Комментари хушас

6 Раштав, 2018

Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă çулталăка пĕтĕмлетнĕ

Паян Шупашкарти Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă çулталăка пĕтĕмлетрĕç. Палăртма кăмăллă, сумлă мероприяти Иван Яковлев пурнăçĕ çинчен каласа кăтартакан фильмран пуçланчĕ. Ăна хатĕрлеме «Чăвашкино» студи патриархăмăрăн пурнăçĕнчи документсене, сăн ӳкерчĕксене тĕпченĕ. Çак фильма малашне республикăри пур шкулта та тин çеç пĕлӳ çулне такăрлатма пуçлакан ачасене кăтартмаллине палăртрĕ ЧР культура министрĕ Константин Яковлев.

Аслă педагогăмăра, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркеленĕ Иван Яковлева халалласа Чăваш Енре çеç мар, Раççейĕн ытти регионĕнче те çулталăк тăршшĕпе сахал мар мероприяти иртрĕ.

«Иван Яковлевичăн «Халал» сăмахĕсене вуласан куççуль тухать. Вĕсене чунра упрамалла. Кирек ăçта çитсен те юлташсене те, палламан çынсене те çав «Халала» вуласа паратăп», — терĕ Константин Геннадьевич мероприятие пуçланă май.

Иван Яковлев Православи тĕнне халăхра сарнипе те паллă. Чăваш Ен умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Михаил Иванов протоиерея, Шупашкарти Христос чĕрĕлнин чиркĕвĕн настоятельне орден медалĕпе чысларĕç. Иван Яковлев çулталăкне халалласа ирттернĕ регионсен хушшинчи тата республика шайĕнчи «Туслăх хĕлхемĕ», «Хунав» фестиваль-конкурссен, Иван Яковлев хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ ача-пăча ӳкерчĕкĕсен конкурсĕсен çĕнтерӳçисене, çак ыйтăва çĕкленĕ чи лайăх радио- тата телекăларăм авторĕсене, чăваш чĕлхи олимпиадисене тата Яковлев вулавĕсене хастар хутшăннисене тата çак тĕлĕшрен чылай сумлă ĕç тунисене чысларĕç çак кун.

«Чăваш Ен территорийĕнче пурăнакан халăхсен асссамблейин» регионти общество организацийĕн канашĕн председателĕ Лев Кураков та Иван Яковлевичăн ырма-канми ĕç-хĕлне асăнмасăр хăвармарĕ. Çак кун залра ларакансен хушшинче чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пулнишĕн, эпир пуринпе те туслăхра пурăннишĕн савăннине пĕлтерчĕ.

Республика вĕрентӳ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов та Иван Яковлева асăнса нумай ырă сăмах каларĕç, аслă вĕрентекенĕмĕрĕн ĕçĕсем пире малашне те пулăшса, хавхалантарса пырасси пирки иккĕленменнине палăртрĕç. Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн ертӳçи Геннадий Максимов тата Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай Иван Яковлевич çĕнĕ çырулăх йĕркелени литературăшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетрĕç. «Малтанах анатри тата тури чăвашсене пĕр-пĕрне ăнланма питĕ йывăр пулнă, Иван Яковлев тăрăшнипе литература чĕлхи пурне те çывăхлатнă», — терĕ Геннадий Аркадьевич.

Чыслав саманчĕ вĕçленсен залра ларакансем чăваш юрри-ташшин илемĕпе киленме пултарчĕç. Çав вăхăтра пысăк экран çинче чăвашсем ĕлĕк вăйă картинче мĕнле çаврăннине кăтартни питĕ вырăнлă пулчĕ. «Курăр, эпир ĕлĕкхине манман, паян та аптăрамастпăр-ха», - тенĕнех туйăнчĕ вăл. Сцена варрине вырнаçтарнă пысăк Букварьтен Иван Яковлев тухса сăмах калани те мероприятие самаях чĕрĕлĕх кĕртрĕ.

Ыр çын кайсан та ят юлать теççĕ. Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевăн ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрех пурăнĕ. Сумлă та пысăк ĕçĕсемшĕн ăна кӳршĕллĕ халăхсем те манмаççĕ. Эппин, пирĕн те унăн ĕçне, ырă шанăçне тӳрре кăларасчĕ.

Алена САВЕЛЬЕВА-СИЛПИ, юрăç:

Ку мероприяти мана питĕ килĕшрĕ. Иван Яковлев çинчен эпир мĕн пĕчĕкрен пĕлетпĕр вĕт-ха, унăн калавĕсемпе сценкăсем лартаттăмăр. Çак çулталăк Иван Яковлев ячĕпе иртни маншăн питĕ кăмăллă. Чăннипе те, ӳсекен ăрăва ун çинчен мантарас килмест. Халĕ ачасемпе нумай çĕрте вырăсла калаçаççĕ, куншăн питĕ тарăхатăп. Ачасене чăваш çыравçисем, сăвăçисем çинчен ытларах пĕлтерес килет. Çавăнпа çакнашкал мероприятисем, манăн шухăшпа, ытларах пулмалла. Анлăрах ĕçлемелле. Ача садĕнче вырăсла кăна калаçни те аван мар.

Геронтий ННИКИФОРОВ, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНК вĕренӳ комитечĕн ертӳçи:

2018 çул пирĕншĕн Иван Яковлев çулталăкĕ пулнипе асра юлать. Вăл çуралнăранпа 170 çул çитрĕ. Çак пысăк уява халалласа эпир те чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе, «Хыпар» Издательство çурчĕпе пĕрле пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Уйрăмах «Ман халăх — ман тăван çĕршыв» пултарулăх конкурсне палăртса хăварас килет.

Вăл регионсен шайĕнче 4 номинаципе иртрĕ: «Чи лайăх сăвă», «Чи лайăх калав», «Чи лайăх пьеса», «Чи лайăх ал ĕç ăсталăхĕ». Унта Пушкăрт, Тутар, Чĕмпĕр, Самар тăрăхĕнчи чăваш ачисем те лайăх хутшăнчĕç. Паллах, Иван Яковлевăн «Халалĕ» паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ. Вăл хăйне евĕрлĕ программа пулнипе пире мĕнлерех пурăнмаллине, мĕнлерех ĕçлемеллине каласа хăварни паянхи кун та кивелмен. Вăл кашни çыннăн сĕтелĕ çинче пулмалли кĕнеке. Çав «Халал» — манăн ăшра та, мĕншĕн тесен унта хăйне евĕрлĕ пилсем пур. Эпир хамăр та, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, халăхран тухнă. Çавăнпа вăл пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ.

Алена ИВАНОВА, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ:

Иван Яковлевич Яковлев чăваш халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ нумай ĕç тунă. Вăл пире çырулăх парнелени, чăваш халăхне çутта кăларни хăех мĕн тери паха. Унăн ĕçне хисеплесе университетра эпир хамăрăн факультетра кашни çул нумай мероприяти ирттеретпĕр. Çулсеренех ака уйăхĕнче чăваш чĕлхи эрни йĕркелетпĕр: чăваш тумĕн уявĕ, чăваш диктанчĕ, сăвă калассипе тата литературăпа çыхăннă конкурссем… Иван Яковлевичăн ĕçне малалла тăсасчĕ тетпĕр.

www.hypar.ru

Лариса ПЕТРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: