Комментари хушас

29 Ноября, 2018 | Экономика | форумсем

Паян Шупашкарта «Ăнăçлă бизнесăн çул-йĕрĕ тата практики» регионсен хушшинчи XIV форум иртет. Ăна Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне тата Европăри пахалăх эрнине халалланă.

Асăннă мероприяти республикăри чи паллă имидж мероприятисенчен пĕри шутланать. Ăна Чăваш Енре çулсеренех йĕркелеççĕ. Форум ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту - илÿ министрĕ Владимир Аврелькин, Пĕтĕм Раççейри пахалăх организацийĕн президенчĕ Геннадий Воронин, ЧР суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Чулхула, Самар, Ĕпхÿ, Екатеринбург эксперчĕсем, Чăваш Енри паллă предприятисемпе организацисен ертÿçисем, аслă шкулсен преподавателĕсемпе студентсем хутшăнчĕç.

«Чăваш Енре бизнес тата влаç органĕсен ĕçченĕсен хушшинче туслă çыхăну йĕркеленĕ. Республикăра бизнеса аталантарма условисем лайăх. «Раççейри чи лайăх 100 тавар», «Чăваш Республикинчи пахалăх марки» конкурссене хутшăнакансен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Эпир ытти регионсенчен вĕренсе пыратпăр. Хамăр опытпа та паллаштаратпăр. Кун пек тĕл пулусем йĕркелени пуриншĕн те усăллă», - палăртрĕ Михаил Васильевич. Пленарлă ларура «Раççейри чи лайăх 100 тавар», «Чăваш Республикинчи пахалăх марки» конкурссен çĕнтерÿçисене чысларĕç. Паянах Чăваш наци библиотекинче, тĕрлĕ организацире бизнес сферинче ĕçлекенсем валли семинарсем, «çавра сĕтелсем» йĕркелĕç.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Исключить из Яндекс-Новостей: