Комментари хушас

Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче Люксембургра кулинари искусстви енĕпе Тĕнче кубокĕ иртнĕ. Унта 75 çĕршыври паллă кулинарсемпе кондитерсем хутшăннă. Тăватă çулта пĕрре иртекен Тĕнче кубокĕнче Чăваш Енри Юрий Сиволоб бронза медаль çĕнсе илнĕ.

Жюрире тĕнче шайĕнче пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ шеф-поварсем тата кулинарсемпе кондитерсен Пĕтĕм тĕнчери ассоциацийĕн членĕсем пулнă. Вĕсем Шупашкарти «Планета» кондитерскин производство заведующийĕн, РФ мастер-кондитерĕн Юрий Сиволобăн /сăмах май, Чăваш Енре çак ята тивĕçнĕ пĕртен-пĕр арçын вăл/ ĕçне пысăка хурса хакланă: шăккалат глазурĕнчен хатĕрленĕ картина «Чустаран тунă художество ĕçĕ» номинацире бронза медале тивĕçнĕ.
Çак картинăна йăлтах çимелли япаласенчен хатĕрленĕ: çăнăхран, çăмартаран, сахăртан… Ăна тĕрлемелли çиппе те, йĕппе те, юнашар хунă пир татăкне те çиме пулать. Тĕнче кубокĕн условийĕсемпе килĕшÿллĕн — конкурс ĕçĕн элеменчĕсем пурте çимелли япаласенчен пулмалла. Жюри членĕсем Чăваш Енри кондитер ăсталанă çиппе тыта-тыта пăхнă: ăна питĕ çÿхе, темиçе миллиметрлă чустаран тунă вĕт! Пир татăкĕ те питĕ çÿхе çипсенчен тăрать. Чăнласах та ювелир ĕçĕпе танлаштарма пулать.
«Эпир кулинари искусстви енĕпе йĕркелекен Тĕнче кубокне кăçалхипе иккĕмĕш хут хутшăнтăмăр. 2014 çулта ылтăн медаль çĕнсе илтĕмĕр. Чемпионатсене ытларах чухне чăваш наци костюмне е чăваш тĕррипе çыхăннă япаласене илсе каяттăмăр, мĕншĕн тесен тĕнчери паллă шеф-поварсене карамельтен е шăккалатран ăсталанă монумент-фигурăсемпе тĕлĕнтереймĕн. Хальхинче конкурс ĕçне чăваш тумне çĕлеме кирлĕ материалпа çыхăнтарас терĕмĕр. Килте тĕртнĕ пире тупмашкăн Чăваш наци конгресĕ пулăшрĕ. 12 тĕслĕхрен пĕрне — Етĕрне районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ 87 çулти Зоя Леонтьева панине — суйласа илтĕмĕр. Килте тĕртнĕ çак пире тытса пăхсан нумайăшĕ тăван ялне, çуртне аса илет. Çавăнпа ку ĕç ăшăлăхпа çыхăннă. Юра ăсталанă çимелли пир татăкне ятарласа юнашар хутăмăр: ăна пĕрре пăхсан килте тĕртнинчен уйăрса илме те май çук. Пирĕн идея Тĕнче кубокĕн жюри членĕсене килĕшнĕшĕн савăнатпăр. Кондитерăн дизайнер та, скульптор та, ювелир та пулмалла. Унăн бисквит касма, ăна пĕрлештерме, илемлетме пĕлмелле. Юра çак ĕçсене йăлтах тума пултарать», — каласа кăтартрĕ «Планета» кондитерскин генеральнăй директорĕ Луиза Дроздова.
Юрий Сиволоб Тĕнче кубокне пĕрремĕш хут хутшăннă. Конкурса 200-е яхăн ĕç тăратнă. Чăваш Ен чысне хÿтĕлекенĕн Люксембурга кайнă чухне чăрмавпа тĕл пулма тивнĕ. Шăккалат глазурĕнчен ăсталанă картинăна хунă курупкана самолет салонне илсе кĕме чарнă, багаж пайне хунă. «Люксембурга çитсен хамăн багажа уçрăм та — картина 4 çĕртен ваннине асăрхарăм. Çапах унта пире ĕçсене йĕркене кĕртме вăхăт пачĕç. Саппас материалсене пĕрле илнĕрен картинăна Тĕнче кубокĕ пуçланиччен йĕркене кĕртрĕм. Çакнашкал конкурссем пире хамăрăн ĕçе кăтартма, ыттисеннипе паллашма, çĕнĕлĕхсене вĕренме май параççĕ», — пĕлтерчĕ Юрий Сиволоб.
Сăмах май, Тĕнче кубокне хутшăнакан ĕçсене номерсем параççĕ, ăна кам ăсталанине, вăл хăш çĕршывран иккенне жюри членĕсем пĕлмеççĕ. Авторĕсене те зала тÿрех кĕртмеççĕ. Жюри членĕсем кашни ĕçе хăйсем хаклаççĕ, балл лартаççĕ.
«Планета» кондитерскинче 24 çул ĕçлекен Юрий Сиволобшăн ку çĕнтерÿ пĕрремĕш мар. Вăл юпа уйăхĕнче кăна Беларуçрен ылтăн медальпе таврăннă. Унта кондитер искусствин Пĕтĕм тĕнчери чемпионачĕ иртнĕ. 20 ытла çĕршыври кондитерсем ăсталăхĕпе паллаштарнă. РФ мастер-кондитерĕ макаронран тата пĕçернĕ чустаран хатĕрленĕ лампăна Минскра питĕ пысăка хурса хакланă: ăна чăн-чăннинчен уйăрса илме те çук-çке! «Планета» кондитерскинче ĕçлекен кондитерсем малашне те тĕнче шайĕнчи сумлă конкурссемпе чемпионатсенче Чăваш Ен чысне тивĕçлипе хÿтĕлесси иккĕлентермест.

Николай УЕЗДНЫЙ, ЧР Кулинарсен ассоциацийĕн председателĕ:
— Тĕнче кубокне эпĕ те хутшăнтăм. Унта Юрий Сиволоб кондитерăн ĕçĕпе пурте кăсăклансах паллашрĕç. Асăнмалăх сăн ÿкерекен те чылай пулчĕ. Çак картина — художество тата пултарулăх тĕлĕшĕнчен питĕ çÿллĕ шайри ĕç. Ăна ăсталама çăмăл мар, анчах вăл кăсăклă.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.