Комментари хушас

24 Чÿк, 2018

Уявра амăшĕсене чысларĕç

Çулленех чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче уявлакан Амăшĕн кунне кăçал "Чувашиякурорт" санаторире анлăн палăртрĕç.

Капăр тумлă залра хаваслă кĕвĕ янăрать. Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн районсенчи уйрăмĕсенчен килсе çитнĕ амăшĕсем вырнаçса пĕтсенех асăннă союз председателĕ Алевтина Федорова сăмах илчĕ. "Анне... Мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмах вăл. Калаçма вĕренекен ача çак сăмаха чи малтан асăнать, - палăртрĕ Алевтина Николаевна. - Анне пуриншĕн те чи хаклă та çывăх çын. Республикăра хĕрарăмсем хутшăнмасăр пĕр мероприяти те иртмест. Вĕсене кирек мĕнле ĕçре те тĕл пулатпăр".

Алевтина Федорова Ача амăшĕн институтне аталантарма пулăшнăшăн республика ертÿçине тата Министрсен Кабинетне тав турĕ.

Зала пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕн ячĕпе вице-премьер - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев хĕрÿллĕн саламларĕ. Патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине пула республикăра юлашки пилĕк çулта нумай ачаллă çемьесем 1,5 хут хушăннине палăртрĕ.

Савăнăçлă мероприяти ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Егорова, Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов, ЧР Пуçлăхĕн мăшăрĕ Лариса Игнатьева хутшăнчĕç.  "Хĕрарăмсен çулталăкри чи лайăх канашĕ" конкурс çĕнтерÿçипе  кашни номинацийĕн (вĕсем пиллĕк) лауреачĕсене чысларĕç.

Уяв концертпа вĕçленчĕ.

www.hypar.ru

Теги: