Комментари хушас

«Пĕр япалана ăнлантăм: мĕн чуль лайăхрах пулатăн, çавăншăн сана Турă ытларах пулăшать. Начар тусан ытларах ура хурса пырать», — çакăн пек пĕтĕмлетÿ тумашкăн Алена СЕРГЕЕВĂНА пурнăç хистенĕ. Кусем уншăн пĕртте хитрен янăракан ахаль сăмахсем мар, çул-йĕр кăтартса пыракан чăнлăх. Çавăнпа та вăл ытларах ырă кÿме тăрăшать.

— Алена, эпир санпа ентешсем, Шупашкар районĕнчен. Пĕр вăхăт эсĕ те, эпĕ те «Тăван Ен» хаçатра тăрăшнă. Эсĕ чăваш эстрадинче хăвăн куракана тупнишĕн савăнатăп. Кала-ха, мĕн парать сана сцена çине тухни? Санăн урăх профессисем те пур, аллу ылтăн, темĕн те тума пĕлетĕн, йывăр ĕçрен те хăрамастăн…
— Пĕчĕкренех юрласа çитĕнтĕм. Анне, Елчĕк районĕнчи Курнавăш хĕрĕ, музыка училищинче вĕреннĕ. Савнийĕ, манăн атте, вăл професси илессе тăхтаман, ăна вăрласа кĕнĕ. Качча кайнă хыççăн анне вĕренме пăрахнă, 20 çулта ача амăшĕ пулса тăнă. Атте таврари чаплă купăсçă шутланнă. Юрлас пултарулăх мана вĕсенчен куçнă. Шкулта чухне эпĕ хора çÿренĕ, юрламасăр пĕр кун иртмен темелле. Шкул хыççăн эпĕ музыка училищине каятăпах тесе ĕмĕтленсе пурăнтăм. Анчах анне чарчĕ. Пединститута каяс терĕм. Ачасене юратнăран кĕçĕн классен учителĕ пулас килетчĕ, унта музыка енĕпе те вĕрентеççĕ тесе хама йăпатрăм. Анчах кĕресси пулмарĕ. Аннен икĕ пĕртăванĕ çемйисемпе Сыктывкарта пурăнатчĕç. Пĕри музыка пĕлĕвне илнĕ, унăн упăшки — опера юрăçи. Тен, çав хулара вĕренме кĕме май килĕ тесе инçе çулран хăрамасăр самолетпа вĕçрĕм. Çурла уйăхĕччĕ, музучилищĕре те, ытти çĕрте те вĕренме йышăнса пĕтернĕччĕ. Йысна калать: «Ял хуçалăх техникумĕнче кăçал питĕ лайăх специальноç уçăлнă — фермер-арендатор, организатор-технолог. Мĕн тăватăн музыкăпа? Мĕн пур унта? Ав кур: аппусем малосемейкăра пурăнаççĕ, упăшки — артист! Çăкăр çимелĕх укçи çук», — тет. Вăл сĕннĕ техникумах кайрăм. Пĕрремĕш курсра уйрăмах йывăрччĕ. Киле каяс килетчĕ, мĕн тума килтĕм кунта тесе чÿрече ани çине ларса макăраттăм. Пăрахса килес патне çитнĕччĕ, чун выртмасть ку ĕçе. Çулталăка сая ярас-и? Киле кайсан мĕн калас? Шăла çыртса вĕрентĕм.
Тăванусем патĕнчех пурăнтăн-и?
Малтан аннен пĕртăванĕсем патĕнче черетленсе пурăнтăм. Пĕри — тĕрлеттерсе, тепри шăтăкла çыхтарса йăлăхтаратчĕç. Аппа ача çуратсан ăна пăхма пулăшрăм. Кайран общежитире пурăнма тытăнтăм. Техникумра вĕренекенсем валли юрлас енĕпе нимĕнле кружок та çукчĕ, анчах преподавательсем эрнере пĕр-икĕ хутчен юрлама çÿрени пирки пĕлтĕм. Ушкăн ертÿçипе калаçрăм та хам та вĕсемпе репетицие кайма пуçларăм. Коми халăх юррисене юрлаттăмăр. Пĕрле вĕренекен хĕрсем мана ăнланмастчĕç: «Алена, санăн пуçупа йĕркеллех-и?» — тетчĕç. Юрлас килнĕ тĕк, мĕн тăвас-ха?
Водитель правине те çавăнта илтĕм. В, С категорисене, МТЗ, ДТ тракторпа та çÿреме вĕрентнĕ. Хĕрсенчен чылайăшĕ мана ку кирлĕ мар тесе занятие çÿремерĕ. Эпĕ урăхла шухăшланă: тÿлевсĕр вĕрентеççĕ пулсан хирĕçлемелле мар, пурнăçра кирлĕ пулĕ. Халĕ нимшĕн те ÿкĕнместĕп. Трактор рулĕ умне ларман-ха, çăмăл машинăпа вара паянхи кун та çÿретĕп.
Кайран эсĕ вĕренсе тухнă профессие килĕштертĕн пулас, ĕçе вырнаçрăн.
— Виçĕ çултан диплом илтĕм. Ăна сая ярас килмерĕ. Ĕçе биржа урлă вырнаçрăм. Иккасси ял тăрăхĕн администрацине тĕп бухгалтера ячĕç. Пуçлăх патне кĕрсен чи малтанах ыйтрăм: сирĕн клубра ансамбль пур-и? Анатолий Печников ертсе пыракан «Çăлкуç» вокал ансамблĕ пурри пирки пĕлтерсен питĕ савăнтăм. Вара ĕçлеме килĕшрĕм. Пирĕн ялтан Мăналтан ĕçе çÿреме кансĕрччĕ, ирпе пуйăспа каяттăм, каçпа райцентр урлă çаврăнма тиветчĕ. Темиçе уйăхран Иккассинчех пĕр кинемей патне хваттере юлтăм. Шăпам çак ялтах хăварчĕ. Пулас упăшкапа кунтах паллашрăм та çулталăкран качча килтĕм.
«Çăлкуç» ансамбле çÿренĕ чухне те пысăк сцена çинче юрлас ĕмĕт пуçран каймарĕ. «Çавăнта тухсан вилсен те шел мар», — теттĕм. Эх, айван! Тĕрĕс мар каланă. Унта тухнă хыççăн çунат хушăнать, пушшех пурăнас килет! Михаил Семенов патне вокала вĕренме çÿрерĕм. /Вăл маншăн ют çын мар, хăйматлăх аттен Валера Семеновăн пиччĕшĕ пулать./ Ачасем пĕчĕкчĕ, кĕçĕнни — виççĕре. Эпĕ тата ял хуçалăх академине экономист-бухгалтера куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕччĕ. Самаях ăшталанма тиврĕ. 2007 çулта пĕрремĕш хут «Кĕмĕл сасă» конкурса «Санăн хура куçусем» /авторĕ — А.Печников/ юрăпа хутшăнтăм, дипломант пултăм. Тепĕр çулхине Вячеслав Христофоровăн «Юраймарăм-ши» юррипе лауреат пулса тăтăм. Михаил Семенов мана концертсене чĕнме, регион тулашне илсе çÿреме пуçларĕ. Кайран юрă хыççăн юрă çыртартăм. Мана лирика, шухăша яраканни ытларах килĕшет. Халăх çăмăл юрăсем ыйтнине кура ун пеккисене те шăрантаратăп.
Хĕрÿпе те мухтанмалли пур, сцена çинче иксĕре пăхса ытармалла мар.
— Настя Хусанта Атăлçи патшалăх спортпа туризм академийĕнче бюджетлă вырăнта вĕренчĕ, хĕрлĕ диплома тивĕçрĕ. Халĕ çав хуларах хăна çуртĕнче смена пуçлăхĕнче ĕçлет. Çитес çул магистратура пĕтерет. Акăлчанла, французла ирĕклĕ калаçать. Лайăх ĕçленине кура вăл ятарлă сертификата тивĕçнĕ, унпа тÿлевсĕрех хăна çуртĕнче пурăнтараççĕ. Хĕрĕм мана савăнтарас терĕ, хăй ĕçлекен хăна çуртне чĕнчĕ. Ачасем хисепленине туйнăран чунăм савăнать, вĕсен пулăшăвне курма пуçларăм. Шкулта вĕреннĕ чухне Настя артист пуласшăнччĕ, çав енĕпе вĕренме каятăп тесе аптăрататчĕ. Пĕчĕкрен музыка шкулне Кÿкеçе илсе çÿрерĕм ăна. Унпа пĕтĕм конкурса пĕрле каяттăм. Çапах та хальхи профессие суйламашкăн пулăшрăм, артиста ан кай, юрласси хобби евĕр пулсан та çитĕ тесе ÿкĕтлерĕм. Вăл 11-мĕш класс пĕтеричченех ăçта вĕренме каймаллине палăртрăм, Хусана çитрĕм. Ют чĕлхесем пĕлни кирли, туризм аталанни пирки каларăм. Репетитор тытма укçа шеллемерĕм. Историе çине тăрса шĕкĕлчеме сĕнтĕм. «Мана истори кирлĕ мар!» — тесе тавлашрĕ. Хăй «5-пе» вĕренетчĕ, анчах чунтан парăнса мар. «Вĕренмелле, кирлĕ пулать, экзамен тытăн», — тесе çине тăтăм. Лайăх репетитор тупăнчĕ, ача историе килĕштерчĕ, чи юратнă предмет пулса тăчĕ. Халĕ хĕрĕм çул суйлама пулăшнăшăн чунтан тав тăвать, ăна хăйĕн ĕçĕ питĕ килĕшет.
— Эсĕ — салтак амăшĕ. Тăван çĕршыва юрăхлă ывăл çитĕнтертĕн.
— Женьăна утă уйăхĕнче салтака ăсатрăм. Самарта службăра тăрать. Салтак пурнăçĕ ăна улăштарнине сисетĕп. Манпа чунне уçса калаçать, хăш-пĕр япаласем çине урăхла пăхать. Çĕнĕ çулччен ун патне хĕрĕмпе Настьăпа кайса килесшĕн.
Шкул хыççăн ывăла ăçта вырнаçтарасси пирки те нумай шухăшларăм. Çар енĕпе вĕрентес ки-летчĕ. Вăл ачаран трактор-машина юратать, унăн кăмăлне хирĕç каймарăм. 9-мĕш класс хыççăн техникума кĕчĕ. Техникăна куç хупса сÿтсе пуçтарма пултарать. Сварщик, экскаваторщик хушма профессисем те илчĕ. Женя йывăр чирлĕ çуралнине шута илсен вăл салтака кайма юрăхлă пулни — пысăк çитĕнÿ. Йĕркипе каласа парам-ха…
Женьăна çуратма вăхăт çитсе пыратчĕ. Ирпе вăрантăм та шыв кайнă пек туйăнчĕ. Ăнланмарăм, фельдшер патне чупрăм. Вăл васкавлă медпулăшу чĕнме хатĕрленчĕ. Ирхи 5 сехет иртнĕ. «Тăхта-ха, эпĕ ĕне суса кĕтĕве яман, тепĕр сехетрен шăнкăравла-ха», — тесе киле кайрăм. Ирхи ĕçсене вĕçлесен тин больницăна выртма пуçтарăнтăм. Женьăна çуратнă чухне харăсах 11-12 хĕрарăм çăмăллантăмăр. Гинеколог хăй пулман, акушер кăна. Кăвапа пырши ача мăйĕ тавра явăннă, çурăм шăмми аманнă. Мана кун пирки тÿрех каламан. Чипер пулсан ачипе амăшĕсене пĕр эрнеренех киле яратчĕç. Эпĕ те больницăран тухма хатĕрленнĕччĕ, упăшкана каласа хунăччĕ. Анчах тухтăр килчĕ те ачан алли-ури ĕçлеменнине, рефлекссем çуккине, мăйĕ те лĕнчĕр кайнине каларĕ. Инвалид пулать тесен çĕрĕпе çывăраймасăр макăртăм. Упăшка пире илме килнĕччĕ. Чÿречерен каларăм: «Ача чирлĕ, кăлармаççĕ». Палланă тухтăр пулăшнипе «Малюткăна» вырнаçтартăм, условисем районтинчен лайăхрах тесе çине тăтăм, ахальлĕн унта лекеес çукчĕ. Амăшĕсене ачипе вырттармастчĕç, ир килеттĕмĕр те каçхине киле каяттăмăр, ĕмĕртме чĕнессе аялти хутра кĕтеттĕмĕр. Эпĕ вĕрĕлсе, чирлесе кайрăм. Больницăна вырттарасшăнччĕ, ача патне çÿремелле тесе хирĕçлерĕм. Кĕлетке температури хăпарнине пула ача патне кĕме чарчĕç. Пĕрех больницăна кашни кун çÿрерĕм. Упăшка машинăпа лартса килетчĕ. «Кăтартăр-ха пепкеме», — тесе хĕрарăмсене ыйтаттăм. Ача çине пăхса макăрса киле каяттăм. Сывалнă тĕле кăкăр типме тытăнчĕ, сĕте упраса хăварас тесе мĕн кăна ĕçмерĕм-ши? Ачана массаж тунине вăрттăн пăхса тăраттăм. Тухтăр обхода килсен мана курчĕ. «Сергеева, кил кунта. Пăхсам хăвăн ачуна, унăн йăлтах йĕркеллĕ, ан пăшăрхан, — тесе лăплантарчĕ. — Массаж вĕрен, килте кашни кун тумалла пулĕ». Чире парăнтартăмăр, ача лайăх аталанчĕ, 8 уйăхра утма пуçларĕ. «Кирек мĕнле укçа кăларса паратăп, анчах ачана инвалид тумастăп», — терĕм хама. Ывăлăм 5 çула çитрĕ — калаçмасть. Çурăм шăмми аманнипе çыхăннă иккен. Ятарлă садике вырнаçтармалла. Анчах ялти пропискăпа пире илмеççĕ. Тăвансем патне хулана пропискăна тăтăм, комисси тухрăмăр. «Эсир унта пурăнмастăр вĕт?» — тесе халтан яратчĕç, бюрократие пула пайтах куççуль тăкрăм. Пулăшакансем тупăнчĕç, ачана кашни кун хулари садике илсе çÿреме пуçларăм. 2-3 эрнеренех Женя калаçма тытăнчĕ.
Эсĕ 16-ри каччăна кил-çурт шанса хăварса Çурçĕре ĕçлеме тухса кайрăн. Апла, чăннипех те, пурнăç çынни санăн ывăлу.
— Эрех-сăрапа айкашакан, компьютер ăшне путнă каччă мар. «Мĕн ĕçлетĕн?» — шăнкăравласа ыйтсан: «Килте тирпейлетĕп», — тетчĕ вĕçĕм. Пĕрмай гаражраччĕ, трактора миçе хутчен сÿтсе çăмхаламарĕ-ши? Пĕлетĕп, вăл шанчăклă ача. Права 18 çул тултарсанах илчĕ. Килти тракторпа 4-мĕш класран чупма тытăнчĕ. Урампа трактор анатчĕ, руль умĕнче ларакан ачан пуçĕ курăнмастчĕ. Арçын ĕçĕсене пурнăçлама ашшĕнчен вĕренчĕ. Упăшка вилсен ывăлăма каларăм: эсĕ — манăн тĕрек, кил хуçи.
Эсĕ хăв та арçынтан кая мар тăрăшатăн-ха.
— Качча килнĕ хыççăн тепĕр çултанах стройка пуçларăмăр, пĕрмаях хуралтăсене çĕнетнĕ, икĕ хутлă пÿрт лартнă. Упăшка вилсен кивĕ пÿрте пăсса ун вырăнне гараж лартас терĕм. Тăррине сÿтмеллеччĕ. Куккапа шăллăмăн вăхăт çукчĕ, Мускавра ĕçлекенскерсем Троицăна килнĕ, тепĕр кунах тухса каяççĕ. Çак ĕçе вĕçне çитерес килнине никам та пĕлмест пулĕ, чунтан кулянтăм. Пÿртре иккĕмĕш хутри чÿречерен тинкерсе Турра кĕлĕ тума тытăнтăм. «Йывăрлăхра ан хăвар, яланах эсĕ мана пулăшнă…» — кивĕ пÿрт çине пăхса тархасларăм. Çак хушăра аякран çавра çил килни курăнчĕ. Пирĕн паталла çывхарса пычĕ. Кивĕ çурт тăррине çĕклерĕ те урама илсе кайса лăштăр! пăрахрĕ. Сиксе тăтăм та «Мухтав, сана Турăçăм!» тесе сăх сăхма пикентĕм. Çакăн пек тĕлĕнтермĕш хыççăн çÿлти хăватсем пулăшнине епле ĕненмĕн-ха? Тепĕр кунне арçынсем килчĕç те урамра выртакан тăрăна сÿтсе майлаштарчĕç. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Алина ИЗМАН калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.