Комментари хушас

6 Çĕртме, 2014

Хăватсене ÿстерсе - малалла!

Чăвашпотребсоюзăн районсенчи кооператорĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланнăçемĕн яланах çакăн пек пĕтĕмлетÿ тăватăп: 90-мĕш çулсен синкерлĕ тапхăрĕнче райпосене упраса хăварса питех те тĕрĕс турăмăр. Çав çулсенче, мĕн пытармалли, саманан варкăшĕпе çунатланнă вĕри пуçсем хыççăн кайса, "райпосен тивĕçне малашне усламçăсем туса пырĕç" сăмахĕсене итлесе халăхăмăр, уйрăмах ялта пурăнакансем, çынсен ырлăхĕшĕн 120 çул ĕçлекен пархатарлă тытăмсăр ним те мар тăрса юлатчĕç. "Пуррине вăйпа пĕтерер мар-ха. Çĕнĕ самана элчисем /усламçисем/ "киввипе" конкуренцие кĕрсе тупăшни Çĕн йĕркелÿ тĕллевĕсемпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Халăхăмăр суккăр мар: кам мĕне тăнине, кам уншăн çанă тавăрса вăй хунине витĕр курать те - хăйне çывăххине, хăйне килĕшекеннине суйласа илет", - тесе çырнăччĕ эпĕ пĕр статьяра.

Унтанпа çирĕм çул ытла иртрĕ. Халĕ пĕр иккĕленмесĕрех çапларах калăпăр: вĕри пуçсен шанăçне предпринимательсем тÿрре кăлараймарĕç, райпосен тивĕçне пурнăçлама хевте çитереймерĕç. Райцентрсенче лавкка хыççăн лавкка уçнисĕр пуçне аякри ялсене çул тытмарĕç. Çын сахал пурăнакан вырăнта кĕсье карăнмалăхах кĕмĕл йăтăнса кĕмест-ха та. Райпосем вара, пĕчĕк ялсенче лавкка тытса тăма тăкаклă пулсан та, хăйсен социаллă миссине паян та тĕллевлĕ пурнăçлаççĕ: апат-çимĕç кăна мар, кил тĕрĕшре кирлĕ сĕтел-пукан та, строительство материалĕсем те... кÿрсе параççĕ. Аякка тухса çÿреймен ватăсем пурнăçне этемле сыпăнтарса пыччăр тесе вĕсенчен сĕт, çĕр улми, аш-какай, пахча çимĕç, эмел курăкĕ... туянса та нухратлă тăваççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ: "Райпо пулмасан эпир тахçанах хĕреслĕ яла ăсанаттăмăр. Лавкка вара - пирĕншĕн клуб та, почта çурчĕ те, библиотека та: çакăнта пухăнса пĕр-пĕринпе курнăçатпăр, çĕнĕ хыпарсем пĕлетпĕр, кулленхи пурнăçа сÿтсе яватпăр", - тенине, райпосен ертÿлĕхне чĕререн тав тунине пĕрре мар илтнĕ.

"Тупăш кÿмен лавккасем пирĕн те пур, - терĕ Хĕрлĕ Чутай район пуçлăхĕ, райпо Канашĕн председателĕ Александр Юрьевич Степанов нумаях пулмасть тĕл пулсан. - Вĕсен алăкĕ çине çăра пур пĕр çакмастпăр. Çирĕм-вăтăр киллĕ ялсенче пурăнакан ватăсемшĕн вăл çăлăнăç утравĕ евĕрех. Усламçăсен тĕслĕхĕпе эпир те хамăрăн тупăшшăн кăна ĕçлерĕмĕр тĕк, тăкаклă лавккасене хупрăмăр тăк - асăннă ялсем те тахçанах хупăнатчĕç, чăваш çĕрĕ çинчен çухалатчĕç. Ку - пирĕн çул мар, этемле те мар".

Чăннипех те пархатарлă сăмахсем. Халăх пирки шухăшласа ĕçленĕренех-тĕр райпосене шанаслăх чакмарĕ çеç мар, вăл тата та вăйланчĕ. Район центрĕсенче тымар яракан предпринимательсене хыçа хăварса ĕç тухăçлăхне - çынсене куллен кирлĕ таварпа тивĕçтерессине, тĕрлĕ пулăшу кÿрессине, апат-çимĕç хатĕрлесе сутассине - палăрмаллах ÿстерчĕç. Çакна налук тÿлеслĕх капашпа Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи пĕр предприяти те райпопа танлашма хевте çитерейменни те яр уççăн çирĕплетет.

Мĕнле туптанать-ха çитĕнÿ? Малашлăха курса тĕплĕ ĕçленĕрен* çĕнĕ технологисене çул панăран* халăхăн кăмăл-туйăмне пĕлсе тăнăран* тĕрлĕ программăна ăнăçлă пурнăçланăран* аталану çул-йĕрне хăватлăлантарма вун-вун миллион тенкĕ хывнăран... Сăмахран, пурлăхпа техника базине вăйлатма пĕлтĕр 6 миллион та 216 пин тенкĕ янă.

Паянхи кун Хĕрлĕ Чутай райпо тытăмĕнче - суту-илÿ предприятийĕ 66, çак шутра 63 лавкка, виçĕ буфет, общество апатланăвĕн 14 предприятийĕ, ветаптека, аптека пункчĕ, универсал икĕ ярмăркка, тырă авăртмалли дробилка, хатĕрлев бази, йÿçĕтмелли-тăварламалли пункт, эмел курăкĕ типĕтмелли цех, чĕр тавар упрамалли склад, пахча çимĕçпе çĕр улми упрамалли тăватă хранилище, талăкра 8,5 тонна çимĕç пĕçерекен çăкăр завочĕ, пулă тĕтĕмлемелли, тăварламалли цех, çурма фабрикатсем хатĕрлемелли цех, çĕвĕ цехĕ, консерв цехĕ, выльăх тирпейлемелли пункт, макарон çимĕçĕсем хатĕрлекен цех, алкогольсĕр шывсем хатĕрлекен цех, виçĕ кондитер цехĕ, утар, парикмахерски, сехет, атă-пушмак юсамалли пунктсем, сĕт йышăнса сивĕтмелли пункт... Куратăр ĕнтĕ - çынсене кулленех кирли пĕтĕмпех пур. Чи кирли вара - вĕсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта суту-илÿри тавар çаврăнăшĕ 62224 пин тенкĕпе танлашнă.

Çăмăл мар саманара çирĕп туяс, малалла ăнтăлуллă аталанас тĕллевпе çулленех темиçе лавкка тăваççĕ, пуррисене хăтлăлатаççĕ, тавара суйласа илмелли йĕрке çине куçараççĕ тата ытти те, тата ытти те.

Пĕр сăмахпа - Хĕрлĕ Чутай райпо коллективĕ малашлăха пысăк шанчăкпа пăхса малалла талпăнать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.