Комментари хушас

 Динара Бикбулатова Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ялĕнчен. Ашшĕ, Динар Ильтизерович, тутар. Амăшĕ, Оксана Васильевна, белоруси пики. Динара вара тутарла, вырăсла калаçнисĕр пуçне чăвашла та пуплет.

 Виçĕ çул пирĕн садике çÿ-ресе чăваш чĕлхине самаях ăша хыврĕ. Маттур хĕр ача, мĕн каланине самантрах пурнăçлать. Лăпкă та мал ĕмĕтлĕс-кере çак таранччен пĕрре те асăрхаттарса курман эпĕ. Акă нумай пулмасть виçĕ çаврăмлă сăвă пăхмасăр вĕренме парса ятăм. Палăртнă кун çитичченех пурнăçланă ăна вăл. Тĕлĕнсе кайрăм. «Хам тĕллĕнех вĕрентĕм, никам пулăшăвĕсĕрех», - терĕ сăпайлăн çеç. «Мĕнле апла/» - кăсăклантăм самантрах. «Ара, эпĕ вулама пĕлетĕп вĕт-ха. Аннене кансĕрлес темерĕм. Ахаль те ĕçĕ нумай унăн», - пулчĕ кĕске хурав. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать вăл, - терĕ Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк ача сачĕн воспитательници Любовь Вениаминовна Богатырева.

Çиччĕри Динара кăçал пĕрремĕш класа кайĕ. Хĕр ача шкулта та «5» паллăпа кăна вĕренессе чунĕпе туять Любовь Вениаминовна. «Лаша пуласси тихаран паллă текен каларăша ахальтен каламан ĕнтĕ. Пĕчĕклех пултаруллă. Кайран та ашшĕпе амăшне çитĕн-терÿпе савăнтаратех», - тет вăл.

Динара пурне те юратать: ашшĕпе амăшне, тăваттăри Айдар шăллĕне, асламăшĕпе çĕр çулалла кармашакан мăн асламăшне те. Амăшĕ енчи тăванĕсемшĕн те питĕ тунсăхлать. Кашни çуллах çемйипех Белоруссине каяççĕ Бикбулатовсем.

- Анне, хăнара аван та, килте тата лайăхрах. Кирек мĕн каласан та хам çуралнă тăрăхран хакли нимĕн те çук. Кунти улăх-çаранĕ, пĕви-кÿлли, ырă кăмăллă туссем яланах кăмăла çĕклеççĕ. Варкăш сывлăшĕ уйрăмах килĕшет мана. Çут çанталăк ытамĕнче пулма çав тери килĕшет. Çавăнпа çак илеме шурă хут çине ÿкерме кăмăллатăп, - тет вăл аякран таврăннă хыççăн.

Çав тери хитре юрлать Динара. Ташша та ăста. Пур енлĕ талантлă хĕр ачана пурте хисеплесе юратаççĕ.

Элиза ВАЛАНС.

Элиза ВАЛАНС.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.