Учитель те дирижер евĕрех
«Енчен те учитель шкула килет те каять, урока ячĕшĕн ирттерет пулсан ăна сехетсем памасан та пултараççĕ. Çавăнпа паян чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен хушшинче хăйне евĕр конкуренци палăрать. Ашшĕ-амăшĕ вĕрентекене кура тăван чĕлхене суйлать», — тет Шупашкарти 40-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе тăван ен культурине вĕрентекен Александр Степанов.
Александр Марсович нумаях пулмасть
чыславран таврăннă — вăл Пĕтĕм Раççейри
тăван чĕлхе учителĕсен «Кĕмĕл перо» ăста-
лăх класĕнче гран-при çĕнсе илнĕ.
«Ку конкурса 2007 çултанпа ирттереççĕ.
Вăл темиçе тапхăрпа пулать. Малтан-
хинче тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем хăй-
сен пултарулăхĕпе республика шайĕнче
паллаштараççĕ. Çĕнтерÿçисем Раççейĕн
тĕп хулине каяççĕ. Унччен темиçе тапхăр
тухмалла. 10 минутлă видеороликре урок
сыпăкне кăтартмалла, мĕнле мелсемпе,
технологисемпе усă курнине уçса памалла.
Эпĕ çав урока 3-мĕш классемпе хатĕрлерĕм.
Ун хыççăн «Педагогикăри тухăçлă мелсем»
эссе çыртăм. Унта урокăн шухăшĕ мĕнре
пулнине тĕплĕн уçса патăм, схема тусах
палăртрăм. Тĕп вырăнта культурăсен хут-
шăнăвĕ пулмалла. Тĕрлĕ методика кăтар-
тăвĕпе, статьясен пуххипе паллаштартăм.
Çак конкурса хутшăнма 700 ытла çын ыйт-
са çырнă, вĕсенчен 30 çынна суйласа илнĕ.
Ăмăрту чÿк уйăхĕн 14-15-мĕшĕсенче иртен
пуçласа каçчен иртрĕ. Кашни педагога хăйĕн
пултарулăхĕпе паллаштарма 15 минут уй-
ăрчĕç. 10 минутра урок кăтартмаллаччĕ,
ăна ăнлантарса памаллаччĕ, 5 минутра чă-
ваш тумĕ çинчен пĕлтермеллеччĕ. Çав вă-
хăтрах методика кăтартăвĕсен куравне те
йĕркелеме тиврĕ. Выставкăра ĕç-хĕлĕн,
пурнăçăн тĕп шухăшне уçса патăм. Эпĕ кун-
та Иван Яковлевăн сăмахĕсемпе усă куртăм:
«Тăван чĕлхе — халăхăн ăс-хакăл пуянлăхĕ».
Ятарлă баннерта курăмлă ĕçсене палăр-
трăм. Çав шутра — шкулсенче этнолагерь-
сем уçни, «Хавал» общество пĕрлешĕвĕнче
вĕрентÿçĕ волонтер пулни, диаспорăри ача-
сене чăваш чĕлхи вĕрентни, «Шуçăм» фоль-
клор ушкăнне çÿрени тата шкулта халăхсен
йăли-йĕркине çĕнĕрен чĕртсе тăратни», —
каласа кăтартрĕ вĕрентекен.
Александр Степанов 2005 çултанпа учи-
тельте ĕçлет. Маларах вăл Муркаш районĕ-
нчи Калайкасси шкулĕнче вăй хунă. Çÿлерех
асăннă конкурса 2005 çулта та хутшăннă. Ун
чухне вăл пĕрремĕш вырăн йышăннă. Халĕ
те пултарулăхпа ăсталăх ăмăртăвĕнче чи
çÿллĕ пусма çине хăпарнă.
«Эпĕ Шупашкарти 40-мĕш шкулта
иккĕмĕш çул кăна ĕçлетĕп. Хула ачисене
вĕрентсе хама тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Ял
ачисемпе хуларисен хушшинче уйрăмлăх
сахал. Ача ялта та ачах, хулара та. Ялта
вĕренекен сахалрах, кунта нумайрах. Уй-
рăмлăхĕ çавăнта кăна. Ялта тăван чĕлхе-
пе калаçакан ачасене вĕрентетĕн, хула-
ра чăвашла пуплеменнисемпе ĕçлетĕн.
Хула шкулĕнче чăваш чĕлхипе пĕлÿ парас-
си çăмăлах мар. Маларах эпир 25 ачаран
ытларах классене икке пайланă. Кăçалтан
30 ачапа ĕçлетпĕр. Чĕлхене вĕрентнĕ чух-
не класра çакăн чухлĕ вĕренекен пул-
ни, паллах, питĕ йывăр. Апла-и, капла-и —
эпир пĕрех хамăр предмета тĕплĕ вĕрент-
ме тăрăшатпăр. Паллах, пĕр урокра пур-
не те калаçтарма йывăр. Апла пулин те
тĕрлĕ май шыратпăр, урокра кашни ачанах
ĕçлеттерме тăрăшатпăр. Чăваш чĕлхине
икĕ тĕрлĕ вĕрентетпĕр: тăван чăваш чĕлхи
тата патшалăх чĕлхи пек. Эрнере икĕ урок.
Хăшĕ-пĕрин чĕлхе — пĕр урок, тепри — тă-
ван ен культури. Тăван вырăс чĕлхине суй-
ланисем вырăс чĕлхи тата тăван ен куль-
тури вĕренеççĕ. Ĕçлес текен валли çăмăл-
лăх нихăçан та çук. Пирĕн тĕллев — ачасе-
не чăвашла калаçма хăнăхтарасси. Ялта та
вĕренекенсен пуплевне аталантаратăн, çав
вăхăтрах чĕлхене тĕплĕн вĕрентетĕн. Кун-
та пирĕн ĕçĕн кăтартăвĕ – калаçма хăнăх-
тарни. Класс ертÿçи пулнă май 3-мĕшсем-
пе чĕлхене вĕрентессипе тĕллевлĕн, ытла-
рах ĕçлетĕп. Тăван ен культурине вырăс-
ла вĕрентетпĕр. Пирĕн шкулти 1200 ача-
ран 150-шĕ кăна тăван вырăс чĕлхине суй-
ласа илнĕ. Вĕсем те тăван ен культурине
вĕренеççĕ. Куратăр ĕнтĕ: чăваш чĕлхине
суйлакансен проценчĕ пирĕн шкулта пысăк.
Кунта, паллах, вĕрентекенсен тÿпи пысăк.
Халĕ нумай ĕç-пуç администрацирен килет.
40-мĕш шкулăн ертÿлĕхĕ тăван чĕлхене çав
тери хисеплет. Вĕсем ашшĕ-амăшне чăваш
чĕлхине мĕншĕн суйламаллине питĕ тĕплĕн
ăнлантарса пачĕç. Пуçламăш классенче
100 проценчĕпех чăваш чĕлхине суйласа
илчĕç», — пĕлтерчĕ Александр Марсович.
Александр Степанов ача чухне учитель
пуласси пирки шухăшламан та. Иккĕмĕш
класранпа Шупашкарти Г.Лебедев ячĕллĕ
лицейĕн музыка уйрăмĕнче вĕреннĕ. Чăваш
чĕлхипе литературине пĕлÿ панă Геронтий
Никифоровăн сĕнĕвĕпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ
Чăваш патшалăх университечĕн чăваш фи-
лологийĕпе культура факультетне вĕрен-
ме кĕнĕ. Каярахпа пĕлĕвне аспирантурăра
ÿстернĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патша-
лăх педагогика университечĕн ют чĕлхесен
факультетĕнче вĕреннĕ. Сăмах май, шкул-
та вăл акăлчан чĕлхи те вĕрентет.
«Диплом илнĕ хыççăн шухăшларăм та —
ялти шкула ĕçлеме каяс терĕм. Йăх-несĕл
витĕмĕ те пулчĕ пуль. Мĕншĕн тесен ма-
нăн кукаçипе асатте иккĕшĕ те вĕренте-
кен пулнă. Асатте пуçламăш классене пĕлÿ
панă, кукаçи аслă классене физика, мате-
матика, истори, общество вĕрентнĕ. Музы-
кăна вĕренни кирек кама та яланах усă па-
рать. Мускавра иртнĕ конкурсра эпир чă-
ваш тумĕпе паллаштарма юрласа тухрă-
мăр. Мăнкунра пăтă çиме хăнаран хăнана
çÿренĕ вирьял юррине шăрантартăмăр. Чă-
ваш наци çи-пуçĕпе паллаштарнине «Ла-
шисене шăварнă» юрăпа вĕçлерĕмĕр. Вăл
— сыв пуллашу юрри. Вĕрентекен — хăйне
евĕр дирижер та. Музыкăна пĕлмесĕр ди-
рижер пулаймастăн. Вĕрентекенĕн темĕн
тума та пĕлмелле. Вăл — универсаллă про-
фесси. Наукăна та тарăннăн пĕлмелле, юр-
ламалла, ташламалла… Пур енлĕн аталан-
малла. Çавăн чухне кăна эсĕ кăсăклă вĕрен-
текен пулаятăн. Çавăн пек чухне кăна тăван
чĕлхе вĕрентекенĕсем конкурентлă пулма
пултараççĕ», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ
ĕçне чунтан парăннă учитель.
Юрра-ташша ăста Александр Степа-
нов «Шуçăм» фольклор ушкăнне çÿреме те
вăхăт тупать. Хальлĕхе çемье çавăрман.
«Манăн арăм — шкул», — шÿтлет вăл. Алек-
сандр Марсович малашне те пĕлÿ çуртĕ-
нчех ĕçлесшĕн. Хăйĕн вĕренекенĕсем чă-
вашла тĕрĕс те яка калаçма хăнăхасса, тă-
ван чĕлхепе кулленхи пурнăçра усă курас-
са шанса тăрать вăл. Малалла вулас...