Комментари хушас

«1969 çулта сцена çинче ташланă вăхăтра чĕркуççи тĕлĕнчи шăнăр шарт! татăлса кайрĕ. Мăшăрăм, ун чухне театр директорĕнче ĕçлекен Николай Григорьев, больницăна йăтса кайрĕ. Тĕртĕм туртăннă тесе киле ячĕç. Унтанпа темиçе хут та тĕрĕсленнĕ. Ура ыратнине кашнинчех тĕртĕм туртăннипе сăлтавлатчĕç. Юлашки çулсенче çакă аптăратсах çитерчĕ. Кăçал операци тунă хыççăн ыратни иртрĕ. Халĕ çĕнĕ пурнăç пуçланнă пекех туйăнать», — пысăк савăнăçне пытармасть Раççей халăх артистки Нина Григорьева. Сумлă юбилее хатĕрленекен чăваш хĕрарăмĕпе хальхинче театрта мар, килĕнче тĕл пултăмăр.

Арăмĕ — хĕрсемпе, упăшки — каччăсемпе

Культура институтĕнче вĕрентекен Раççей халăх артисчĕ Николай Григорьев сăн ÿкерчĕксем кăтартнă май икĕ хĕрĕ, 3 мăнукĕ, вĕсен 3 ачи çинчен каласа кăтартрĕ. Мăшăршăн çемье те, ĕç те тĕп вырăнта пулнине çирĕплетет çакă.
Вĕсем Мускавра ГИТИСра вĕреннĕ чухне паллашнă. Иккĕмĕш семестрта тин студентсен йышнĕ кĕнĕ пĕчĕк кĕлеткеллĕ Нинăна Николай Григорьев тиркесе те пăхнă. Кайран вара чечекленсе пыракан хĕре юратмасăр пултарайман вăл. «Эпир туй туса пĕрлешмен. Мăшăрлану керменне кайма çĕнĕ япала та илмен, виçшер çул тăхăннă çи-пуçпа çырăнтăмăр. Ресторана кĕрсе тухнăччĕ-ха. Каçхине Колхозниксен çуртне кайрăмăр. Унта общежитири майлă пурăнаттăмăр. Хăнăхнă йăлапа эпĕ — хĕрсен, упăшка каччăсен пÿлĕмне кайса çывăртăмăр. Мăшăрланнă хыççăнхи пĕрремĕш каç çапла иртрĕ», — çамрăклăхне куç умне кăларать Нина Ильинична. Чуп- чуп уйăхĕ те гастрольте иртнĕ вĕсен. Çĕнĕ çынсене пур пĕрех пĕр çĕре вырнаçтарман. Май килсен кăна пĕрле çĕр каçнă Григорьевсем.
Кайран Шупашкарта пĕр пÿлĕме куçсан урайĕнче пальто сарса çывăрнă. Матрас, кравать туянсан мĕнешкел савăннă тата.
Аслă хĕрĕ Марина çуралсан ашшĕ Николай Данилович ача пăхма çăмăлрах пултăр тесе телекурава ĕçлеме куçнă. «Пĕчĕкскер хытă макăратчĕ. Çимелли пулман, укçа-тенкĕ çитмен. Мана сĕт кухни ĕçленине никам та каламан», — йывăрлăха чăтса ирттернине аса илет икĕ ача амăшĕ.

Хăех кирпĕч çапнă

Нина Ильинична 9 ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ мăшăрне валли вăрçăран пурттенкке пусмине кĕпелĕх илсе килнине каласа кăтартать вăл. Унăн амăшĕ 100 çула çитиччен пурăннă.
«Атте ялти арçын ачасем кирпĕч çапни пирки сăмах пуçарнине йывăра илтĕм. Çакăн хыççăн манăн та, 9-мĕш класра вĕренекенскерĕн, çак ĕçе пуçăнас шухăш çуралчĕ. 4-шар витре тăма михĕпе çырмаран йăтаттăм. Хăйăр çĕклесе килме чылай çăмăлрахчĕ. Кирпĕч сутнă укçапа велосипед, балалайка туянма ĕмĕтленеттĕм. Анчах ăна та, кăна та илме май килмерĕ. Анне çемьешĕн — çав шутра выльăх ăш çăвне илме те — тăкакларĕ çав укçана. Манăн кирпĕчпе хамăрăн çурта хăпартма та усă куртăмăр. Ача чухне ыраш çăнăхĕнчен çĕр улми хушмасăр пĕçернĕ çăкăр çисе курасса шанман», — куççульленет пĕчĕкренех çăкăр хакне пĕлсе çитĕннĕскер.
Йышлă çемьен налук парăмне татма та çăмăл пулман: патшалăха сĕт-çу панă, кашни улмуççишĕн, вĕллешĕн... укçа тÿленĕ. Аслашшĕ налука пĕчĕклетес тесе пĕр вĕллере 4 çемьене вырăн уйăрнă. Ашшĕ Новосибирск, Красноярск тăрăхĕсене çитичченех пан улми сутма кайнă.

60-тан иртсен çурт çĕкленĕ

Ялта çитĕннĕ Николай Даниловичпа Нина Ильиничнăна çĕр ĕçĕ те киленÿ кÿрет. Вĕсем дачăри 30 сотка лаптăкра улма- çырла, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Тухса çÿреме çăмăл машина туянманшăн кăна пăшăрханаççĕ. «Канас тесе кайсан та алă ĕç патнех пырать. Хамăр туса илнĕ çимĕç тем тесен те тутлăрах. Çут çанталăкĕ, сывлăшĕ мĕне тăрать тата!» — теççĕ çаврăнăçуллă Григорьевсем. 62 çула çитсен тин Шăмăршă вăрманĕнчен йывăç тиесе килсе пÿрт хăпартма пуçланă вĕсем. Пĕтĕмĕшле илсен, ашшĕ- амăшĕ хĕрĕсене икĕ çурт лартса панă.
Пая кĕрсе хваттер илме палăртнă мăнукне улталани те пăшăрхантарать кукашшĕпе кукамăшне. Çын укçине хапсăнакансене пулах пурăнмалли кĕтессĕр юлнă çамрăк çемье.
«Пĕр çемьере икĕ артист пулни çителĕклĕ», — ачисем, мăнукĕсем Николай Даниловичпа Нина Ильиничнăн çулне суйламанни тавра сăмах пуçарсан пат! татса каларĕç пурнăçне театрпа çыхăн-тарнисем.
Хĕрĕсене телефон урлă хутшăнса çитĕнтернине пытармасть хĕрарăм. Ара, ĕçе васкакансен ачисене килте питĕрсе хăварма лекнĕ. Пĕррехинче Маринăпа Наташа хваттертен тухсан алăк хупăнса ларнă. Ашшĕпе амăшĕ шăпах çула тухнă-мĕн ун чухне. Юрать-ха театр ĕçченĕсем пырса хваттер алăкне уçма пулăшнă.
Ачисене хăварса виçшер уйăх гастрольте çÿренине те чуна хытарса аса илеççĕ вĕсем. Çав вăхăтра мăнукĕсене асламăшĕпе кукамăшĕ пăхнă.
«Николай Данилович, мăшăр спектакль вăхăтĕнче урăххине чуп тунине мĕнле йышăнатăр? Çакă кĕвĕçтермест-и?» — ыйтмасăр чăтаймарăм кил хуçинчен.
«Хĕрÿллĕрех чуп тума пултараймарăн-и ăна? Ĕненмеллерех пулса тухатчĕ», — спектакль курнă хыççăн çакнашкал кăна калама пултаратăп», — йăл кулăпа çиçекен мăшăрĕ çине ăшшăн пăхать Николай Данилович.
«Килте пĕрре мар, икĕ артист пулмалла. Вара çемье арканмасть. Сăнар калăплакан арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне ăнланаççех», — сцена ăстисем çакнашкал пĕтĕмлетÿ тăваççĕ.

Ăнланмалла, каçармалла

Çак мăшăр хăйсен çулĕнчен чылай çамрăкрах курăнать. Вăй- халĕ тапса тăрать вĕсен.
«Çемьере йĕркеллĕ пултăр тесессĕн, пĕрремĕшĕнчен, пĕр-пĕрне ăнланни кирлĕ. Иккĕмĕшĕнчен, каçарма пĕлмелле. 58-мĕш çул пĕрле пурăнатпăр пулин те мăшăр çине алă çĕклесе курман», — чунне уçать Николай Данилович. «Кăшкăрашман та...» — хушса калать Нина Ильинична.
Кукашшĕпе кукамăшĕ мăнукĕсене ура çине тăратма пулăшнине палăртса хăвармалла. Нарспи сă-нарĕпе сцена çине тухнă вăхăтра Нина Григорьевăн пĕрремĕш мăнукĕ çуралнă.
1981 çулхи хура кĕркунне пулнă ку. «Ир кÿлĕм канăçсăрланма пуçланă хĕрĕме «Васкавлă пулăшу» машинипе больницăна лартса кайрĕç. Эпĕ хыççăнах чупса çитмен пулсассăн мĕнпе вĕçленетчĕ-ши ку ĕç? Тухтăра чĕнетĕп — тухмасть. Вăл çывăрать иккен. Каярах тин тĕл пулма май пулчĕ унпа. Питĕ канăçсăрланнăран япăх куракан хĕрĕм куçсăр юлма пултарассине каларăм. Вăл хăй тĕллĕн çăмăлланайман та иккен. Иккĕшне те çăлса хăвартăм...» — тет амăшĕ. Пĕчĕкскерне Нина Ильиничнăн ашшĕн Илья Ивановичăн ячĕпе чĕнме пуçланă.
«Манăн мăшăр апат тиркемест. Шаркку та, яшка та пĕçеретĕп, салат та тăватăп. Пĕрре мăшăрăм ачасене эпĕ гастрольтен таврăниччен маларах ялтан илсе килнĕ. «Атте пĕр вĕçĕм çăмарта ăшаласа парать», — теççĕ телефонпа çыхăнсан ачасем», — каласа кăтартать артистка. «Юрать-ха ăна пĕçерме пĕлнĕ», — кулать мăшăрĕ.
Самар тăрăхĕнчен гастрольтен килекен Нина Григорьевăна мăшăрĕпе хĕрĕ Марина Атăл хĕррине транспорт чарăнăвне тухсах кĕтсе илнĕ. «Пăхрăм та, хĕрĕм çара уран тăра парать. Ялта унăн пушмакĕ çĕтĕлсе пĕтнĕ, çĕннине илме вара ĕлкĕреймен», — сăмаха тăсать Нина Ильинична.

Кĕпе те, пальто та сутнă

Пĕрре Николай Даниловича Чăваш Республикин культура министрĕ чĕнсе илнĕ те театр директорне çирĕплетиччен Мускава вĕренме ярасси пирки каланă. Ун чухне Григорьевсен аслă хĕрĕ — пиллĕкре, кĕçĕнни пĕррере пулнă. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн Николай Даниловичăн Эстоние практикăна каймалла пулнă, анчах вăл çемьешĕн тунсăхласа çитнĕскер тăван тăрăха таврăннă. Кайран яваплă çак тивĕçе 20 çул пурнăçланă вăл.
«Ун чухне мăшăрăм кашни уйăхрах киле килетчĕ. Мускавран Шупашкара çитмелĕх укçа пурччĕ-ха унăн. Каялла каймашкăн манăн укçа памаллаччĕ. Çав вăхăтра кĕпе те, пальто та сутма лекрĕ. Пур пĕрех çакăншăн кулянман», — пытармасть юратăва упракан хĕрарăм. Малалла вулас...

Марина ТУМАЛАНОВА. С. ЖУРАВЛЕВ ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.