Комментари хушас

13 Раштав, 2018

Вăхăта улăштармалла-и е çук-и?

Паян ЧР Общество палатинче "çавра сĕтел" иртрĕ. Унта федерацин "Вăxăта шутласа палăртасси" саккунĕн 5-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси пирки калакан саккун проектне сÿтсе яврĕç.

Чăваш Республики хальхи вăxăтра 2-мĕш сехет зонинче. Пирĕн регионти вăxăт Мускаврипе пĕр килет. Маларах асăннă федераци саккунĕн проектĕнче Чăваш Республикине 3-мĕш сехет зонине куçарма сĕннĕ, эппин, Мускаври вăхăт çумне 1 сехет хушăнмалла. Сехет йĕпписене куçармалла-и е çук-и? Çакă регионти халăхăн пурнăçне мĕнле витĕм кÿрĕ? Кун пирки хăйсен шухăшĕсене Общество палатин членĕсем, ЧР Этем тата Предпринимательсен прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйсем Надежда Прокопьева тата Александр Рыбаков, министерствăсен представителĕсем пĕлтерчĕç. Пĕрисем вăхăта халĕ мĕнле пур - çаплипех хăвармалла терĕç. Теприсем сехете куçармалла, çапла тумашкăн ял çыннисем питĕ ыйтаççĕ терĕç. Палата председателĕ Алексей Судленков пурин шухăшне те протокола кĕртессине палăртрĕ.

www.hypar.ru