Комментари хушас

23 Чÿк, 2018

Савиновсемшĕн Аслă Арапуç – тĕнче кăвапи

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пĕрремĕш кунран пуçласа 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕчченех çапăçнисем Шупашкарта паян 30-ăн пурăнаççĕ. Вĕсенчен чи асли — Георгий Савинов. Георгий Иванович 100 çула пуснă. Сăмах май, вăл çуралса ÿснĕ ялта, Патăрьел районĕнчи 1100 çынлă Аслă Арапуçра, вăрçă ветеранĕ юлман. Георгий Иванович пек 10 теçетке çула хыçа хăварнисем те çук. Георгий Ивановичăн мăшăрĕ Антонина Ивановна та (вăл кĕçех 95 тултарать) фронтра пулнă. Антонина Янаслова та (хĕр чухнехи хушамачĕ) — Аслă Арапуç ялĕнченех. Савиновсем — Чăваш Енре 1941-1945 çулсенчи хаяр вăрçăра упăшки те, арăмĕ те паттăррăн çапăçнă пĕртен-пĕр мăшăр паян. Пĕр-пĕринпе 72 çул килĕштерсе пурăнакан тĕлĕнмелле çемьере çак кунсенче пулса куртăм. Антонина Ивановнăпа Георгий Иванович ăш пиллĕн йышăнчĕç, хăйсен çăмăл мар шăпине аса илчĕç.

Нимĕçсем У-2 самолетран хăранă

«Эпĕ 1919 çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесне кĕрекен Аслă Арапуç салинче çуралнă. Эпир Йĕкĕр çырма урамĕнче, халĕ ăна Хăрахкас теççĕ пулас, пурăннă. Хут çинче — Буденăй урамĕ. Ăратне пысăкчĕ пирĕн. Паян та ялта Савиновсем йышлăн. Атте ăста платник, столяр пулнă. Анне Ольга Чарова Пăлапуç Пашьелтен качча килнĕ. Çемьере эпир тăваттăн — виçĕ ывăлпа пĕр хĕр – çитĕннĕ. Аслă Арапуçра паян шăллăмсенчен чи кĕçĕнни Николай Иванович пурăнать. Вăл та сакăр вуннăран иртнĕ. Вăталăх шăллăм Леонид Иванович — Ишлĕ Шетмĕре. Йăмăкăм Нина пурнăçран уйрăлчĕ ĕнтĕ. Ача чухне эпĕ сĕре тытăнчăклă калаçнă. 3-мĕш класчен урокра хуравлама йывăрччĕ. Пуçра пур, анчах каласа яраймастăм. Вырăнта ташласа тăраттăм. Ăсра юрлаттăм. Каярахпа иртсе кайрĕ çак амак. 1937 çулта Аслă Арапуç шкулĕнчен «5» паллăсемпе вĕренсе тухрăм», — аса илчĕ Георгий Иванович.

Ăна, çивĕч ăслăскере, пĕлÿ çуртĕнче учительсем çитменрен математика вĕрентме хăварнă. 1940 çулхи нарăс уйăхĕнче ăна çара илнĕ, Иркутскри авиаципе техника училищине вĕренме янă. 1941 çулхи çу уйăхĕнче Георгий Савинов асăннă çар училищинчен вĕренсе тухнă. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан мана авиадивизие илчĕç. Асăннă дивизире вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен пуçласа нимĕçсене çĕнтеричченех пултăм. Çурçĕр-Хĕвел анăç, I Белорусси фрончĕсенче çапăçрăм. Каçсерен бомба пăрахакан 242-мĕш авиаци дивизийĕнче авиамеханикчĕ. Мана эскадрилья командирĕн самолетне пăхса тăма шанчĕç. Шел, вĕсене штурманпа иккĕшне 1941 çулта нимĕçсем персе антарчĕç. Самолетсăр юлтăм. Ахăртнех, дивизи командирне, Абадин полковнике кăмăла килнĕ пулас эпĕ, вăл мана самолетне пăхса тăма хăй патне илчĕ. Эпир ăна «Батька», «Батька Суворов» теттĕмĕр. Вăл сăнĕпе Александр Васильевич пекехчĕ, хытанкаччĕ. Çивĕч те йăрăччĕ. Эпир Александр Суворова курман паллах, анчах ун пирки вуланипе, каласа панипе пĕр килетчĕ. Шел, Абадина фашист 1943 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче персе антарчĕ. Вăл штурмансăрах, хăй вĕçетчĕ», — ассăн сывларĕ ватă.

Тин кăна юнашар пулнă çынна çухатасси, паллах, çав тери хăрушă туйăм. Çакна тÿссе ирттерме, малалла кайма тивнĕ вĕсен. «Ун хыççăн Алинин полковник мана хăйĕн патне илчĕ. Çапла, вăрçă вăхăтĕнче виçĕ командир пулчĕ манăн. Пĕри — капитан, иккĕшĕ — полковниксем /Георгий Иванович командирĕсене питĕ ăшшăн аса илчĕ, вĕсем пирки сăмах вакланă май куçĕ çуталчĕ. — Авт./. Пирĕн дивизире ентешсем çукчĕ. Анчах тăван чăваш çĕрĕ мана куллен салам яратчĕ. Чăваш Ен фронта У-2 самолетсемпе тивĕçтеретчĕ. Вĕсене пирĕн дивизие те илсе килетчĕç. У-2-рен нимĕçсем вилĕм пекех хăратчĕç», — пытармарĕ Георгий Иванович.

Çапăçу хирĕнче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Георгий Савинова II степень Тăван çĕршыв вăрçин тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе икĕ хутчен, Сталинăн Тав çырăвĕпе наградăланă. Хăрушă пĕр пулăма вара ветеран асĕнчен нихăçан та кăлармасть. «Эпĕ кун çинчен, каçарăр та, лăпкăн каласа параймастăп. /Шывланнă куçне шăлчĕ ватă. — Авт./. Польшăри Люблин хулине ирĕке кăларсан пире «Майданек» вилĕм лагерьне пăхма илсе кайрĕç. Кай, ытла та хăрушă вăл. Миçе çын пурнăçĕ татăлман- ши унта? Çар çыннисемпе салтаксем кăна мар, мирлĕ халăх та пулнă унта. «Майданек» лагерьте пирĕннисене кăна мар, Европăри халăха та çунтарнă. Чĕрĕ юлнисем патне те çывăха ямарĕç. Вĕсем çине пăхма хăрушăччĕ: ÿчĕпеле тирĕ кăначчĕ… Çынсене çунтарнă ултă кăмака мăрйисем халĕ те куç умĕнчех. Кĕлне çывăхри уй-хире кăларнă», — хурланăвне пытармарĕ вăрçă паттăрĕ.

Фронта кайнă чухне хăрама пĕлмен

Антонина Савинова /Янаслова/ учительсен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Иван Васильевич Чĕмпĕрти Иван Яковлев уçнă чăваш шкулне пĕтернĕ, Йĕпреçре роно пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Антонинăна, «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынăскере, пĕлÿ çуртĕнчех хăварнă. Хĕр кĕçĕн классене вĕрентме тытăннă. 1942 çулта хĕрсене те фронта илме пуçланă. Антонина Ивановнăн ячĕ те тухнă. «Астăватăп-ха: пирĕн ăратнери ватă, хушамачĕ Верликовчĕ унăн, мана çĕрле лашапа Канаша леçрĕ. Ун чухне транспорт çÿремен. Манран ытла мучи хуйхăратчĕ. «Сана, хĕре, çапăçу хирне епле ăсатас?» — вĕçĕмсĕр ассăн сывлатчĕ вăл. Эпĕ çамрăк пулнă, хама мĕн кĕтнине ăнланман та. Хăрама пĕлмен. Верликов мана çул тăршшĕпех шеллесе пычĕ. Эпĕ çакна яланлăхах астуса юлнă. Канашра пĕр çĕр каçнă хыççăн вăрçа илсе кайрĕç», — калаçăва сыпăнтарчĕ Антонина Ивановна. Вăл 887-мĕш артиллери полкĕн стрелоксен 324-мĕш дивизийĕнче связист, телефонист пулнă. Курск патĕнчи çапăçăва хутшăннă. Хотьково ялĕ çывăхĕнче сылтăм уринчен йывăр аманнă. Мускав тата Урал тăрăхĕнчи госпитальсенче 5 уйăх сипленнĕ хыççăн вăл киле таврăннă. Паттăр хĕре II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальпе наградăланă. Аслă Арапуçра пĕр вăхăт «Ударный» колхозра счетоводра ĕçленĕ, каярахпа тăван шкулĕнче кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. Вăрçă ветеранĕ, çамрăк учительница хăйĕн телейне тăван ялĕнчех кĕтсе илнĕ. Ку 1946 çулта пулнă. «Суран лайăх йăл илменрен эпĕ вăйлă уксахлаттăм. Хĕр тусăмсем каçсерен вăййа çÿретчĕç. Мана та чĕнетчĕç. Малтанхи вăхăтра эпĕ çамрăксен хыçĕнче пытанса тăраттăм… Кайран пĕрех мана малтисен ретне туртса кăларчĕç», — çамрăклăхне йăл кулăпа аса илчĕ Антонина Ивановна. Георгий çак тĕлпулăва кĕтнĕ-мĕн. Шăпах çавăн пек хĕре качча илме ĕмĕтленнĕ вăл.

«Çав çулсенче фронтра пулнă пикесем пирки темĕн те калаçатчĕç. Вĕсене бомбăпа та танлаштаратчĕç. Кун пирки шÿт те пурччĕ. Бомбăна тылра хатĕрлеççĕ, вăрçăра «сирпĕтеççĕ»-мĕн… Паттăр хĕрсене шеллеттĕм. Çавăнпа фронтра пулнă хĕре качча илес, кирек епле пулсан та унăн чысне хÿтĕлес терĕм. Çак тивĕçе эпĕ тивĕçлĕн пурнăçларăм тесе шухăшлатăп», — Антонина Ивановнăна ăшшăн ыталарĕ Георгий Иванович.

Паттăр хĕрпе каччă 1946 çулта çемье çавăрнă. Икĕ хĕре — Эсмеральдăпа Лилийăна — пăхса ÿстернĕ. Çемйипе Шупашкара пурăнма куçнă хыççăн Антонина Савинова 30-мĕш шкулта 40 çула яхăн кĕçĕн классене пĕлÿ панă. Тавра пĕлÿ ĕçне аталантарассипе нумай ĕçленĕ. Çамрăксене çарпа патриот воспитанийĕ парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн «Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ята, Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ.

Георгий Савинов 1945 çулхи чÿк уйăхĕнче вăрçăран таврăнсан халĕ Улатăр районне кĕрекен Кивĕ Эйпеç /вăл вăхăтра Первомайски районĕ шутланнă. — Авт./ шкулĕнче, Первомайскинчи ВКП/б/ райком аппаратĕнче, Первомайски районĕнчи исполком председателĕн заместителĕнче ĕçленĕ. 1948 çулта ăна Чулхулари партин аслă шкулне вĕренме янă. Унтан килнĕ хыççăн Первомайски райисполком председателĕн заместительне суйланă, 1952 çултан председателĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 1960-1962 çулсенче — Шăмăршă, 1962-1964 çулсенче Патăрьел райисполкомĕсен председателĕ пулнă. 1966-1970 çулсенче — Патăрьелти райпотребсоюзĕн председателĕ. Каярахпа патшалăхăн тĕп заготинспекторĕнче, Шупашкарти çăкăр пĕçерекен 1-мĕш заводра инженерта вăй хунă. Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн, районсенчи Канашсен депутачĕсене суйланнă. Тивĕçлĕ канăва кайнă хыççăн та алă усса ларман, общество ĕçне хастар хутшăннă.

«Эсмеральда çуралчĕ!»

Георгий Савиновăн шухăшĕпе, çивĕч ăслă, лайăх астуса юлакан çын кăна математик пулаять. Георгий Иванович паянхи кунчченех математикăри правилăсене астăвать. Савиновсен хĕрĕсем амăшĕ пекех вĕрентекенре тăрăшнă. Эсмеральда шкул ачисене — математикăпа, Лилия вырăс чĕлхипе литературине вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă. Тăватă мăнукĕпе мăнукĕсен пилĕк ачи те ватăсене хăйсен ăсталăхĕпе, пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.

«Çав кун эпир таçта кайнăччĕ. Кил патне çывхарнă чухне Тоня ой! терĕ. Эпĕ ăна хулĕнчен çавăтса пÿрте илсе кĕтĕм… Чупса кайса акушеркăна чĕнсе килтĕм. Çапла мăшăрăм Эсмеральдăна манăн куç умĕнче çуратрĕ. Унăн амăшĕ те пирĕнпе пĕрлехчĕ. Тоньăн ашшĕ ĕçрен таврăнчĕ те хĕрĕ мĕншĕн выртнипе кăсăкланчĕ. Эпир сĕтел хушшинче чей ĕçсе лараттăмăр. «О, Эсмеральда çуралчĕ!» — терĕ лару-тăрăва уçăмлатсан. Ăна вăл Виктор Гюгон «Собор Парижской Богоматери» романĕнчи тĕп сăнара Эсмеральдăна халалласа хунă. Лилия ята та Иван Васильевичах тупнă. Эпĕ ун чухне Чулхулара партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ», — вăрттăнлăха уçрĕ çемье пуçĕ. Малалла вулас...

Роза ВЛАСОВА. 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.