Комментари хушас

Шупашкарта раштавăн 1-мĕшĕнче пуçланнă транспорт реформин тĕллевĕсем ырă — пассажиршăн хăрушсăрлăха тивĕçтерекен хăтлă условисем йĕркелемелле. Анчах ку енĕпе тăвакан утăмсем нумай ыйту çуратаççĕ. Çав шутра республика ертÿлĕхĕн те ыйтусем пур. Хуравĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен планеркăра транспорт министрĕнчен тата тĕп хула влаçĕсенчен ыйтрĕ.

Транспорт министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх, хулара пассажирсене илсе çÿрекен транспорт шучĕ чакнă — хальлĕхе 30%. Çитес çулхи çулла тĕлне икĕ хут чухлех сахалланмалла. Анчах пĕчĕккисен вырăнне пысăк автобуссем йышăннă май вĕсем илсе çÿреме пултаракан пассажирсен шучĕ 20% пысăкланĕ. Çĕнĕ ЛИАЗ автобуссем маршрутсем çине тухнă ĕнтĕ. Вĕсен шучĕ тата ÿсмелле. Пысăк автобуссемпе ĕçлеме водительсем çитмеççĕ-мĕн, çавăнпа çынсене илсе çÿремелли конкурсра çĕнтернĕ компанисенчен пĕри, «Авто-Экспресс-4», водительсене Волгоград тата Санкт-Петербург хулисенчен илсе килнĕ. Чăн та, министр çак водительсем кунта малтанхи вăхăтра кăна ĕçлессине палăртсах каларĕ.

Владимир Николаевич реформăн малтанхи тапхăрĕнче пассажирсен енчен кăмăлсăрлăх пуррине пытармарĕ. Нумайăшне расписани тивĕçтермест. Пассажирсене автобуссене малти алăкран кăна кĕртмелли йĕрке чăрмавсем кăларса тăратать — çакă малтанхи кунах, раштавăн 1-мĕшĕнче, палăрнă, çавăнпа хальлĕхе ку меслете пăрахăçланă, çынсем ытти алăкран та кĕме пултараççĕ.

Халь хулара пассажирсене илсе çÿрекен темиçе компани ĕçленĕ май пĕрлехи çул çÿрев билечĕпе çыхăннă ыйтăва татса памаллах. Министр тариф ыйтăвĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Автобуссенче билет хакне пысăклатни, 19-23 тенкĕ туни, предприятисен тупăшлăхне тивĕçтермелли утăм. Пирĕн хаксем кÿршĕсемпе танлаштарсан пысăк мар имĕш. Хусансен — 23-25 тенкĕ, хака 30 тенкĕпе танлаштарасшăн. Чулхулара тата пысăкрах — 25-28 тенкĕ, анчах унта та 30 тенке çитересшĕн.

Михаил Игнатьева водительсене ютран илсе килни сисчĕвлентерчĕ: пирĕн панкрута тухнă Чăвашавтотрансра кăна пĕр 400 водитель ĕçленĕ — вĕсем ăçта? Владимир Иванов палăртнă тăрăх, унти водительсем Чăвашавтотрансран пăрахса кайма васкамаççĕ — ĕçрен хăтарнине кура тивĕçлĕ пособисемпе туллин усă курасшăн. Анчах çывăх вăхăтра вĕсен асăннă предприятире шутланса тăмалли вăхăт вĕçленет, çавна май шоферсем хулари маршрутсем çинчи компанисене ĕçе вырнаçма тивĕ. 

Ăна Чăвашавтотрансăн пысăк çĕнĕ автобусĕсем ахаль ларни те тĕлĕнтерчĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх, 87 автобуса арендăна панă, анчах çав çĕннисем паян ĕçре мар. Вĕсене туянма вара республика бюджечĕн укçине тăкакланă. Çавна май Михаил Васильевич министра çĕнĕ автобуссемпе çыхăннă ыйтăва вăраха ямасăр татса пама хушрĕ: «Вĕсем пассажирсене илсе çÿреме тивĕç».

Шупашкар сити-менеджерĕ Алексей Ладыков хăй тунтикун ирех общество транспорчĕпе çула тухнă

Сити-менеджер билетсăр çул çÿревшĕн явап тыттармалли штраф виçине 100-тен 1000 тенкĕ таран пысăклатассипе çыхăннă пуçару пирки те пĕлтерчĕ. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: