Комментари хушас

30 Чÿк, 2018

«Таса тупăш чылай илсен «Колос» малаллах кайĕ»

Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта уявланă кун Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аграрисене патшалăх наградисем пачĕ, çавăнта федерацин Çĕрпÿ районĕнчи «Колос» патшалăх унитари предприятийĕн директорне Эдуард Митрофанова та чысларĕ. Вăл «Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ.

Э.Митрофанов Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1997 çултан пуçласа «Колос» сăнавпа производство хуçалăхĕн çум курăкпа, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа, чир-чĕрпе кĕрешекен агрономĕнче ĕçленĕ, 2010 çултанпа — федерацин «Колос» патшалăх унитари предприятийĕн директорĕ. Кунта 21 çул ытла вăй хурать.
ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи патшалăх наградисем парассипе тимлекен комисси Эдуард Митрофанов ĕç-хĕлне пысăка хурса хакланă. Мĕншĕн? Ыйту хуравне пĕрле шырар-ха.
Агроном çулĕ çине Эдуарда ашшĕ, Çĕрпÿ районĕнчи «Динамо» совхоз директорĕнче, район Совечĕн ĕçтăвкомĕнче тăрăшнă Ливий Митрофанов, тăратнă. Вăл тата амăшĕ Лидия Алексеевна ывăлне пĕчĕкрен ĕçе явăçтарнă. Эдуард ултă çулта чухнех ÿсен-тăрана шăварма пилĕк литр кĕрекен витрепе пичкене шыв йăтса тултарнă, пахча çимĕçе çум курăкран тасатнă. Ашшĕпе пĕрле совхоз уйне, трактор-машина паркне çитсе çынсем еплерех ĕçленине «тĕрĕсленĕ». Аслăрах классенче вунă литр кĕрекен витрепе шыв çĕкленĕ, пахчари пĕтĕм çум курăка тăпăлтарнă. Ача чухнехине çапла пĕтĕмлетес килет: хулара ÿснĕ пулин те çĕр ĕçĕпе çывăхланнă.
Агроном профессине суйлама пулăшнăшăн Эдуард ашшĕне тав тăвать. «Мана атте-анне тĕрĕс воспитани панăран, «Колос» коллективĕ производство тĕллевĕсене ăнланса малалла талпăннăран эпĕ пысăк хисепе тивĕçрĕм», — терĕ вăл.
Предприяти республикăри тата тулашри мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене çуллен тĕш тырă культурисен элита вăрлăхне 3 пин тонна, Çĕрпÿсен ăратлă сысна /ячĕ çапла/ çурине 2 пин пуç сутать, аш, сĕт, çĕр улми, пыл туса илет. Лайăх çулсенче сысна çури ытларах та сутнă. Юлашки вăхăтра Африка мурĕ хăратнăран сысна комплексĕ таврашĕнчи кил хуçалăхĕсенче ăна усрама чараççĕ, çавна пула «Колосран» çура туянакан йышĕ самаях чакнă.
Предприяти Чăваш Ен производствине самай пысăк тÿпе хывать. Ахăртнех, комисси республика Пуçлăхне сĕниччен чи малтанах çак кăтартăва малти вырăна хунă.
«Агрономра ĕçленĕ чухне ыррине нумай тунăшăн савăнса пурăнатăп, — аса илчĕ Эдуард Лививич. — Шăпах çав тапхăрта ял-йышшăн агроном пысăк пĕлтерĕшлине ăнланса илтĕм. Мана «Колоса» Раççей ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Фадеев ĕçе илнĕ. Вăл культурăсен тухăçне ÿстерессипе ирттерекен экспериментсене ырлатчĕ çеç. Çапла хăйне евĕрлĕ рекордсем турăмăр. Паллах, ку ĕçре мана Ял хуçалăх академийĕнче пухнă пĕлÿ питĕ кирлĕ пулчĕ. Кĕскен çапла калатăп: агротехнологие çирĕп пăхăнсан Чăваш Енре культурăсен пысăк тухăçне, калăпăр, Çавал хĕрринчи кĕл тăпраллă уйсенче кашни гектартан 70 центнер ытла та тырă туса илме пулать. 16 гектар çинчи сăра вĕретмелли «Эльф» урпана 95-шер центнер пухса кĕртрĕмĕр. Паллах, çак çитĕнĕве эпĕ пĕччен туман. Уншăн агрономсен, механизаторсен ушкăнĕ çине тăрсах тăрăшнă. Урпа акиччен урăх культура çитĕнтерсе тăпрана пулăхлатнă, унччен пысăк репродукциллĕ вăрлăх акнă, апатлантарма минерал удобренийĕ çителĕклĕ панă. Ăна тăпрана кирлĕ чухлĕ хывсан Сăнав поселокĕн таврашĕнче кашни гектартан 50-70 центнер тырă туса илесси пурнăçланман тĕллев мар. Ытларах та пухса кĕртме пулать. Пысăк тухăç чи малтанах тыр-пул акса ÿстерме явăçтарнă укçа ка-лăпăшĕнчен нумай килет. Çанталăк условийĕсем 20 процент йышăнаççĕ. Кăçал ял хуçалăх культурисене çитĕнме вĕсем чăрмантарчĕç теместĕп. Чылай хуçалăх 2018 çулхи типĕ çанталăкра та тыр-пул лайăх туса илчĕ».
«Колос» çĕр улми тухăçĕпе Çĕрпÿ районĕнче пĕрремĕш вырăна темиçе хутчен те тухнă. Шăвармалли агрегатсемпе усă курмасть пулин те. Тăпрана нÿрĕк çителĕклĕ ÿкнĕ çулсенче кашни гектартан вăтамран 320-400 центнер пухса кĕртнĕ. «Çавал хĕрринчи уйсенче çавăн чухлĕ хальхи вăхăтра та туса илме май пур, «иккĕмĕш çăкăр» тухăçне хăй хаклăхпа çыхăнтарма тивет, çĕр улми сутса тупăш нумай илессишĕн пайтах тăкакланма, анчах сутлăх хак пĕчĕкрен тăкак курма пулать», — тет Э.Митрофанов.
Çĕр ĕçĕнче агротехнологи çĕнĕлĕхĕсемпе усă курасси те нухратпа çыхăннă. «Анатолий Фадеева /шел, вăл пирĕн хушăра çук ĕнтĕ/ вĕсене пурнăçа кĕртме хавхалантарнăшăн та тав тăватăп. Сенажа полиэтилен пленкăпа çавăрса пахалăхне упрама вĕрентĕмĕр, — пĕлтерчĕ Эдуард Лививич. — Апат çапла паха упранчĕ, ĕнесем сĕт лайăх антарчĕç. Çак опытпа паллаштарма «Колосра» республика семинарне ирттертĕмĕр, унта ертÿçĕ- специалист йышлă хутшăнчĕ. Сенажа упрамалли çав меслетпе халĕ те усă куратпăр».
Э.Митрофанов тĕп агрономра ĕçленĕ çулсенче пысăк тухăç, паха вăрлăх туса илме вĕренсе çитнĕ. Çак ĕç халĕ те — предприяти умĕнчи тĕп тĕллевсенчен пĕри. «Колосран» республикăри нумай хуçалăх вăрлăх туянать. Ытларах кăрлач-пуш уйăхĕсенче илсе каяççĕ.
Эдуард Лививич директорта ĕçлеме тытăнсанах производство объекчĕсене модернизацилеме тĕллев лартнă. Пасар экономики укçапа перекетлĕ усă курма, пĕтĕм тăкака оптимизацилеме хистенĕ. Ăна пĕчĕклетессишĕн, тупăш ытларах илессишĕ пысăк тухăçлă технологисемпе усă курма тытăннă. Çамрăк ертÿçĕ тăкака оптимизацилемелле тесе çынсене ĕçрен кăларса яман. Ашшĕ-амăшĕ: «Никама та ан кÿрентер, çынсемпе тимлĕ пул, саккуна ан пăс, Митрофановсен ырă ятне ан яр», — тенине яланах асра тытнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.