Шкул çулĕсем манăçмаççĕ
Вăхăт чылай иртнĕ пулин те пире шкулта ăс-тăн панă вĕрентекенсем пĕрин хыççăн тепри куç умне паян та тухаççĕ. Сăн ÿкерчĕксене алла тытсан вара ачалăха чунпа çĕнĕрен таврăнатăн...
1-мĕш ретре ларакансенчен сулахайра - Çĕньял Пукаш шкулĕн ертÿçи Федор Филиппович Артемьев. Ун çумĕнче - географи вĕрентÿçи Нина Андреевна Макарова. Вăл пире физикăпа, математикăпа пĕлÿ панă. Тăхăр вуннăран иртнĕ юратнă вĕрентекенĕмĕр пурăнать-ха.
Нина Ивановна çумне Урхас Кушкă ялĕнче çуралса ÿссе Услă Пукаша качча тухнă Раиса Ермолаевна Скворцова вырнаçнă. Тавах турра, вăл та паян ырă-сывах. Пире физикăпа математика вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшатчĕ. Олег Аркадьевич Макаров, çав ретрех лараканскер, шел, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ...
Сăн ÿкерчĕкри шкул ачисем - Çĕньял Пукаш тулли мар вăтам шкулĕнче тĕрлĕ класра вĕренекенсем. 1974 çулта çу уйăхĕнче ÿкернĕ фото ку. Халĕ, 40 çул иртнĕ хыççăн, çак ентешĕмсем ăçта-ши, вĕсен шăпи мĕнлерех-ши? Тен, вулакансем хăш-пĕрне палласа илĕç те хаçата çырса пĕлтерĕç?
Сăмах май, Çĕньял Пукаш шкулĕ 1909 çулта уçăлнă. Ăна çĕнетессишĕн Федор Артемьев ертÿçĕ чылай тăрăшнă. Шкул ачисем те хăйсен тÿпине сахал мар хывнă: хушма çуртсен никĕсĕ валли Энĕш хĕрринче вак чул пухса хатĕрленĕ. Шкулти техслужащисем те отпуск-мĕне пăхмасăрах иртен пуçласа каçчен шкула çĕнетме хутшăннă. Çĕньял, Услă, Вăта Пукашсенчи, Караньялĕнчи ашшĕ-амăшĕ те шкул пурнăçĕнчен пăрăнман.
Анатолий АНИШОВ.
Сĕнтĕрвăрри районĕ