Комментари хушас

23 Чÿк, 2018

Сергей МУЛЕНДЕЕВ: Мĕн ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ

Чăваш Енĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хулари стоматологи поликлиникин тĕп врачĕн медицина енĕпе ĕçлекен заместителĕпе Сергей Мулендеевпа хăйĕн çинчен ытларах калаçма темле тăрăшсан та больница, ĕçтешĕсем, чăваш стоматологийĕнчи çĕнĕлĕхсем пиркиех сăмахларĕ. Суйланă профессие чунтан кăмăлласа тата пациентсене юратса ĕçлекен çын урăхла пултараймасть пуль çав. Чăваш Енри паллă стоматолог, имплантолог раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче 50 çул тултарĕ.

Йăхра тухтăрсем пулман

– Сергей Васильевич, ача чухне пирĕнтен чылайăшĕ шăл тухтăрĕнчен хăранă. Çав профессие мĕншĕн суйлас терĕр?
– Эпĕ мĕн ачаран тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Шкул пĕтериччен кăшт маларах, 1985 çулта, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче стоматологи уйрăмĕ уçăлчĕ. Ăна çĕнĕ направлени тесе суйларăм.
Врач пулас шухăш çапах та епле çуралчĕ?
– Пирĕн йăхра тухтăрсем пулман. Атте Василий Степанович вырăнти хуçалăхра бригадирта, склад заведующийĕнче ĕçленĕ. Анне Таисия Никандровна шкулти библиотекăра, лавкка заведующийĕнче тăрăшнă. 2000 çулта вăл, шел те, пирĕнтен ĕмĕрлĕхе уйрăлчĕ. Халĕ Мускавра пурăнакан Марина аппа – медицина сестри. Ун çулĕпе туртăнтăм-ши?.. Манран пилĕк çул кĕçĕн шăллăм Владимир та Патăрьелти больницăра шăл техникĕ пулса ĕçлет.
Тухтăрсем учительсем пекех – ялта хисеплĕ çынсем. Шурă халатлисен ретне тăнăшăн пачах та ÿкĕнмен-и?
– Нихăçан та, пĕр самантлăха та. Юратсах вĕреннĕ. Пĕрремĕш курс хыççăн хĕсметре Камчаткăра пултăм. Çартан таврăнсан вĕренĕве малалла тăсрăм. Иккĕмĕш курс хыççăн республикăн 1-мĕш клиника больницинчи йышăну уйрăмĕнче медбратра тăрăшма пуçларăм.

Ĕçлесе вĕренни пулăшрĕ

– Студента укçа çитменрен-и е опыт пухассишĕн-и?
– Ытларах опыт пухассишĕн паллах. Мана, виççĕмĕш курс студентне, операци тума шанатчĕç. Суран çĕлеттĕм кăна мар, янах шăммине шина лартаттăм. Ĕçе епле пурнăçланине врач пăхса тăнă паллах. Ĕçлесе вĕренни питех те пулăшрĕ. ЧПУн стоматологи факультетне уçнă медицина наукисен докторĕ Фидагий Хамитов профессор ординатурăна сăмахсăрах илчĕ. Унта янах шăммин хирургийĕн кафедринче вĕрентĕм.
Хамитовпа эсир ăслăлăх статйисем те çырнă…
– Çапла. Фидагий Сабирович витĕмĕпе наукăпа интересленме пуçларăм.
Ĕçлеме пуçланă малтанхи тапхăрта юнран хăраман-и?
– Хирургăн хăйне евĕрлĕхĕ – юнран хăраманни. Чăх пусма хăрушă пек, пациента операци тунă чух киленĕç илетĕн, мĕншĕн тесен вăл çыншăн усăллине пĕлетĕн.
Сирĕн вĕрентекенĕрсем Мускаври, Хусанти аслă шкулсенче пĕлÿ илнĕ специалистсем пулнă-тăр…
– Ăслăлăх ертÿçи пулнă Фидагий Хамитов Хусантан килнĕ. Республикăн 1-мĕш клиника больницинчи янах шăммипе пит хирургийĕн уйрăмĕн /медбрат пулнă чух çавăнти операцисене хутшăннă/ заведующийĕ Владимир Вакатов та Хусантанччĕ.
Ординатурăра юлашки курсра вĕреннĕ чухне Шупашкарти Мускав районĕн стоматологи поликлиникинче стоматолог-хирург пулса тăтăм. Часах Любовь Любовцева профессор ертсе пынипе шăл имплантологийĕпе медицина кандидачĕн ятне хÿтĕлерĕм.
Апла эсир Чăваш Енри чи малтанхи имплантологсенчен пĕри…
– Çапла теме те юрать. 1997 çулта пĕрремĕш имплантанта, икĕ шăла, стоматологи уйрăмĕн заведующийĕпе Эмилия Вакатовăпа 3 сехет çурă лартнăччĕ. Паян çав ĕç валли 20 минут кирлĕ. Унтанпа оборудовани, технологи, ĕç меслечĕсем тĕпрен улшăннă.
Хулари стоматологи поликлиникине Владимир Викторов /халĕ вăл – Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕн министрĕ. – В.Э./ ертсе пыма тытăнсан стоматологи уйрăмах вăйлă аталанса кайрĕ, пултаруллă стоматологсен команди пухăнчĕ. Пурте пĕрле тăрăшса ĕçленипе çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. Паян пирĕн тытăмра, тĕп офиса шутласан, тăхăр поликлиника. Хулари çĕнĕ микрорайонсенче те филиалсем уçрăмăр.
Эсир тÿлевлĕ пациентсене кăмăллатăр-и е патшалăх шучĕпе сипленме пыракансене те ăшшăн кĕтсе илетĕр-и?
– Чи малтанах эпир – тухтăрсем. Пирĕн пахалăхлă пулăшу кÿмелле. Тÿлевлĕ-и, тÿлевсĕр-и – оборудовани уйрăлса тăмасть. Обязательнăй медицина страхованийĕ саплаштарманнишĕн: шăл лартнишĕн, имплантантшăн, микроскоппа сипленишĕн – çынсен укçа тÿлеме тивет. Мĕн тăвăн, пирĕн çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртмелле, тĕнчерисенчен те юлма юрамасть.

Конкуренци кирлех

Шупашкартах уйрăм çынсен стоматологи поликлиники чылай. Вĕсем сирĕнтен вĕренеççĕ-и е эсир вĕсенчен-и?
– Конкуренци пурри питех те лайăх. Çакă пĕр-пĕринчен юлмасăр ăнтăлма хистет. Вĕсем пире кура талпăнаççĕ.
Пирĕн пата хамăр çĕршыври ученăйсем çеç мар, чикĕ леш енчисем те килеççĕ. Чăваш стоматологийĕн шайне вĕсем пысăка хурса хаклаççĕ.
Пирĕн поликлиникăсенче ĕçлекенсем татти-сыпписĕр вĕренеççĕ. Хамăр патра вĕренÿ центрĕ пур. Мускаври, Питĕрти, ытти хулари паллă профессорсене чĕнсе илетпĕр, çĕнĕлĕхсене вĕсем вĕрентеççĕ. Ют хулана кайса ăсталăх шайне ÿстерсе килнĕ хамăр стоматологсем те пĕрле ĕçлекенсене çĕнĕлĕхе хăнăхтараççĕ.
Пирĕн вĕрентекенĕмĕрсенчен пĕрисем – РФ Президенчĕн Ĕçсен управленийĕн тĕп стоматологĕ Федор Лосев профессор тата Мускав облаçĕнчи М.В.Владимирский ячĕллĕ наукăпа тĕпчев клиника институчĕн ортопеди стоматологийĕн кафедрин профессорĕ Алексей Шарин.
Имплантантсене тепĕр клиникăсенче ĕмĕрлĕх тесе рекламăлаççĕ те, анчах суяççĕ. Имплантанчĕ ĕмĕрлĕхе, тен, çитĕ-ха. Анчах çынра вăл ун чухлĕ ниепле те çирĕпленеймест. Малалла вулас...

Вера ЭВЕРККИ калаçнă. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.