Комментари хушас

Ĕç укçине вăхăтра пар та — лăпкă çывăр. Анчах канлĕхе килĕштермен ертÿçĕсем те çук мар-ха…

Шел те, ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, республикăра шалу парăмĕсемпе çыхăннă лару-тăру йывăрлансах пырать. Ĕç-хĕле мĕнле майпа лайăх енне улăштарма пулать? Çак ыйту хуравне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕнче шырарĕç. «Çын ĕçлет тĕк — шалăва вăхăтра тата туллин тÿлемелле. Кашнинех çемье пур. Пирĕн тĕп тĕллев — граждансен саккунлă прависене тата интересĕсене хÿтĕлесси», — терĕ Михаил Игнатьев яваплă органсен ĕçченĕсене ĕç укçи парăмне татас енĕпе çине тăрса ĕçлемелли çинчен асăрхаттарса.

Хальхи вăхăтра республикăри 23 организацин 3 пин ытла ĕçчен умĕнчи ĕç укçи парăмĕ 99 миллион тенкĕрен иртнĕ. Çак шутран 13 предприяти тĕлĕшпе панкрутлăх ĕçне пуçарнă. Вĕсен парăмĕ — 82 миллион ытла тенкĕлĕх. Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçи — тĕп патшалăх ĕç инспекторĕ Алексей Метелкин пĕлтернĕ тăрăх — «Чăвашавтотрансăн», Шупашкарти 1-мĕш типографин, Улатăрти «АЗНХ» пĕрлĕхĕн парăмĕсем уйрăмах пысăк, 10 миллион тенкĕрен те иртнĕ. Панкрута тухма хатĕрленекен предприятисенче, конкурс управляющийĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, парăмçăн пурлăхне сутнă хыççăн шалăва тÿлесе татма май килессе шанаççĕ. «Чăвашавтотрансра» вара çитес çур çулта та лару-тăру çăмăлланасси туйăнмасть.

Алексей Метелкин докладĕнче палăртнă тăрăх — шалу парăмне чакарас тĕлĕшпе тĕрлĕ ведомство тачă çыхăнса ĕçлет. Пĕрлехи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕ те çук мар. Акă предприяти-организацире тĕрĕслевсем йĕркеленĕ хыççăн кăçалхи 100 миллиона яхăн тенкĕлĕх парăма чакарма май килнĕ. Граждансене шалу парассине саккунпа килĕшÿллĕн туса пыманнисене явап тыттарнă.

«Сăрă схемăпа» ĕçлекенсене тупса палăртасси те — патшалăх влаç органĕсен умĕнче тăракан çивĕч ыйтусенчен пĕри. Федерацин Налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Марина Петрова налук, ытти тÿлеве бюджета хывассинчен пăрăнакансене юлашки вăхăтра сахал мар тупса палăртнине пĕлтерчĕ. Çакна НДФЛ 9,1 процент е 11 миллиона яхăн тенкĕ ÿсни те çирĕплетет. Апла пулин те çак «нушана» тымарĕпе тăпăлтарма май килмест-ха. Ĕçленĕ вăхăта пĕчĕклетсе кăтартакансем, конвертра шалу паракансем, ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен те сахалрах тÿлекенсем, ĕç килĕшĕвĕсене çирĕплетмен тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. «Хальхи вăхăтра 11,5 пин тенкĕпе ĕçлеме килĕшекен пуррине ĕненме питĕ йывăр. Çакнашкал самантсем уйрăмах сисчĕвлентерме тивĕç», — терĕ Михаил Игнатьев ку енĕпе те çине тăрса ĕçлемеллине палăртса.

Чăнах та, çавнашкал тĕслĕхсем тимлĕхе ÿстерме хистеççĕ. ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов тарнспорт сферинче «сăрă схемăсемпе» ĕçлес туртăмлисене тупса палăртас тĕллевпе час-часах тĕрĕслевсем йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕ. Кăçал, сăмахран, 20 водителе явап тыттарнă. Саккуна пăхăнмасăр ĕçлекенсен кăмăл-туйăмне пусарма пулăшакан мерăсен шутĕнче вăл транспорт хатĕрне туртса илесси те тĕпре пулнине асăнчĕ.

Пенси умĕнхи ÿсĕмри граждансен ĕç прависемпе ирĕкĕсене хĕсĕрлеме юраманни çинчен час-часах асăрхаттарсан та саккуна пăснă тĕслĕхсем çук мар-ха. Чăваш Республикин Патшалăх ĕç инспекцийĕн ертÿçи — тĕп патшалăх ĕç инспекторĕ Алексей Метелкин кăçалхи 11 уйăхра предприяти-организацире 27 тĕрĕслев ирттерни, йĕркене пăснине çирĕплетекен 49 тĕслĕх асăрханине, çавна май должноçри 18 çынна административлă майпа явап тыттарни çинчен пĕлтерчĕ. Пенси умĕнхи ÿсĕмри граждансен ыйтăвĕсене татса парассине çавăн пекех ЧР Ĕçлев министерствинче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сергей Димитриев министр каланă тăрăх — кăçал ведомство 4 пин ытла çынна тĕрлĕ пулăшу панă. Çавăн пекех республикăра граждансен çак ушкăнĕн ыйтăвĕсене йышăнакан «хĕрÿ лини» — 62-90-61 тата 62-01-79 — ĕçлет.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: