Комментари хушас

24 Раштав, 2018

Инвестици проекчĕсем 500-е яхăн çынна ĕçпе тивĕçтерĕç

2018 çулта АПКра 7,5 млрд тенкĕлĕх инвестицин 63 проекчĕ пурнăçланать. Çакă 500 яхăн ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ. Проектсем тĕрлĕ енлĕ — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, ÿсен-тăран ÿстерессипе, ял хуçалăх техникине тата оборудованине туянассипе, тыр-пул, пахча-çимĕç, çĕр улми упрамалли хранилищĕсем тăвассипе тата ыттипе çыхăннă.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас енĕпе çыхăннă пысăкрах проектсем çаксем: Вăрнарти аш-какай комбиначĕ /Вăрнар районĕ/ 2 пин пуç пăру усрамалăх вите тума, выльăх апачĕ хатĕрлекен цеха çĕнетме, «Комитерн» СХПК /Хĕрлĕ Чутай районĕ/ 1 пин те 200 пуç ĕне тытмалăх вите тата ĕне сумалли зал, «ЧебоМилк» ООО /Шупашкар районĕ/ 600 пуç ĕне усрамалăх çĕнĕ йышши ферма хăпартма палăртнă.

Ÿсен-тăран ÿстерессипе 13 проект пурнăçа кĕмелле. Чи пысăкки — «Новочебоксарский» теплица комплексĕ. Унăн калăпăшĕ 23,4 гектар танлашмалла. Тыр-пул, пахча çимĕç, çĕр улми упрамалли хранилищĕсем тăвассипе 11 проект пурнăçланмалла. Ял хуçалăх техникине тата оборудование туянассипе çыхăннă 15 инвестици проекчĕ 33 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ. Апат-çимĕç туса илекен тата тирпейлекен промышленноçра производствăна модернизацилес тĕллевпе 10 проект хута каймалла: Шупашкар хула сĕт заводĕнче çĕнĕ производство, «Акконд» АОра çĕнĕ технологи линийĕ, логистика центрĕ хута каймалла тата ытти те.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Рубрика: