ. Кунти ĕçченсем кăтартусемпе чăннипех мăнаçланма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра ĕне пуçне 9200 кг сĕт сунă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле татах хушăнмалла. Тĕллевсем пысăк, малашне кăтартăва 9500-10000 кг çитерме палăртаççĕ. Икĕ çултан вара вăл 11 пин кг çитмелле.
— Республикăра кун пек нумай сĕт сăвакансем çук-ха. Ыттисен те çакăн патне туртăнмалла, тĕслĕх илмелле, — терĕ çĕнĕ объекта уçма хутшăннă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.
Çĕнĕ комплекс хута кайнă май кĕтÿ та палăрмаллах пысăкланмалла. Майĕпен ĕнесен хисепне 1380 пуçа çитермелле. Комплексра халĕ — хура-шурă ăратлисем.
Агрофирмăра ĕçлеме Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă çамрăк специалистсене чĕнсе илнĕ. Вĕсем пурте — чикĕ леш енче практикăра пулнăскерсем. Халĕ ют çĕршывра пухнă опыта вырăнта пурнăçа кĕртеççĕ.
— Германире çур çул сĕт-çу предприятийĕнче практикăра пулма тÿр килчĕ. Паллах, унта ĕçе урăхларах йĕркеленĕ. Халĕ пирĕн тăрăхра та Европăран юлмаççĕ: сăвăм, рацион тата ытти енĕпе те, — терĕ хуçалăхăн ветеринари врачĕ Ирина Дубова. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.