Комментари хушас

3 Раштав, 2018

«Яшка пĕçерме те кăмăл кирлĕ»

Паян вулакана пултаруллă педагогпа, тутлă апат-çимĕç ăстипе паллаштарăпăр. Екатерина Борцова WorldSkills Russia чемпионатăн «Повар ĕçĕ» пайĕн эксперчĕ те.

Ят-сума чакармасăр

— «Çамрăк профессионалсем» /акăлчанларан куçарсан чемпионат ячĕ çапла янăрать. — Авт./ чемпионат союзĕ серти-фикаци тĕлĕшпе ирттерекен тупăшăва хутшăннăччĕ. Çапах ырă хыпар — ятарлă комисси çирĕплетнĕ экспертсен йышне эпĕ те лекни — кĕтменлĕх пулчĕ. Халĕ манăн пулас поварсене вĕрентнисĕр пуçне çĕршыври ĕçтешĕмсемшĕн те тĕслĕх пулмаллине, ăсталăха тăтăш ÿстерсе-сарса пымаллине ăнланатăп. Паллах, çĕршыв шайĕнчи сертификациленнĕ эксперт пулнă май хам ĕçлекен вĕрентÿ учрежденийĕн ят-сумне те чакарма юраманни куç кĕрет. Анчах та çак утăма ертÿлĕхпе канашласа тĕллевлĕн тунине пытармастăп, — калаçăва çак кунсенче пурнăçа кĕнĕ черетлĕ çитĕнĕве сÿтсе явнинчен пуçларăмăр.
Пысăк çакнашкал статуса тивĕçнисем хальлĕхе Раççейре — 30 яхăн çын. Екатерина Борцова çирĕплетнĕ тăрăх, унпа пĕрле çĕршыв шайĕнчи эксперт пулма тата 4-ăн тупăшнă. «Çамрăк профессионалсем» професси ушкăнĕсен ата-ланăвĕн агентствин менеджерĕсем эксперт пулас кăмăллисене онлайн мелĕпе тĕрĕсленĕ, юлашки тапхăр куçăн майпа Самар облаçĕнчи Новокуйбышевскра иртнĕ. Повар ĕçне чăн-чăн ăста шайĕнче хаклакан ятне илме хатĕрленекенсем тинĕс çимĕçĕсенчен вĕри апат янтăланă. Паллах, ăна кашни хăй шухăшласа кăларнă. Чăваш Ен повар-педагогĕ тинĕс моллюскĕсенчен хатĕрленĕ муса, çу-сыр соусĕпе сирпĕтнĕскере, пысăка хурса хакланă.
Паллах, çĕнĕ статуса çĕнсе илес çул хальхи тĕрĕслевпе кăна чикĕленмен. Екатерина Борцова — «Çамрăк профессионалсем» чемпионата пирĕн республикăра пуçараканĕсенчен пĕри. Асăннă юхăм — вĕрентекене пĕлÿпе ăсталăх пусмипе тăтăшах çÿлелле кармашма хистекен хăйне евĕр «трамплин».
— Професси ăсталăхĕн ăмăртăвне Шупашкарта пирвайхи хут ирттернĕ çул эпĕ кĕçĕн ачапа декрет отпускĕнчеччĕ. Ĕçтешĕмсене сĕнÿ-канашпа пулăшма тăрăшрăм ун чухне. Тепĕр çултан вара, 2013-мĕшĕнчен, ăмăрту йĕркелес яваплă ĕçе хам та хутшăнма пуçларăм. Чемпионата Чăваш Енре ирттерме тытăнсан ятарлă курссенче квалификаци ÿстерни, ытти региона эксперт шайĕнче тухса çÿрени, вĕренекенсем çĕнтерÿçĕ пулса тăнăран чемпионатăн ытти тапхăрне, тĕнче шайĕнчи таранчченех, хутшăнни опыта пуянлатсах пыма май пачĕ. Паллах, хальхи вăхăтра çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕрсе çирĕпленни те тĕнче шайĕнчи чи ăста поварсен вăрттăнлăхĕсемпе паллашма, вĕсенчен вĕренме, хамăн пĕлĕве анлăлатма пулăшать, — палăртать вĕрентекен.
— Пирĕн кÿршĕ Валентина Германовна Шупашкарти пĕр столовăйра поварта ĕçлетчĕ. Çав тери тутлă хатĕрлетчĕ апата. Вĕсем патĕнче хăналанмассерен манăн та ун пекех ăста пулас килетчĕ, — аса илет иртнине паянхи сумлă преподавательсенчен пĕри.

Килте — хресчен апачĕ

Екатерина Юрьевна килти апат-çимĕç профессионалсем хатĕрлекеннинчен уйрăлса тăнине çирĕплетет пулин те тĕнчери чи тутлă кукăль амăшĕ Татьяна Тилич пĕçерниех тесе шухăшлать: купăстапа ашран янтăланă ăна.
— Ĕçре — вĕрентекен, çемьере вара — кил ăшшин управçи. Килте те плита умне тăма кулленех тивет-тĕр? — ыйтрăм ăстаран.
— Унсăрăн епле-ха? Анчах эпĕ çывăх çыннăмсене тĕлĕнсе каймалла чаплă апатпа иртĕхтеретĕп тесе шухăшлатăр тăк — йăнăшатăр. Килте маншăн тĕп тĕллев — мăшăра, 19-ти ывăла, 6-ри хĕрĕме юрăхлă пахалăхлă апат янтăласси. Пурне те тивĕçтерес тесен кулинари хутлăхĕнчи тĕрлĕ «фишка» çинчен манса «хресчен апачĕ» пĕçеретĕп. Паллах, технологи тĕп правилисене пăхăнмах тăрăшатăп. Тутлă яшка-шаркку пĕçерме кăмăл кирлине асра тытатăп тата, — хуравларĕ хĕрарăм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА. Е. Борцова архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.