Комментари хушас

29 Чÿк, 2018

Владимир Кузьминăн «Тымар» романĕ пичетленнĕ

Чăваш кĕнеке издательствинче Владимир Кузьминăн «Тымар» романĕ пин экземпляр тиражпа пичетленсе тухнă.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова пĕлтернĕ тăрăх, роман виçĕ пайран тăрать. Çĕнĕ кăларăмра чăваш ялĕ, унта пурăнакансен кун-çулĕ тĕп вырăн йышăнать. Çĕршыври улшăнусем вăхăтĕнче ялти яш-кĕрĕм хуланалла талпăнать. Хайлаври тĕп сăнарсем – Салакайăксен йăхĕнчи çынсем. Кĕнекери тĕп темăсенчен пĕри - таса юрату.

Кĕнеке редакторĕсем – Е.Ю. Ивановăпа В.Н. Алексеев. Ÿнерçи – С.В. Гончаров.

www.hypar.ru

 

Рубрика: