Комментари хушас

25 Раштав, 2018

Комсомольски районĕнче çĕнĕ клуб уçăлчĕ

Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕнче паян - уяв. Тахçантанпах кĕтнĕ культура çурчĕ уçăлчĕ. Çак ĕçе кăçал кăна пуçăннă, апла пулин те ĕçе çулталăк вĕçĕнче вĕçлеме мехел çитернĕ. 150 вырăнлă кермене çĕклеме 16 миллион ытла тенкĕ кирлĕ пулнă. Нухратăн пысăк пайне - 14,2 миллион тенкĕне - республика бюджетĕнчен уйăрнă.

Ял çыннисен савăнăçне çак кун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов тата Юрий Попов,  Валери Туркай поэт пайларĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: