Комментари хушас

6 Çĕртме, 2014

«Буревестникра» - улттăмĕш хут

Çĕртмен 4-мĕшĕнче çамрăксем çулталăкĕпех кĕтнĕ форум уçăлчĕ. «Çамрăксен хули - 2014» кăçал улттăмĕш хут ĕçлет. Раççей регионĕсенчен тата Чăваш Енри тĕрлĕ кĕтесрен 1200 яш-хĕр Атăл леш енчи «Буревестник» кану базине пухăнчĕ. Вĕренÿ форумне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата мăшăрĕ Лариса Юрьевна килсе çитрĕç.

- Çамрăксен вĕренÿ форумĕ республика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Паянхи обществăра çамрăксем, вĕсен шухăшĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çавăнпа та кашни яш-хĕрĕн хăйне шанмалла, çирĕп кăмăллă пулмалла. Раççей пуласлăхĕ - пуçаруллă çамрăксенче. Паянхи пасар экономикинче пуçаруллă, ĕçчен яш-хĕр кирлĕ. Çак форум сире пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупма, професси, пултарулăх енĕпе ÿсме пулăшасса шанатăп. Кунта сирĕн паллă çынсемпе тата пуçаруллă çамрăксемпе паллашма май пур. Раççейри тата республикăри экономикăпа ытти тытăм аталанăвĕ сирĕнтен килет, - терĕ Михаил Васильевич форума уçăлнă ятпа саламласа. Вăл Самар облаçĕнче РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулăшăвĕпе иртекен «iВолга - 2014» форума хутшăнакансене хăйсен проекчĕсене ăнăçлă хÿтĕлеме сунчĕ.

Çавăн пекех пухăннисене ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, «Эверест» АХО тĕп директорĕ Николай Герасимов, форум ертÿçи Эльдар Черкесов саламларĕç. Хисеплĕ хăнасем «Çамрăксен хулине» экскурсие тухрĕç. Атăл хĕрринчи лаптăкра пурте пĕрле сăн ÿкерĕнчĕç. Михаил Васильевич журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май çакна пĕлтерчĕ: унăн ывăлĕ те ыттисем пекех Атăл леш енче канать. ЧР Пуçлăхĕ çакăн пек форумсем вăл хăй шкулта, аслă вĕренÿ заведенийĕнче вĕреннĕ чухне пулманнине палăртрĕ, «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисене çеç хутшăнма май килнĕ. Хальхи çамрăксем валли аталанмалли меслет нумай, çавăнпа та вĕсем ку енчен телейлĕрех. «Уçă диалог» вĕренÿ лапамĕнче Михаил Васильевич çамрăксен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Республикăн экономика аталанăвĕ, предпринимательлĕх, çамрăксем яла таврăнманни, туризм, вĕренÿ, спортпа культура, экологи тата ытти ыйту тавра калаçу иртрĕ.

Форумра ытти çулсенчи пекех пилĕк лапам ĕçлĕ: «Арт-тăваткал», «Инфоюхăм», «Ырăлăх технологийĕ», «Эсĕ - предприниматель», «Çĕнĕ чăнлăх». «Çамрăксен хули - 2014» çĕртмен 8-мĕшĕнче хупăнĕ. Çав кун РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова килĕ.

 Алена АЛТУХОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.