Комментари хушас

6 Çĕртме, 2014

Нарт-нарт кăвакал...

Тĕкленнĕ кăвакал чĕпписем туянтăм, анчах икĕ эрнерен вĕсем утайми пулчĕç. Мĕн пулчĕ-ши вĕсене?

Сергей Никонов. Канаш.

Кăвакалсене эсир шăпах ÿсме, урисем çирĕпленме пуçланă тапхăрта туяннă. Пахча çимĕçне ытларах çитĕрме пуçлани кальци тăварне кăларма пулăшнă курăнать. Организм вара ăна шăмăпа сыпăсенчен илнĕ. Рацион улшăннипех вар витти пуçланнă. Кун пек чухне паллах В ушкăнри витамин организма лекмен е лексен те ирĕлеймен. Мĕн тумалла? Апата çăратакан япаласем хушмалла. Калăпăр, чей заварки ?типĕлле%. Рациона минералпа микроэлементсем, В ушкăнри витаминсем хушмалла. Вĕсем Солнышко, Чиктоник йышши хушма апатра пур. Унашкаллине тупаймасан шăмă çăнăхĕ, выльăх юнĕ, ливер пама тăрăшмалла: пăсăлманнине, лайăх вĕтетнине. Урисем тĕрекленнĕ вăхăтра виçĕ кунта пĕр хут кăштахшар хушса памалла. Сипленĕ вăхăтра вара тĕп апат çумне кашни кун хушмалла.

Надежда Варич, ветеринар.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.