Комментари хушас

30 Чÿк, 2018

Анатолий НИКИТИН: Чикан калани аса килет

Çын пурнăçĕ уйрăм саматсенчен тăрать, çав самантсем сăн ÿкерчĕксенче çырăнса юлаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсене алла тытатăн та аса илÿпе темиçе çул каялла пулнă ĕç-пуç патне таврăнатăн. Чунра ырă-ырă пулса каять е хумхану вăйланать. Паян «Янташ» эстрада ушкăнĕн ертÿçин, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн, РФ Культура министерствин «Культурăри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» паллине тивĕçнĕ Анатолий Никитин композиторăн килĕнче типтерлĕн упранакан альбомĕсенчи сăн ÿкерчĕксене пăхар, 500 яхăн юрă кĕввин, «Пăлхарсем çинчен хывнă сăмах» симфони поэмин, инструментсем калакан квартет, трио валли хайланă музыка произведенийĕсен, романссен авторĕн кун-çулĕнчи çичĕ самантне куç умне кăларар.

«Янташ». Çак эстрада ушкăнĕ, паллах, урăх никампа та мар, Анатолипе Надежда Никитинсемпе çыхăннă. Ятне Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер сĕннĕ те — чаплă ятлă карап инçе ишеве тухнă. Паянхи чăваш эстрадинчи артистсен çурри çак ушкăнра пултарулăхне аталантарнă, пысăк сцена çинчи пирвайхи утăмĕсене тунă. «Янташпа» ĕçленĕ хушăрах Никитинсем чăвашсен паллă поэчĕсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Вĕсене хисеп туса чăваш халăхĕшĕн пĕр ывăнмасăр тăрăшакан мăшăр ЮТВ телеканалпа уйрăм проект пуçарчĕ. Республикăри хăйсемпе пĕр сукмакпа утакан искусство çыннисем çинчен телекăларăмсен ярăмĕнче каласа кăтартаççĕ. Малашлăхшăн тăрăшнипех вĕсем «Юрла, чăваш» конкурс йĕркелерĕç, чăваш çамрăкĕсен çĕнĕ йышне куракан умне кăларчĕç. Çапла, çамрăк чухне Анатолий Никитина чикан майри çул çинче чарсах ăраскалне уçăмлатни тÿрре тухнă. «Вăхăт çитĕ, сана нумай-нумай çын пĕлекен пулĕ. Хăвăн талантупа эсĕ пысăк ят-сум çĕнсе илĕн», — тенĕ вăл. Тĕрĕсех каланă чикан майри, тĕрĕсех. Акă, Анатолий Никитинăн 70 çулхи юбилейне халалланă пултарулăх каçне те унăн пур пĕртăванĕ кăна мар, республикăн, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем те пухăннă. Пултаруллă композитора, юрăçа саламлама, тав тума…

Мускав. Çĕршывăмăрăн тĕп хулине çитиччен Вăрнар районĕн каччи Анатолий Никитин Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче ăсталăхне туптанă. Шкула кайичченех, 5 çулта чухне, хăйсен ялĕнчен тухнă мусăкçă баяна питĕ ăста каласа тĕлĕнтернĕренех вăл малтан мала ăнтăлнă. Çав баянист пекех профессионал пулас тесе Н.К.Крупская ячĕллĕ Мускав патшалăх культура институтне вĕренме кĕнĕ. Педагогсем консерваторири пекех çирĕп ыйтнă пулин те Анатолий Никитин хăйĕн профессийĕпех ĕçлеме май тупнă. Мускав облаçĕнчи Химки хулинчи культура çурчĕн халăх ятне тивĕçнĕ пултарулăх ушкăнĕнче аккомпаниаторта вăй хунă. Пирвайхи шалупа студие ятарласа кĕрсе сăн ÿкерĕннĕ. Çав сăн ÿкерчĕкре сăнланнă 21 çулти Анатолий Никитинăн пуçĕнче шухăшсен тĕпсĕр авăрне асăрхама-туйма пулать.

Шупашкар. Чăваш Енĕн тĕп хулине таврăнсан çамрăк специалиста культура училищине янă. Преподавательте ĕçлесе ăсталăхне сая ярас темен Анатолий Никитич — баян калас килнипех Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне куçнă. Хăйĕн кун-çулĕн 12 çулне панă вăл çак ушкăна, çав хушăра мĕнле кăна интереслĕ самант пулман-ши? Пĕри 1974 çулта чăв а ш с е н п а л л ă п и с а т е л ĕ с е м п е юрăçсенчен йĕркеленĕ агитбригадăпа яла халăхпа тĕл пулма кайсан ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕкре сăнланса юлнă. Унччен маларах çарта та пулнă вăл — Куйбышеври /халĕ Самар хули/ Атăлçи çар округĕн ансамбльне лекнĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи мĕн пур региона самолетпа вĕçнĕ, концертсем лартнă.

Пĕртăвансем. Никитинсен юрра-ташша ăста ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсемпе хĕрĕсене те музыкăна юратма вĕрентнĕ. Çак ăсталăх вĕсене юнпа та куçнă. Юрий музыка енĕпе ятарлă пĕлÿ илнĕ, Ямал-Ненец автономи округĕнче пурăннă май пултарулăх ушкăнне ертсе пырать. Людмила Хусан патшалăх консерваторийĕн балалайка класне пĕтернĕ, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче тăрăшать… Акă вĕсем — ултă пĕртăван Анатолий, Юрий, Тамара, Сергей, Людмила, Михаил — пирĕн çине тинкереççĕ. Улттăшĕ те тĕрлĕ музыка инструменчĕ калаççĕ. Шел, пурнăçра çухатусăр пулмасть. 1986 çулта Никитинсем ашшĕне яланлăхах çухатнă. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă-скерсем çывăх çыннине юлашки çула ăсатма тăван тăрăхĕнче пухăннă, çавăн чухнех асăнмалăх пĕрле сăн ÿкерĕннĕ.

Çемье. Анатолий Никитин композиторшăн çемье яланах çирĕп тыл вырăнĕнче. Кун-çулне Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче преподавательте ĕçленĕ вăхăтра çавăнтах вăй хуракан, Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ сăпайлă пикепе Надежда Вазяковăпа çыхăнтарни ăна гениллĕ произведенисем, халăх юратакан юрăсем хайлама çунатлантарнă, халĕ те çунатлантарать. Çемьене «çĕнĕ кайăк» килни, хĕрĕ Светлана йăл кулма, утма-калаçма тытăнни — паянхи кун та вĕсен куçĕ умĕнче. Ача çуратнă хыççăн сакăр кунранах Надежда Ивановна больницăна лекнине, Анатолий Никитич тин çуралнă ачапа килте пĕр уйăхлăха пĕччен юлнине епле асран кăларăн тата? Общежитире пурăнакан, виçĕ ĕçре вăй хуракан çемье пуçĕ йывăрлăхра хуçăлман. Кăкăр ĕмĕртме çамрăк амăшне те тупнă, больницăра сипленекен арăмне те хавхалантарса тăнă. Сăн ÿкерчĕкре — çамрăк мăшăр пĕчĕк хĕрĕпе Светланăпа 1985 çулта. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Никитинсен сăн ÿкерчĕкĕсен альбомĕсене Дмитрий МОИСЕЕВ пăхнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.